Ҫӑлтӑрсем куҫ хӗссе илӗртеҫҫӗ
Кӗленче пек яка тӳперен.
Пӗр-пӗрин ҫумнерех хӗсӗнеҫҫӗ
Ик карап вирхӗнсе иртнӗрен.
Вӗҫевре – ик карап. Тӗлӗнтермӗш
Самана ӑс-тӑнне палӑртса,
Вӗсем Ҫӗр туртӑмне-ҫке ҫӗнтернӗ, -
Ҫаврӑнаҫҫӗ текех ӑмӑртса.
Пӗринче - Андриян Николаев,
Тепринче - Украина каччи.
Уҫлӑхра; тем тесен те, пит лайӑх
Вӗҫсӗр-хӗрсӗр чупма катаччи. .
Паянччен ҫак куна ас тӑватпӑр:
Карапсем таврӑнсан Ҫӗр ҫине,
Пурте курчӗҫ ик кӑйкӑр, ик паттӑр
Сӑнӗнче туслӑх вӑй илнине.
Ачашларӗ ыр туйӑм саманчӗ
Ҫавӑн чух: ҫук, пулман кун пеки.
Ҫӑлтӑрсем таранах анлӑланчӗ
Пирӗн туслӑх кӗперӗн чикки.
1962 ҫул; ҫурла уйӑхӗ.
Чӑваш йӑваш-и? Кам калатӑр
Паян: «Чӑваш йӑваш», - тесе.
Ун символ пур. Вӑл -Николаев,
Тӑрать ҫут ҫӑлтӑр пек ҫиҫсе.
Унпа ӑса, чыса виҫетпӗр,
Вӑл - тӗрӗслевҫӗ, вӑл - тупа.
Унпах Ҫӗнӗ куна кӗретпӗр
Пусса сулмаклӑ утӑмпа.
Йывӑр пулсан та танлашмашкӑн
Ҫак Улӑппа, ҫак Чӑвашпа –
Пур пирӗн тивӗҫ каламашкӑн:
"Чӑваш пӗрре те йӑваш мар".
2012 ҫул, ҫурла
Геннадий КУЗНЕЦОВ.
Йӗпреҫ поселокӗ