Чăвашсен мухтавлă ывăлĕ - Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиацин генерал-майорĕ, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ Андриян Николаев космонавт летчик - тĕнче уçлăхне парăнтарнăранпа ыран, çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче, шăп та лăп 50 çул пулать. Виççĕмĕш космонавт 1962 çулхи çурлан 11-15-мĕшĕсенче “Восток-3” караппа Çĕр тавра 64 хут çаврăннă. Çапла майпа Шуршăл каччи чăваш халăхĕн ятне тĕнче шайне çĕкленĕ. Аслă ăру çыннисене Андриян Григорьевичăн пĕрремĕш вĕçевне, космоса çĕкленнĕ хыççăн Чăваш çĕр-шывне пĕрремĕш хут килнине аса илме ыйтрăмăр. Çав тапхăр республикăра пурăнакансен асĕнче мĕнпе çырăнса юлнă-ха?
Валентина ИВАНОВА, ИТАР-ТАСС корреспонденчĕ:
- Пурнăçăмра Андриян Николаев тĕнче уçлăхне хăпарни питĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнчĕ, журналистика анине сухалама тытăннин пуçламăшĕ пулчĕ вăл. Мăшăрăмпа Михаил Ивановичпа виççĕмĕш космонавтăн ĕçĕ-хĕлне сăнлас, унпа халăха паллаштарас ĕçре тăрăшма тивнĕшĕн чунран хĕпĕртетпĕр. Куншăн ăраскала тав тăватпăр. Андриян Григорьевича турă вырăнне хураттăмăр, унăн кашни утăмне пĕлсе тăма, кашни сăмахне çырса хума тăрăшаттăмăр, пархатарлă ĕçĕсенчен хăшĕ-пĕри çинчен ентешĕмĕрсене çырса, каласа кăтартаймасран хăраттăмăр. Тĕнче уçлăхне 32 çулта чухне пирвайхи хут хăпарнă Андриян Николаев маншăн питĕ çывăхчĕ, тăван пекехчĕ. Çапла унăн иккĕмĕш вĕçевĕ пирки те, çуралнă тăрăхне килни-кайни çинчен те куллен çыртăмăр, каласа кăтартрăмăр. Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут иленнине яланах вышкайсăр пысăк уяв пек аса илетĕп.
Елена НИКОЛАЕВА, Андриян Николаевăн пиччĕшĕн Иванăн арăмĕ:
- Çывăх çыннăмăр тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут хăпарнăранпа вăхăт самай иртрĕ пулин те çав кунсем манăçмаççĕ. Ун чухне Улатăр районĕнчи Кире вăрман хуçалăхĕнче пурăнаттăмăр. 1962 çулхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче упăшкана ним каламасăрах автомашинăпа лартса кайрĕç, тепĕр кунхине радио Андриян Николаев космоса хăпарни çинчен пĕлтерчĕ. Ивана мĕншĕн илсе кайнине ăнкартăм. Çав самантрах вăрман хуçалăхĕн ертÿçи пирĕн пата автомашина янă, ывăлăмсене Сашăпа Сережăна çавăтрăм та Шуршăла вĕçтертĕмĕр. Унта вара - лăк тулли халăх! Туса пĕтермен çуртра та, верандăра та, урамра та... Космоспа çыхăну йĕркеленĕччĕ. Мăшăрăм шăллĕпе пĕр-икĕ сăмах калаçма та пултарчĕ. Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Мускавра пултăмăр. Кремльти Союзсен çуртĕнче Андриян Николаевпа Павел Поповича Никита Хрущев кĕтсе илчĕ, Совет Союзĕн Геройĕн ятне пачĕ. Пуçтарăннă халăх çап-çамрăк та хитре космонавтсене ура çине тăрса итлерĕ, алă çупрĕ... Шупашкара чăваш ятне çÿле çĕкленĕ Андриянăмăр авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче çитрĕ. Кортеж аэродромран Ленин проспекчĕпе аннă чухне Чăваш Енре пурăнакансем, хăнасем çулăн икĕ енĕпе тăрса тухнăччĕ, автомашина иртсе кайнă чухне пурте чечек çыххи ывăтрĕç, хăшĕ-пĕри “тимĕр ут” çине лекрĕ, ыттисем вара çула эрешлерĕç - кавир сарнă тейĕн. Андрияна тăван çĕр çинче Совет Союзĕн Геройĕ Федот Орлов чи малтан саламларĕ, кайран вара ыттисем. Эпир, космонавтăн тăванĕсем, мухтавлă çыннăмăрпа пĕрле трибуна çинче тăтăмăр, пăхатăп: аялта палланă çынсем. Çав кунах Шуршăла кайрăмăр, унта та çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Пĕлетĕр-и: чăваш каччи тĕнче уçлăхне парăнтариччен Шупашкар хули ăçтарах вырнаçнине никамах та пĕлмен, ăна карттă çинче те палăртман имĕш. Çавăн чухне Мускавран килнĕ пĕр журналистпа калаçнăччĕ. “Чăвашсем ăçта пурăннине малашне лайăх пĕлĕпĕр”, - тенĕччĕ вăл.
Зоя АНТОНОВА, Шуршăлти А.Г.Николаевăн Мемориал комплексĕн тĕп управçи:
- Андриян Григорьевич пирĕнтен яланлăхах уйрăлнăранпа 8 çул иртрĕ пулин те вăл вилмен пек туйăнать. Шăпа мана виççĕмĕш космонавтпа нумай хут тĕл пултарчĕ - куншăн питĕ савăнатăп. 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕ те - куç умĕнчех. Эпĕ ун чухне шкултан тин çеç вĕренсе тухнăччĕ, çывăхри ялта пурăнаттăм, радио хыпарлавпа ентешĕмĕр космоса вĕçни çинчен каланине илтрĕмĕр те çамрăксемпе пуçтарăнса Шуршăла вĕçтертĕмĕр, халăх питĕ нумайччĕ. Çавал шывĕ урлă ишсе каçса пыракансем те пулнă ун чухне. Вăл вăхăтра çăмăл автомобиль сахалччĕ, çапах çав кун Андриянăн çуралнă тăрăхĕнче “тимĕр ут” йышлăччĕ. Пĕри кайран пире çула май киле те лартса кайрĕ, каçхине ăшă çумăр çурĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне /халĕ - университет/ ăс пухма кĕтĕм. Çапла майпа Андриян Григорьевич космоса вĕçнĕ хыççăн Шупашкара пĕрремĕш хут килнине те курма май пулчĕ. Эпир, К.Маркс урамĕнчи çул хĕрринче тăраканскерсем, вăл автомашинăра алă сулса иртнине çывăхранах куртăмăр. Тепрехинче, 1963 çулхи нарăс уйăхĕнче, вăл тĕп хуламăра пухăва килессине пĕлтĕмĕр. Çав кунхине сивĕччĕ, çапах тĕнчипе паллă çынна куç хĕррипе те пулин курас тесе Халăх çут ĕç çурчĕ умне кайса тăтăмăр - Андриян Григорьевич тĕл пулуран тухнине çăвар карса сăнарăмăр вĕт.
Дмитрий МОИСЕЕВ