Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.08.07 Виççĕмĕш хут тĕл пулаймарăмăр (Хыпар №155)

1960 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Вăрнар çар комиссариатĕнчен салтака каймашкăн повестка илсен тахçанах кĕтнĕ савăнăç çитнĕ пекех туйăнчĕ. Тăвансемпе, ял-йышпа сыв пуллашса Канаша çитрĕмĕр. Пирĕн ушкăна, унта ялти юлташ Павел Егоров та пурччĕ, малтан Мускава, унтан Смоленска илсе кайрĕç. Мунчара çăвăнса тасалсан салтак тумĕ тăхăнтăмăр, вара машинăсемпе чаçе çитрĕмĕр. Виçĕ хутлă казармăн пĕрремĕш хутне вырнаçтарчĕç.

Тепĕр кунне Украинăпа Литва республикисенчи ачасене илсе пычĕç. Пĕр-пĕринпе часах юлташлантăмăр, туслă пурăнма тăрăшрăмăр. Пирĕн йыш пысăках марччĕ те, çавăнпа пĕрне пĕри кÿрентернĕ тĕслĕх пулман. Хамăртан аслă призывсем те нихăçан та хĕсĕрлемен: мĕн пĕлменнине вĕрентетчĕç, пулăшма тăрăшатчĕç. Апат яланах çителĕклĕччĕ. Вăхăтра çитернĕ, çывăрттарнă. Йĕрке çирĕпчĕ, усал сăмахпа та калаçмастчĕç. Калаçнине илтсен те хытă вăрçатчĕç. Лайăх вăхăтра кун иртнине те сисместĕн. Тупа турăмăр. Пĕр кунхине пире пуçлăх çумĕ патне уйрăмшарăн чĕнтерчĕç. Черет çитсен эпĕ те кĕтĕм. Пÿлĕмре темиçе офицер ларать, вĕсем хăйсене кирлĕ специалистсене вĕренме ямашкăн çынсем суйланă пулас. Штаб пуçлăхĕн çумĕ Шинкарев капитан мана санинструктора вĕренме ярассине пĕлтерчĕ. Эпĕ хаваспах килĕшрĕм, анчах пĕр майор ку шухăша хирĕçлерĕ, унăн хăй суйланă салтак пур иккен. Каярахпа пĕлтĕм: çав салтак хамăр районтанах, Кивьял Нурăсри Гена Сорокин пулнă иккен. Шинкарев капитан вара мана Мускава сержантсен шкулне ярассине каларĕ. Кăмăла малтан хуçрĕ пулин те юлашки хыпарĕ пушшех савăнтарчĕ.

1961 çула П.Егоровпа, Йĕпреç районĕнчи Шуркассинчи Н.Захаровпа, Канаш районĕнчи Малтикасри Н.Васильевпа, ыттисемпе Мускавра кĕтсе илтĕмĕр. Кунти йĕрке вара татах çирĕпрехчĕ: пурне те ĕлкĕрмелле, вăхăтра пурнăçламалла. Юлса пыраканнисене каялла чаçсене ăсататчĕç. Вăхăт хăвăрт иртетчĕ, çапла ака уйăхне те кĕтĕмĕр. Акан 12-мĕшĕнче çанталăк йĕпе-сапаллăччĕ, юрлă çумăр та çукаларĕ. Ирхи апат хыççăн занятие, пемелли вырăна, илсе кайрĕç. Кăнтăрла таврăнтăмăр та - казармăри телевизорпа Гагарина кăтартаççĕ иккен. Пурте телевизор умне пухăнтăмăр, çын космосра пулнишĕн эпир те савăнтăмăр. Тепĕр кунне пирĕн часть те Гагарина кĕтсе илнĕ чухне йĕрке тунă çĕре хутшăнать терĕç, салтаксене хатĕрленме хушрĕç. Ирхи апата 100-шер грамм кăлпассипе булка, пĕр стакан кофе пачĕç - ура çинче нумай вăхăт тăмаллине шута илсе ĕнтĕ.

Стройпа «Сокольники» метрона çитрĕмĕр те Манеж лапамĕнче тухрăмăр. Пирĕн ротăн çак вырăнта тăмалла. Вăхăт иртнĕçемĕн Мускав халăхĕ пухăнма пуçларĕ. Нумайăшĕн аллинче Юрий Гагарин портречĕ, пурте пĕр саслă пулса унăн хушаматне калаççĕ. Çапла пĕр вĕçĕмсĕр куçрĕ те куçрĕ халăх Хĕрлĕ тÿремелле. Демонстраци нумая пычĕ, эпир те сĕм çĕрлене юлтăмăр. Чаçе питĕ хытă ывăнса таврăнтăмăр. Тепĕр кунне нумайччен çывăртăмăр.

Сисмерĕмĕр те - çурла уйăхĕ çитрĕ. Уйăх пуçламăшĕнче Г.Титов космоса вĕçни те савăнтарчĕ. Г.Титова та халăх йышлă пухăнса кĕтсе илчĕ, ăна та ăшшăн саламларĕ. Эпир те малтанхи вырăнтах пултăмăр. Г.Титов вĕçсе аннă хыççăн нумаях та вăхăт иртмерĕ - иккĕмĕш космонавт чăваш çынни тесе сăмах сарăлчĕ. «Чăнах та-и?» - тесе пирĕнтен те ыйтатчĕç. Эпир вара хамăр хушăра ашшĕ-амăшĕ Алтай крайне Чăваш енчен куçса кайнă, ывăлне вырăсла вĕрентнĕрен чăваш пулнине асăнмаççĕ пулĕ терĕмĕр. Тепĕр çулхине чăваш каччи А.Николаев вĕçеве тухсан пирĕн иккĕленÿллĕ шухăш сирĕлчĕ. Титов чăнах та вырăс çынниех пулнине пĕлтĕмĕр.

Сержантсен шкулĕнчи вăхăт сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ, экзаменсене тытса пĕтерсен пурне те хăйсен чаçĕсене ячĕç. Эпир те Смоленск хулине каялла çитрĕмĕр. Пирĕн час-часах çула тухма тиветчĕ. Черетлĕ командировкăран таврăннă вăхăтра пуйăс Калуга станцийĕнче чарăнатчĕ. Пĕррехинче юлташсем тухса çĕнĕ хыпар пĕлсе кĕчĕç. Хăйсем хаçат та туяннă. Мана: «Эсĕ çывăрса выртатăн, санăн пиччÿ космоса вĕçет», - теççĕ. Кĕçех тĕнче уçлăхне иккĕн - чăвашпа украина çынни - вĕçнине пĕлтерчĕç. Эпир Украина ачисемпе тата ытларах юлташлантăмăр. Смоленска çаврăнса çитсессĕн А.Николаев ку хулара хĕсметре тăнине, космонавтсен отрядне те кунтанах кайнине пĕлтĕмĕр. Унăн çывăх тусĕ манăн рота командирĕ пулни те палăрчĕ. В.Островной капитан пире Андриян çинчен нумай каласа паратчĕ: «Ырă кăмăллă, шанчăклă юлташ». Кăшт çемçешкеленсен: «Ентешĕртен, Андриянран тĕслĕх илĕр», - тесе вăрçатчĕ.

1962 çулхи юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче пире, салтаксене, виççĕмĕш космонавтпа тĕл пулăва кайма строя тăратрĕç. Политпай пуçлăхĕ Никитин подполковник мана стройран чĕнсе кăларчĕ те хамăр чаçри чăваш ачисен ушкăнне А.Г.Николаев космонавтпа паллаштарма хушрĕ. Ăна нумай ыйту парса вăхăта тăсмалла маррине аса илтерчĕ. «Унăн кашни минучĕ шутра», - терĕ. Смоленскри драма театрĕн çурчĕ пирĕн чаçрен инçех марччĕ. Унта эпир çуранах çитрĕмĕр. Залра лăк тулли халăх. Пире валли те вырăнсем хатĕр. Пурте вырнаçрăмăр. Сцена çинче ларакансен хушшинче хамăрăн ентешĕмĕре, мухтавлă Андриян Николаева палласа илтĕмĕр: лутрарах, патвар кĕлеткеллĕ, хура çÿçлĕ, кăкăрĕ çинче - «Ылтăн Çăлтăр» медаль. Майор пакунĕпе. Чаç командирĕ, полковник калаçрĕç. Андрияна аварие лекнĕ самолета çăлнăшăн алла çыхмалли сехет парнеленĕ. Вăл çав сехетпе космосра пулнă. Çавна та аса илчĕç. Космонавтăн Смоленск хулинче пурăнакан юлташĕсем, ыттисем тухса калаçрĕç. Хула ĕçтăвкомĕн председателĕ пĕр урама Андриян Григорьевич Николаев ятне пани çинчен пĕлтерчĕ. Ку хыпара тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

«Смоленск çыннисем Андриян Николаев палăкне туса лартма палăртрĕç», - терĕ хула хуçи. Андриян Григорьевич Смоленск çыннисене чĕререн килĕштернине каларĕ, ку хулара пурăннă çулсене, юлташĕсене аса илчĕ. Вĕçев вăхăтĕнче самолет хăйне итлеме пăрахни, ăна ăнăçлăн антарса лартма май килни çинчен каласа кăтартрĕ. Кунтан космонавтсен отрядне куçнине, çав ушкăнра Смоленск çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ пĕрремĕш космонавтпа Юрий Гагаринпа туслашнине пĕлтерчĕ. Унăн космос хыççăнхи кĕске вăхăтлăх канăвĕ Смоленскри çул çÿреврен пуçланнă. Андриян Григорьевич пире службăра çитĕнÿсем туса малти вырăнта пулнăшăн тав турĕ. Иксĕмĕр ыталанса илтĕмĕр, ĕмĕр асăнмалăх сăн ÿкерĕнтĕмĕр. Шел, тĕл пулу хăвăрт иртрĕ.

А.Г.Николаев космоса иккĕмĕш хут вĕçрĕ. 1975 çулта унпа «Янгорчино» колхозăн клубĕнче курнăçрăмăр. Смоленска аса илтĕмĕр. Татах сăн ÿкерĕнтĕмĕр. Уйрăлнă чухне ăна виççĕмĕш тĕл пулăва хамăр колхоза чĕнтĕм. Андриян хирĕç пулмарĕ. Ман йыхрав çумне С.М.Ислюков та хутшăнчĕ: «Кашни гектартан 35 центнер тĕш тырă пухса илсен сирĕн пата пырăпăр», - терĕ. Ун чухне эпĕ Суворов ячĕллĕ колхозра уй-хир бригадирĕнче ĕçлеттĕм. Пирĕн колхозăн çав çул тĕш тырă 20-шер центнер тухнăччĕ.

Шел, Андриян пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ, ытла та ир уйрăлчĕ.

 Василий ПЕТРОВ.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика