Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » Элĕк районĕнчи татмăшсем ял тăрăх çветке çỹреççĕ

15 января 2014 г.

Пирĕн мăн асаттесемех раштав хыççăн кăшарниччен килсенче пухăнса юмăç янă, ял тăрăх çветке çỹренĕ. Çак йăла-йĕрке Элĕк районĕнчи Татмăш ялĕнче халĕ те пур. Кĕрĕк тавăрса тăхăнса, тĕрлĕ сăнар калăпласа çветкесем ял урамĕсемпе кил тăрăх çỹресе çынсене усал-тĕселрен тасатаççĕ.
Тĕттĕм тăкăрлăкран çакнашкал тумлă çын ăнсăртран сиксе тухсан, хăранипе тỹнсе кайма та пулать. Çветке çỹрекенсем этем чĕлхине маннă тейĕн - хăрушла кăшкăраççĕ, хăйсене тискер кайăкла тыткалаççĕ. Татмăшсем ялта кăшарниччен çакнашкал çветке çỹренине тахçанах хăнăхнă. Чĕнмен хăнасем никамран ыйтмасăрах килсене кĕрсе çỹресси те йăлара. Сурхури 12 куна пырать. Кивĕ çĕнĕ çулччен таса эрне , ун хыççăнхи - шăп та çветкесем валли. Усал-тĕсел çыпăçасран, ял çыннисем палласран сăнарсем ятарласа кĕрĕк тавăрса тăхăнаççĕ, пичĕсене хуплаççĕ. Çветке çỹрекенсем аякран хăрушла курăнаççĕ пулин те, никама та усал тумаççĕ. Каччăсем çветкере пулнă вăхăтра хĕрсем пĕр çуртра пухăнаççĕ. Кунта вĕсем ĕлĕкхилле юрă шăрантараççĕ, ал ĕç тăваççĕ. Кивĕ çĕнĕ çул каç юмăç пăхни тĕрĕс кăтартать, тенĕ. Çавăнпа татмăшсем çак йăлана та пăрахăçламан. Хăйсен шăпине пĕлес текенсем Ильинсем патĕнче пухăнаççĕ. Кунта вĕсем 1902 çулта кăларнă «Раклĕ» кĕнекипе усă курса юмăç яраççĕ. «Раклĕ» кĕнекине Ильинсем çулталăкра пĕрре çеç алла тытаççĕ. Хаклă парне ватă кукашшĕнчен юлнă. Татмăшсем сурхури эрнине çапла ирттерсе кăшарнире шыва кĕрсе тасалаççĕ.

20140115_surhuri_ch
Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика