Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.06.29 Куравра - вун-вун техника, тивĕҫлисене – парне (Çамрăксен хаçачĕ)

Республика кунӗнче Шупашкар районӗнчи "Чӑвашагромаркет" ЯХПКра "Уй кунӗ - 2012" курав уҫӑлчӗ. Унта Чӑваш Енри, унӑн тулашӗнчи тата чикӗ леш енчи ял хуҫалӑх техникипе обо-рудованине туса кӑларакан 38 предприяти-завод хӑйӗн тӗслӗхӗсене илсе килнӗ.

Курава хутшӑнакансене, унпа паллашма тата пахалама ҫитнӗ ҫьнсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Ми-хаил Игнатьев, Раҫҫей Патшалӑх Думин Вӗренӳ ыйтавӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Алена Аршинова, Литва Республикин Раҫҫей Федерацийӗнчи посольствин ял хуҫалӑх атташи Инара Зарене саламларӗҫ.

"Уй кунӗ" курав 2006 ҫултанпа иртет. Кӑҫал унта Украинӑпа Беларуҫӑн тата ҫӗр-шывӑн тӗрлӗ регионӗнчи 50 ытла дилерӗ хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Михаил Васильевич Чӑваш Енри агро-промышленноҫ комплексӗнче, фермер хуҫалӑхӗсенче ӗҫлекенсене, хушма хуҫалӑха аталантарма тӑрӑшакансене патшалӑх пулӑшнине палӑртрӗ, ҫӑмӑллӑх кредитне илессипе пирӗн республика Атӑлҫи округӗнче малта пынине асӑнчӗ.

Республика Пуҫлӑхӗ тыр-пул пуҫтарса кӗртмелли комбайн тата харӑсах темиҫе ӗҫ пурнӑҫ-лакан трактор рулӗсен умне ларчӗ.

"Уй кунӗ - 2012" курава уҫнӑ хыҫҫӑн Михаил Васильевич Кӳкеҫ поселокне ҫул тытрӗ, республикӑри агропромышленноҫ комплексӗн чи маттур ӗҫченӗсене чысларӗ, нумай ҫул пӗрле пу-рӑннӑ, ывӑл-хӗрне тӗрӗс воспитани парса ӳстернӗ мӑшӑра Ульян Ивановичпа Рема Михайловна Ивановсене "Юратупа шанчӑклӑхшӑн" орден  пачӗ.

Шупашкар районӗн пуҫлӑхне Вячеслав Рафинова Михаил Игнатьев вӗренӳ тытӑмне ҫӗ-нетмелли программӑпа килӗшӳллӗн оборудовани туянма 29,5 млн тенкӗлӗх сертификат тыттарчӗ.

Уява пухӑннисем "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем" фестивале хутшӑнакансен юрри-ташшипе савӑнчӗҫ, ал ӗҫ ӑстисен куравӗпе паллашрӗҫ, спорт вӑййисенче тупӑшрӗҫ.

Автомобильсен кросӗн регионсен хушшинчи "Чӑрӑшкасси" ӑмӑрту кӑҫал иккӗмӗш хут иртрӗ. Унта хутшӑнма кӳршӗ республикӑсенчен те  ҫитрӗҫ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ишлейре 60 хваттерлӗ ҫурта хута ячӗҫ. Унти 29 хваттерӗн уҫҫине кивӗ, авариллӗ ҫуртсенче пурӑннӑ ҫемьесене пачӗҫ. Вӗсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев саламларӗ. Вӑл строительсен ӗҫӗпе кӑмӑллине палӑртрӗ, застройщик-организацин чылай ӗҫченне Тав хучӗпе чысларӗ. Чӑваш Республикинчи кивӗ ҫуртсенче пурӑнакан ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫармалли программӑна пурнӑҫлас тӗллевпе малашне те тарӑшса ӗҫлессине ҫирӗплетрӗ.

 

Любовь ПЕТРОВА.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика