Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.06.30 Хуранта шӳрпе вӗрерӗ, пичкесенче сӑра кӑпӑкланчӗ (Чӑваш хӗрарӑмӗ)

Республика кунӗ шавлӑн кӗрлесе иртрӗ.

Хӑнӑхнӑ йӑлапа чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫак кунсенче "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем" фестивале хутшӑнакансене кӗтсе илтӗмӗр-ӑсатрӑмӑр. Кӑҫал вӑл тӗрлӗ регионти пултаруллӑ коллективсене ҫирӗммӗш хутчен йыхравларӗ. Ют ҫӗр-шывран килнӗ ушкӑнсем те хутшӑнаҫҫӗ унта. Икӗ теҫетке ҫул хушшинче пирӗн патӑмӑрта АПШ, Бельги, Итали, Венгри, Египет, Иран, Болгари, Чехи, Намиби, Германи, Эстони артисчӗсем хӑнара пулнӑ. Хальхинче фестивале Раҫҫей Федерацийӗн 38 регионӗнчен тата Беларуҫран килнӗ 42 коллектив хутшӑнчӗ. Ку хутӗнче те "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем" ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Наци библиотеки умӗнчи сквертан пуҫласа Хӗрлӗ лапама ҫити утса анчӗҫ. Шупашкар урамӗ тӗрлӗ наци тумӗ тӑхӑннӑ чипер хӗр-хӗрарӑмпа, паттӑр яш-арҫынпа тулчӗ темелле. Кашни коллектив утнӑ май хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарма тӑрӑшрӗ, тӑван кӗввисене шӑрантарчӗ, ташларӗ. 19 сехет тӗлне вӗсем Хӗрлӗ лапамри сцена умне ҫитрӗҫ те кунта фестиваль официаллӑ майпа уҫӑлчӗ.

- Кашни халӑх хӑйӗн историйӗпе, йӑли-йӗркипе пуян. Халӑх чунӗ юрӑпа ташӑра ҫеҫ уҫҫӑн та курӑмлӑ палӑрать, - палӑртрӗ республика Пуҫлӑхӗ фестивале уҫнӑ май.

Мӗнле уяв парнесӗр пултӑр-ха? Шӑпах ҫак кун Михаил Игнатьев пултарулӑх коллективӗсене ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме ЧР Пуҫлӑхӗн 2 миллионпа танлашакан грантне тивӗҫнине ҫирӗплетекен свидетельствӑсем пачӗ. Унпа усӑ курса 2012 ҫулта Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Валентина Элпи ӗҫӗсем   тӑрӑх   "Эп   халь   телейлӗ" спектакль хатӗрлӗ, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ куракан умне Ҫеҫпӗл Мишшипе Геннадий Айхи поэзийӗ тӑрӑх "Чӗрӗ сӑмах" про-екта кӑларӗ, Чӑваш наци музейӗ "Шупашкар: ЗД форматри истори" проект хатӗрлесе унта Х\/III-ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи хулана кӑтартӗ.

Раҫҫей ҫӑл куҫӗсен юрри-кӗвви тӗрлӗ чӗлхепе Атӑл ҫийӗн икӗ кун янӑрарӗ. Тӗрлӗ кӗтесрен ҫитнӗскерсем халӑха уявӑн тӗп сцени ҫинче ҫеҫ мар, хулари тӗрлӗ паркра, культура керменӗсен умӗнче савӑнтарчӗҫ.

Сӑмах май, уявра ҫӗр-шывӑмӑрӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑннӑ коллективсене пӑхса ҫеҫ мар, республикӑри тӗрлӗ район-хуларан килнӗ фольклор ушкӑнӗсен, юрӑпа ташӑ ансамблӗсен пултарулӑхне курса савӑнма май пулчӗ: Хӗрлӗ лапамра "Ҫӗр пин юрӑ-ташӑ ҫӗр-шывӗнче" конкурсӑн гала-концерчӗ   иртрӗ.

Республика кунне илемлетекен, чун кӗртекен тепӗр сумлӑ пулӑм - "Руҫ ӑстисем" конкурс. Раҫҫей ӑстисене вӑл вуннӑмӗш хут пуҫтарчӗ. Хальхинче Шупашкара тӗрлекенсем, ҫыхакансем, йывӑҫ касакансем, ҫи-пуҫ хатӗрлекенсем, тӗртекенсем, тӗрлӗ тетте-япала ӑсталакансем Раҫҫейри 17 регионтан ҫитрӗҫ. 34-ӑн пулчӗҫ вӗсем. Унсӑр пуҫне республикӑри 24 ӑста та вӗсемпе тупӑшма кӑмӑл турӗ.

"Хамӑрӑн кун-ҫулӑмӑрпа мӑнаҫланатпӑр, йӑла-йӗркепе мухтанатпӑр" конкурса кӑҫал Раҫҫей истори ҫулталӑкӗпе ҫыхӑнтарчӗҫ. Жюри членӗсем ӗҫсене хакланӑ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫӗсене республика Пуҫлӑхӗ саламларӗ.

Паллах, пур ӑстан та ӗҫӗсем паха,   сумлӑ.   Кашниех   мала тухма тивӗҫ. Анчах конкурс – конкурсах, чи пултаруллине палӑртмаллах. Михаил Игнатьев аллинчен гран-прие – ноутбука – Тамбов облаҫӗнчен килнӗ Евгения Богатырева тивӗҫрӗ.

Вӗтӗ шӑрҫапа ӗҫлекенскер тӗрлӗ эрешлӗх таврашӗ ӑсталать. Кӗске хушӑрах "Раҫҫей историйӗ - вырӑс хулисен историйӗ" мӑй ҫыххи тунӑ вӑл. 1988 ҫулта ҫуралнӑскер агронома вӗреннӗ, вӗтӗ шӑрҫаран тӗрлӗ эреш хатӗрлессипе 5 ҫул каялла кӑсӑкланма тытӑннӑ. Ҫак тапхӑрта тӗрлӗ конкурса хутшӑннӑ Мичуринск хӗрӗ, анчах "Руҫ ӑстисенче" - пӗрремӗш  хут.

Республика кунне тӗп хуламӑрта уявланисӗр пуҫне ӑна пӗр-пӗр районта ирттересси йӑлана кӗчӗ. Кӑҫал кун пек чыса Шупашкар районӗ тивӗҫнӗ. Унта тӗп мероприятисем ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче  иртрӗҫ.

- Паян Чӑваш Ен - ҫирӗп те хастар аталанакан регион. Унӑн историйӗ, йӑли-йӗрки, культури питех те пуян. Ҫапах чӑваш ҫӗрӗн чи пысӑк пуянлӑхӗ - ӗҫчен халӑхӗ, - терӗ Михаил Игнатьев Кӳкеҫре уява уҫнӑ май.

Ҫак кун Шупашкар районӗ те темиҫе чӗлхепе юрларӗ-ташларӗ. "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем" фестивале хутшӑнакансем унта та халӑха савӑнтарчӗҫ. Кӑмӑл тӑвакансем тӗрлӗ ӑмӑртура вӑй виҫрӗҫ. Каҫхине тӳпене фейерверк ҫутатрӗ.

Паллах, уявра Шупашкар районӗн хастарӗсем те парнесӗр юлмарӗҫ. Тӗрлӗ наградӑна, патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҫнисене сцена ҫинчен саламларӗҫ. Шупашкар районӗнче пурӑнакансемшӗн сумлӑ тепӗр парне - Ишлейре 60 хваттерлӗ ҫурта хута яни. Унӑн 29 ҫӑраҫҫине ишӗлекен ҫуртсенчен ҫӗннине куҫакансене панӑ. Ҫавӑн пекех районта "Турикасси - Мӑн Мамӑш - Чаканар - Аначкасси - Пранькка" автоҫула уҫни те халӑхшӑн тем пек паха. Халӗ ҫав тӑрӑхра пурӑнакансем район центрне ҫӑмӑллӑнах тухса ҫӳреме пуҫлӗҫ.

Ҫӗнӗ обьектсене татах та хута янӑ Республика кунӗ тӗлне: ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлчӗ. Вӑл "Волжский-3" микрорайонта вырнаҫнӑ. Виҫӗ хутлӑскер 215 ачана йышӑнма пултарӗ. Республикӑра юлашки 20 ҫулта хута каякан пӗрремӗш ҫӗнӗ ача сачӗ вӑл. Халӗччен пуррисене ҫеҫ юсанӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ халӑх асӗнче Республика кунне уявланисӗр пуҫне пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ иртнипе те асра юлӗ. Тӗп хулари "Шупашкар: 500 ҫул" культурӑпа кану паркӗнче Чӑваш наци конгресӗ ӑна тӑваттӑмӗш хутчен йӗркелерӗ. Республикӑри тӗрлӗ районтан пуҫтарӑннисӗр пуҫне уява Эрӗнпур, Самар, Тутарстан, Чӗмпӗр, Пушкӑрт, Эстони, Беларуҫ тата ытти тӑрӑхран ҫитнӗ хӑнасем хутшӑнчӗҫ. Асатте-асанне йӑлипе Юпа умне пухӑнса пил ыйтрӗҫ, парне хучӗҫ. "Алран кайми" юрӑ - ҫак уявӑн тӗп палли. Ăна пурте пӗрле шӑрантарнӑ хыҫҫӑн пӗтӗм халӑх вӑйӑ картине тӑчӗ.

Ҫак кун "Акатуй лапамӗ" те - уяв уҫланкине ЧНК президенчӗ Геннадий Архипов сӗннипе ҫапла ят хучӗ халӑх - савӑк юрӑ-ташӑпа тулчӗ. Вӑй виҫес текенсем кӗрешме пултарчӗҫ. Чӑваш апат-ҫимӗҫне тутанас кӑмӑллисем валли хуранта какай шӳрпи вӗрерӗ, пичкесенче сӑра кӑпӑкланчӗ...

Республика кунне фейерверксен фестивалӗ те илем кӳрет. Пиллӗкмӗш хут иртнӗскер кӑҫал та халӑха икӗ кун тӳпене вӗҫсе хӑпаракан ҫутӑсемпе киленме май пачӗ. Ҫутӑсем тӳпере хӗмленнӗ май кӗвӗ янӑрарӗ. Услови тӑрӑх кашни конкурсантӑн салюта икӗ кӗвӗпе кӑтартмалла: пӗрремӗшӗ Раҫҫей истори ҫулталӑкӗпе ҫыхӑнмалла, иккӗмӗшне вара кашни хӑй суйлать. Ҫапла вара ҫӗртмен 23-мӗшӗнче тӗп хула тӳпине Мускав, Челябинск, Тюмень, Беларуҫ тата, паллах, Шупашкар организацийӗсем йӑмӑхтарчӗҫ. Францири Валенсьен хулинчи Magic Fairvorks компании салют яни пуриншӗн те кӗтменлӗх пулчӗ, ҫав вӑхӑтрах - пысӑк парне те. Конкурсантсен йышӗнче ҫук вӑл, анчах ӑна пурте хапӑлласа йышӑнчӗҫ. Иккӗмӗш кунхине Хӗрлӗ лапамри тӳпене Шупашкарти "Пироснаб-Поволжье" ООО фейерверкӗ карса илчӗ. Сӑмах май, фестиваль гран-прине шӑпах вӑл ҫӗнсе илчӗ те.

 

Татьяна НАУМОВА.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика