Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » Масленица в Москакасинской СОШ

11 марта 2016 г.

      Нумай пулмасть çеç Çĕнĕ çула кĕтсе илтĕмĕр, пĕр-пĕрне Раштав уявĕ ячĕпе саламларăмăр. Куç хупса иличчен тенĕ пек хĕл те вĕçленет, хĕвел çур енне куçасшăн. Çуркунне çывхарни сисĕнет. «Хĕлпе çуркунне тĕл пулаççĕ, пĕр-пĕринпе кĕрешеççĕ. Хĕл мĕнле хаяр сивĕпе хăратсан та йăваш кăмăллă çуркуннене парăнатех»,-сăнаса каланă ваттисем. Илемлĕ çуркунне вара хăйĕнпе пĕрле уяв – Çăварни уявĕ илсе килет.

      Çăварни – халăх юратакан уявсенчен пĕри. Елĕкрен килекен йăлапа çăварни эрнинче икерчĕ пĕçернĕ, лашасем çине шăнкăрав çакса, çунисене илемлетсе катаччи чупнă, çăварни тесен хитре тутăр çыхнă, çĕнĕ саппун çакнă. Шкул ачисем те халăх уявĕнчен айккинче юлмарĕç. Паян вĕсем чăн-чăн уяв туса ирттерчĕç.

      Чи малтанах уява 6-мĕш класра вĕренекен ачасем уçрĕç. Çăварни юрри юрласа вăйă пуçларĕç Хăш класс ертÿçи патĕнче юрă вĕçленет, çав класра вĕренекен хĕрсемпе каччăсем çăварни юрри е ташшине кăтартрĕç. Питĕ интереслĕ иртрĕ ку конкурс. Кайран вара ачасем шкул стадионне пухăнчĕç.

      Нумай çул Москакасси шкулĕнче физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ Сергей Рудольфович Кириллов призĕсемшĕн йĕлтĕрпе ăмăртса чупрĕç ачасем. Илемлĕ тутăрсемпе чупма уйрăмах килĕшрĕ хĕрсене. Амăрту хыççăн пурте шкул хыçĕнчи çырмана çунашкасемпе ярăнма кайрĕç.

     Улăмран тунă Çăварни карчăкне ăсатса яма вăхăт çитсен, пурте: «Чипер кай! Чир-чĕре, усал-тĕселе ялтан илсе кай,» - тесе Çăварни икерччи çиме саланчĕç. Уяв пурне те килĕшрĕ.

    Курма ан манар видеорепортажа :

 http://gov.cap.ru/video.aspx?gov_id=71&guid=2e37054c-2e68-42a4-b962-0be152492ac0

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика