Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Раҫҫей кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!
Пире историйӗ нумай-нумай ӗмӗре тӑсӑлакан, сайра йышши культурипе тата ҫут ҫанталӑкӑн питех те пысӑк пуянлӑхӗпе палӑрса тӑракан, вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑхӗнче пурӑнакан йышлӑ халӑхӗсен йӑли-йӗркине типтерлӗн сыхласа упракан, тавралӑх енчен калама та ҫук илемлӗ аслӑ ҫӗр-шывра пурӑнма телей пӳрнӗ.
Раҫҫее чунтан юратни тӗрлӗ наци йышӗнчи тата тӗрлӗ тӗне ӗненекен, социаллӑ тӗрлӗ ушкӑна кӗрекен тата политика тӗлӗшӗнчен расна шухӑш-кӑмӑллӑ ҫынсене пӗр тӗвве пӗрлештерет. Раҫҫей патшалӑхӗн ҫирӗплӗхне вӑйлатас ӗҫе тата унӑн кал-кал аталанӑвне хӑйӗн хастар ӗҫӗпе тата пултарулӑхӗпе витӗмлӗ тӳпе хывасси – кашни гражданинӑн тивӗҫӗ.
Тӑван ҫӗр-шывӑмӑр хӑйӗн мӗн пур ывӑлӗ-хӗрӗшӗн яланах ӑшӑ та хӑтлӑ кил, тӑнӑҫлӑхпа юрату, пӗр-пӗрне ӑнланни тата ҫураҫулӑх хуҫаланакан кил пуласса шанса тӑратӑп.
Пурне те ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре тата ҫемьере ӑнӑҫусем, пултарулӑхра ҫӗннине уҫма, пурнӑҫра пысӑк ҫитӗнӳсем тума, ҫӗнӗ Раҫҫейӗн ырӑ пуласлӑхне шанма сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М.Игнатьев
Дорогие соотечественники!
Примите сердечные поздравления с Днем России!
Нам выпало счастье жить в великой стране с многовековой историей, уникальной культурой и несметными природными богатствами. В стране, обладающей удивительной природной красотой, бережно сохраняющей традиции многочисленных народов, населяющих ее бескрайнюю территорию.
Любовь к России объединяет людей разных национальностей и вероисповеданий, разных социальных слоев и политических взглядов. Долг каждого гражданина – своим трудом и талантом вносить достойный вклад в укрепление стабильности и динамичное развитие российского государства.
Уверен, что наше Отечество всегда будет теплым домом для всех своих сыновей и дочерей, домом, в котором будут царить мир, любовь, согласие и взаимопонимание.
Желаю всем доброго здоровья, успехов в работе и семейной жизни, творческих открытий и трудовых свершений, веры в прекрасное будущее нашей новой России!
Глава Чувашской Республики М.Игнатьев