Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » Чăваш драма театрĕнче Петр Садовниковăн пултарулăх каçĕ иртрĕ (ГТРК Чувашия)

29 января 2019 г.

 
 

Кашни сăнар — уйрăм тĕнче. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Петр Садовников пултарулăхĕнчи пĕрремĕш сумлă çавра çулне тăван сцена çинче паллă турĕ. 25 çул ытла вăл Чăваш академи драма театрне парăннă. Çак тапхăрта халăх асĕнче юлмалли чылай сăнар калăпланă, малашне те сумлă рольсем выляс кăмăллă. Хăйĕн мĕн пур çитĕнĕвне - пултарулăхра е ытти çĕрте, Петр Садовников пĕртен-пĕр çын ячĕпе тăвать. 

Ирина Николаева, Игорь Ульянов

Куракансем ăна хапăлласа йышăнаççĕ, драматургсем ятарласа ун валли пьесăсем çыраççĕ, театрăн илемлĕх ертӳçипе режиссерсем унпа ĕçлеме кăмăллаççĕ, ĕçтешĕсем хисеплеççĕ, ентешĕсем мăнаçланаççĕ. Ача чухнех артист пуласси паллăччĕ, аса илет класс ертӳçи Лидия Ильина. Етĕрне районĕнчи Аркадий Айдак хуçалăхне кĕрекен Лапракасси ялĕ ĕçпе кăна мар, культура пурнăçĕпе те палăрса тăнă. Юрра-ташша ăста пулнă Садовниковсен ашшĕпе амăшĕ те 6 ачине çакна вĕрентсе çитĕнтернĕ.

Петр Садовников пеккисене «характерлă» артист теççĕ Вырăс драматургĕсен пьесисем е чăваш авторĕсен хайлавĕсем, классика е хальхи вăхăтри спектакль, кулăшла сăнар е тарăн шухăшлă, çамрăк е ватă — кирек хăш роле те вăл сцена çинче пурăнса ирттерет. «Парнеллĕ туйри» Курочкин, «Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн» спектакльти Петĕр, «Пасар патшинчи» Гриша, театрăн хальхи репертуарĕнчи «Куккуклă сехетри» 2-мĕш Кени, «Туя туй пек тăвар-и?» спектакльте Якур мучи... Ĕçтешĕсем шутласа кăларнă тăрăх, Петр Садовников 70 ытла сăнар калăпланă. 

Петр Садовников Чăваш театрĕн сцени валли артистсем хатĕрлекен Щепкин училищи йышăннă 5-мĕш ушкăна лекнĕ. Студент чухне театра тата футбола кăмăлланине пула унпа туслашнă Мускав çамрăкĕ Виктор Низовой, халĕ Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ, вăхăт тупса юлташне саламлама килнĕ. 93-мĕш çулта театр училищине пĕтернисем сцена çинче кăна мар, кулленхи пурнăçра та юнашар. 

Унăн шăпи хăй уйрăм хайлав пулма тивĕç. Чи пысăк юратăвĕ - Ирина мăшăрĕ пурнăçран уйрăлсан,театра пăрахас шухăш та пулнă, анчах арăмĕ выляса çитерейменнине хăй çитерес тенĕ. Пĕртен-пĕр ывăлĕшĕн те вăл ашшĕпе амăшĕ вырăнĕнчех.

2009-мĕш çултанпа Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕпе пĕрле вăл Ирина Садовникова тата Николай Булаткин артистсен ячĕпе халăх театрĕсен фестивальне ирттерет. Пултарулăх каçне те пурнăçран уйрăлнă мăшăрне халалланă. 

46 çулти Петр Садовников 25 çул ытла чăваш театрĕнче. 3 хут вăл «Чĕнтĕрлĕ чаршав» лауреачĕ пулнă. «Ар çын рольне чи лайãх вылянã артист» ята икě хутчен тивěçнě. 

Ахăртнех, хăй чунне уçса пама пĕлнишĕн ыттисем те ун патне туртăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика