Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Александр Суринов: "Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пысăк пахалăхлă шайра иртет"

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин патшалăх статистика службин ертỹçипе Александр Суриновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Вăл Александр Суринова чи малтанах усăллă та ĕçлĕ хутшăнусемшĕн тав тунă. Унтан хальхи вăхăтра республикăри районсен кăçалхи пĕрремĕш çур çулти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетни, çитес тапхăр тĕллевĕсене палăртни çинчен каласа панă. Вырăнсенчи канашлусенче регионта Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне ирттерессипе çыхăннă ыйтусене уйрăмах тĕплĕ сỹтсе явнине палăртнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çĕршывăн ял хуçалăх ресурсĕсене тĕпчес енĕпе çырав пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, çавна май ăна çỹллĕ шайра йĕркелесе иртерессине каланă. Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн кăтартăвĕсем аграри политикин никĕсне выртнине, çĕршыва апат-çимĕçпе тивĕçтерме пулăшакан мерăсем йышăнма тата ял çыннисен пурнăçĕпе ĕç условийĕсене лайăхлатма пулăшнине асăннă. Михаил Игнатьев çирĕплетнĕ тăрăх, Чăваш Енре çырав палăртнă йĕркепе тата вăхăтра пулса пырать, халăха кирлĕ информаципе туллин тивĕçтереççĕ. Çакнах пирĕн районти çырав пирки те уйрăммăн калама пулать.

Июлĕн 13-мĕшĕнче Михаил Игнатьев тата Федерацин патшалăх службин ертỹçи Александр Суринов Шупашкар районĕнчи хăш-пĕр объектсенче пулса, ял хуçалăх çыравĕ мĕнле пынипе интересленнĕ.

Çавăн пекех Михаил Игнатьев Янăш ялĕнчи хăйĕн килĕнче çырав йĕркине пăхăнса çыравçă ыйтăвĕсем çине хуравланă. Журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравсем парса, Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2006 çултанпа, "АПК аталанăвĕ" наци проектне пурнăçа кĕртме тытăннăранпа, республикăри аграрисем 26 млрд. тенкĕлĕх кредит укçи-тенкипе усă курнине пĕлтернĕ. "Пире ял хуçалăхĕнчи улшăнусем пирки тĕрĕс сведенисем кирлĕ, вĕсен аграрисене пулăшма эффективлă мерăсем туса хатĕрлеме май парĕç", - тенĕ Михаил Игнатьев.

Александр Суринов, Федерацин патшалăх статистика службин ертỹçи: "Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне ирттерессине ăнланса тата яваплăха туйса йышăннă. Республикăра ку ĕçе пысăк пахалăхлă шайра пурнăçлаççĕ, çыравçăсем вăйлă, ял пурнăçне лайăх пĕлеççĕ. Унсăр пуçне хальхи çыравра харпăр хăйĕн хушма хуçалăхĕсемпе информаци пуçтарма планшетлă компьютерсемпе усă кураççĕ, çакă кăтартусене автоматизацилемелли вăхăта кĕскетет", - тенĕ.

Тĕлпулура çавăн пекех усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе, ял хуçалăхне аталантарассипе, çынсем официаллă мар йĕркепе ĕçленипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.

Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика