Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » Пĕчĕк тупăшлă тата тулли мар çемьере çитĕнекен ачасем валли çĕнĕ çул ячĕпе ― шоколад (Из видеоархива НТРК)

29 декабря 2018 г.

 

 
27.12.2018 18:28

 

Чăваш Енри потребительсен пĕрлешĕвĕ 15 çул ытла ятарлă акци йĕркелет. Пирĕн корреспондент Алексей Енейкин Хĕрлĕ Чутай районĕнчи уявра пулса курчĕ.

Алексей Енейкин, Екатерина Янгалакова 

Чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енри кашни райпо лавккинче çакăн пек ещĕк курма пулать. Унта кирек кам та шоколад хурса хăварма пултарать. Ырă ĕçе çĕнĕ çул умĕн потребительсен пĕрлешĕвĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти пулăшнипе йĕркелет.

Мучикасси лавккинчи шоколад ещĕкне пушатма вăхăт çитнĕ. Ял-йыш ăна кăмăлтан тултарнă.

Ыр кăмăлтан пухнă пылак кучченеçе уявра шăпăрлансем кĕтеççĕ. Хĕрлĕ Чутайра пĕчĕк тупăшлă çемьере çитĕнекен ачасем валли 8-мĕш хут ёлка йĕркелеççĕ. Чăрăш тавра вăйă-кулă, юрă-ташă иртет. Ачасем тăрăшсах Хĕл мучине сăвă калаççĕ. 

Çулталăкри чи кĕтнĕ уяв, паллах, ачасемшĕн кана мар, ашшĕ-амăшĕшĕн те пысăк савăнăç. Нумайăшĕ тĕрлĕ юмахри сăнар евĕр капăрланса килнĕ.
Хĕрлĕ Чутай районĕнче уява хатĕрленсе ачасем валли пĕтĕмпе 40 лавккара шоколад пухаççĕ.

«Чăвашпотребсоюзпа» «Единая Россия» парти пуçарăвĕ çулсерен сахал тупăшлă е тулли мар çемьери ӳсекен пиншер ачана савăнăç кӳрет. Çитес çул та кашни районтах çавăн евĕр уяв йĕркелеме палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика