Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Видеоновости » Вести Чăваш ен. Вечерний выпуск 12.11.2013

12 ноября 2013 г.

Комсомольскисен пысăк савăнăç. Паян кунта 145 вырăнлă виççĕмĕш номерлĕ ача сачĕ уçăлчĕ. Ялта пурăнакансене Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. «Радуга» ача садне 2012 çулта шкул çулне çитмен ачасене аталантармалли программăпа килĕшỹллĕн тума пуçланă. Ăна валли федераци тата республика бюджечĕсенчен 82 миллион тенкĕ уйăрнă. Икĕ хутлă çурта çĕнĕ йĕркесене пăхăнса тунă. Кунта ачасем тĕрлĕ енлĕ аталанма пултарĕç. Вĕренмелли, вылямалли, ỹт-пĕве çирĕплетмелли тата ытти пỹлĕмсем пур. Кĕçех çул-йĕр инспекторĕсем сатикри ачасене хăрушсăрлăх йĕркисене вĕрентме тытăнĕç. Вĕсем ыйтнипе кунта ятарлă лаптăк хатĕрленĕ. Кулленхи пурнăçра кирлĕ паллăсемпе ачасем пĕчĕклех паллашма пуçлани вĕсене лайăхрах ас туса юлма тата хăрушлăха чакарма пулăшасса шанаççĕ Инспекторсем. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, 2015 çул тĕлне республикăра çакнашкал тепĕр 6 сатик уçăлмалла. Çакă çулталăк çурăри ачасене пурне те вырнаçтарса пĕтерме май парĕ. «Радуга» ача сатĕнче халĕ аслă пĕлỹллĕ 14 педагог. Вĕсене ятарласа конкурс ирттерсе суйласа илнĕ. Ача сачĕсем уçăлни вĕсен амăшĕсене укçа-тенкĕ ĕçлесе илме, çемьесен пурнăçне лайăхлатма май парать. Ку вара — республика пурнăçĕн тăнăçлăхĕ.

Леонид Петров, Виктор Степанов

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика