Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти "Волжский-3" микрорайонта пурӑнакансем В.Со-колов урамӗнчи ҫӗнӗ ача сачӗн картишне пухӑннӑ. Унтах - ҫурта хута янӑ строительсем. 200-мӗш номерлӗ "Эрудит" ача садне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма республика Пуҫлӑхне Михаил Итатьева сӑмах панӑ.
- Эпир паян куллен215 ачана йышӑнакан, хӑтлӑ садике ӗҫе кӗртетпӗр, - тенӗ вӑл.
* * *
Шӑмат кунах республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев тата "РусГидро" АО правленийӗн председателӗ Евгений Дод ЧР Министрсен Кабинечӗпе ҫак общество хушшинчи килӗшӗве алӑ пуснӑ.
* * *
Шупашкарти "Акконд" кондитер фабрикинче бисквит десерт хатӗрлекен производство линийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Ăна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
* * *
"Контур" центрта "Атӑлҫи пики - 2012" конкурс иртнӗ. Шоу-программӑна паллӑ юрӑҫ, "Халӑх артисчӗ" конкурс финалисчӗ Алексей Чумаков ертсе пынӑ.
Хӗрсен тупӑшӑвӗ хӗрӳ пулнӑ. Пикесем куракансен умне наци тумӗпе, каҫхи кӗпепе... тухнӑ. "Атӑлҫи пики" ята Одесса хӗрӗ Виктория Денисова ҫӗнсе илнӗ. Вӑл тата тепӗр тӑхӑр чиперкке тӗнче шайӗнчи модель агентствине ҫитсе курмашкӑн путевкӑсем тивӗҫнӗ.
Уяв Вера Брежнева юрӑҫ концерчӗпе вӗҫленнӗ.
* * *
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш Республикипе федерацин НППП, чикӗ леш енче пурӑнакан ентешсен тата пӗтӗм тӗнчери гуманитари ӗҫтешлӗхӗн ӗҫӗсен агентстви /Россотрудничество/ пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса вӑй хума килӗшӳ ҫирӗплетнӗ.
Документа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев тата Россотрудничество ертӳҫи Константин Косачев алӑ пуснӑ.
Никита СЕМЕНОВ, Любовь ПЕТРОВА.