Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.07.04 Уяв та пайта кÿрет (Хресчен сасси)

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн пресс-конференцийĕнче Республика кунĕн экономика кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ.

Республика кунĕ – юрă-ташă уявĕ кăна мар, хальччен тунă ĕç-хĕле тишкерсе малашлăх валли аталану çул-йĕрне палăртмалли вăхăт та. Шупашкарта иртнĕ V экономика форумне хамăр тата ют патшалăхран килнĕ пин ытла çын хутшăннă. Конференцисемпе «çавра сĕтелсенче», куравсемпе тĕл пулусенче республика хăнисем паянхи Чăваш Енĕн экономикипе инвестици илĕртÿлĕхне пысăка хурса хакларĕç. Чăваш Республики социаллă пурнăçăн тата экономикăри аталанăвĕн 2020 çулчченхи стратегийĕнче палăртнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласа пырать. Акă, тавар туса кăларассин калăпăшĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçалхи 5 уйăхра 117,3 процент, тирпейлекен производство кăтартăвĕ 120 процент таран ÿснĕ. Çак тапхăртах вун-вун объект – вăл шутра пурăнмалли çурт-йĕре, шкул умĕнхи ачасен учрежденийĕсене, вĕренÿ тата культура çурчĕсене, спорт сооруженийĕсене, çул-йĕре – хута янă.

Республика экономикин çакнашкал аталанăвне кура форумра 3,5 млрд тенкĕлĕх тĕрлĕ килĕшÿ тума май килнĕ. Сăмахран, «РусГидро» пĕрлешÿ Шупашкар ГЭСне юсаса çĕнетме 1 млрд та 30 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата «РусГидро» акционер обществин правленийĕн председателĕ Евгений Дод Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе асăннă общество хушшинчи килĕшĕве (пĕтĕмпе 17,5 млрд тенкĕлĕх ĕç пурнăçлама палăртнă) алă пусса çирĕплетнĕ.

Çавăн пекех «Лукойл-Волганефтепродукт» пĕрлешÿпе Шупашкарта тепĕр 7 автозаправка уçма калаçса татăлнă (пĕтĕмĕшле хакĕ – 500 млн тенкĕ ытла), Шупашкар хулинчи Б.Хмельницкий урамĕнчи микрорайона çĕнетме 2 млрд тенкĕ кредит явăçтарма «СУОР» компанисен ушкăнĕпе тата Перекет банкĕпе килĕшÿ тунă тата ытти те.

Тепĕр пысăк мероприяти – регионсен хушшинчи «Регионсем – чикĕсĕр ĕçтешлĕх» куравĕ – Раççейĕн 13 субъектĕнчен тата Италирен килнĕ 228 организацие пухма пултарнă. Кунта та 240 млн тенкĕлĕх 70 ытла килĕшÿ ал пусма май килнĕ. «Уй-хир кунĕ» куравра пĕтĕмпе 170 млн тенкĕлĕх ĕç тума калаçса татăлнă.

«Республика кунне уявланă чухне тунă пĕтĕм килĕшĕве пĕрле хушса шутласан 21,2 млрд тенкĕлĕх экономика пайти тухать», – терĕ Иван Моторин премьер-министр.

 

Татьяна ИЛЬИНА.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика