Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Министрсен Кабинечӗн членӗсемпе, федераци ведомствисен территори органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе кашни эрнерех тӗл пулать. Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ черетлӗ канашлура Республика кунне пӗтӗмлетнӗ.
ЧР экономика министрӗ Алексей Табаков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртмен 21-24-мӗшӗсенче иртнӗ Шупашкарти V экономика форумне пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче: Раҫҫей Экономика аталанӑвӗн министерствин, Федерацин ӑс-хакӑл харпӑрлӑхӗ енӗпе ӗҫлекен службин, ҫӗр-шывӑмӑрӑн 19 субъекчӗн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе организацийӗсен представителӗсем, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем, ют патшалӑх /Япони, Швейцари, Итали, Германи, Аслӑ Британи, Иран, Венгри, Беларуҫ, Латви - пӗтӗмпе 9/ хӑнисем.
Ҫӗртмен "21-23-мӗшӗсенче "Контур" суту-илӳпе курав комплексӗнче "Регионсем: чикӗсӗр ӗҫтешлӗх" курав иртнӗ. Унта федерацин 13 субъектӗнчен тата Италирен 228 организаци хутшӑннӑ. Курава 60 пин ытла ҫын ҫитсе курнӑ.
Форум пӗтӗмлетӗвӗсенчен пӗри - Шупашкарта Технологисемпе инновацисене пулӑшакан центр уҫасси ҫинчен йышӑну кӑларни. Хальлӗхе кунашкалли Санкт-Петербургра ҫеҫ-ха.
Ҫак кунсенчех Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе "РусГидро" АУО 2012-2016 ҫулсенче пӗр пӗринпе ҫыхӑну тытса туслӑ ӗҫлесси ҫинчен калакан йышӑнӑва алӑ пуснӑ. Ҫак тапхӑрта Шупашкар ГЭСне юсама тата ҫӗнетме 1 млрд та 30 млн тенкӗ уйӑрма палӑртаҫҫӗ.
Алексей Табаков каланӑ тӑрӑх, Пӗтӗм тӗнчери фейерверксен фестивалӗнче Францирен килнӗ команда Чапаев ячӗллӗ завод продукцийӗпе кӑсӑкланнӑ.
Куравпа форум вӑхӑтӗнче пӗтӗмпе 3,5 млрд тенкӗлӗх килӗшӗве алӑ пуснӑ. ЧР Пуҫлӑхӗ министерствӑсене хуҫалӑх тытакан субъектсем тӑрӑх анлӑ информаци пухма, йышӑннӑ обяза-тельствӑсене мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслеме чӗнсе каланӑ.
- Чӑваш Республики яланах ырӑ ятлӑ пулнӑ, малашне те ҫавнашкалах пултӑр, - тенӗ Михаил Игнатьев.
Республика кунӗн культура программи яланхиллех пуян. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче Чӑваш Енре пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем" XX фестивалӗ, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн парнине ҫӗнсе илессишӗн Пӗтӗм Раҫҫейри декораципе прикладной искусствӑн "Руҫ ӑстисем" X конкурсӗ, Чӑваш Республикин наци культура пӗрлешӗвӗсен пултарулӑх коллективӗсен "Туслӑх кӑшӑлӗ" XI фестивалӗ, "Сӑрпа Ҫавал кӗввисем" фольклор фестивалӗн гала-концерчӗ, юрӑпа ташӑ ансамблӗсен "Ҫӗр пин юрӑпа ташӑ ҫӗр-шывӗнче" тата эстрада юрӑҫисен "Чӑваш Ен кӗввисем - Ҫӗнӗ юхӑм" конкурсӗсем, республикӑри илемлӗ пултарулӑх коллективӗсен тата чӗннӗ ҫӑлтӑрсен концерчӗсем иртнӗ.
Уява 38 регионтан 42 пултарулӑх коллективӗпе Беларуҫран ҫитнӗ 2 коллектив - пурӗ 1 пине яхӑн ҫын - хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне Республика кунӗн мероприятийӗсенче Чӑваш Енри 200 ытла коллектив - 4 пине яхӑн юрӑҫ - хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.
ЧР шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Семенов ҫак кунсенче республикӑра лару-тӑру йӗркеллех пулнине, уяв мероприятийӗсем ирттернӗ вырӑнсенче йӗркене пӑсакан пулманнине пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ яваплӑха туйнӑшӑн, лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑшӑн мероприятисене ирт-терме хутшӑннисене, ҫавӑн пекех республикӑри мӗн пур халӑха тав тунӑ.
- Ҫынсем уяв илемӗпе савӑннӑ чухне кӑмӑл та ҫӗкленет, мероприяти те кӑлтӑксӑр-инкексӗр иртет, - пӗтӗмлетнӗ Михаил Васильевич.
Анна НИКОЛАЕВА.