Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.06.28 Пысӑк малашлӑхлӑ уяв (Тантӑш)

Республика кунӗнче «Шупашкара - 500 ҫул» ячӗллӗ паркра Чӑваш наци конгресӗ, Шупашкар хулин Мускав районӗн администрацийӗ йӗркелекен Акатуй иртрӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Аслӑ юпа патӗнче чӳк тунипе пуҫланчӗ вӑл. Халӑха пил-сӑвап пама Акатуя Аттила паттӑр Керка аслӑ арӑмӗпе тата тӗмен ҫар пуҫӗпе ҫитрӗ. Чӳк ирттерме Евгений Ерагин мӑчаварпа Аттила патшана - Алексей Аксара -ЧНК ертӳҫисем, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина пулӑшрӗҫ. Чӑваш ячӗпе пуҫ ҫапнине пуҫтарӑннисем халӑх гимнӗпе - «Асран кайми аки-сухи» юрӑпа вӗҫлерӗҫ.

Чӳк хыҫҫӑн стадиона пуҫтарӑннӑ ҫынсем Акатуй картине тухрӗҫ. Янравлӑ юрӑӗвӗ май ҫаврӑнакан лапам тулли халӑха йывӑҫсем те ҫулҫӑ ҫупса хавхалантарса тӑчӗҫ тейӗн. ЧНК президенчӗ Геннадий Архипов уява уҫнӑ сӑмахӗнче малашне «Шупашкара - 500 ҫул»ячӗллӗ паркри Акатуй пӗтӗм тӗнчери чӑвашсен Тӗп акатуйӗ пулсӑ тӑтӑр, ӑна ирттерме Республика ертӳҫисем те хутшӑнччӗр, паркри стадионпа Аслӑ юпа ӗшнине «Акатуй лапамӗ» ят парар тесе чӗнчӗ. Тухса калаҫакансем халӑха пил суннӑ май ҫут ҫанталӑкран та ырлӑх ыйтма манмарӗҫ. Юланутлӑ хӗр Акатуй ялавне илсе килсен ӑна ҫӗклеме ҫурт-йӗр тӑвакан «Тус» фирма ертӳҫине, Патшалӑх Канашӗн депутатне Николай Угаслова чыс турӗҫ.

Уявӑн пил-сӑвап пайӗ вӗҫленсен пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа концерт пуҫларӗҫ. Куракансем чунне парса юрлакан-ташлакан ватти-вӗттине татах хавхалантарса ал ҫупма ӳркенмерӗҫ. Кӗрешӳ кавирӗ те хӑй тавра килнӗ хӑна-вӗрлене йышлӑн пуҫтарчӗ. Чӑваш кӗрешӗвӗн паттӑрӗсем вӑй виҫни пӗр чуна кӑна савӑнтармарӗ пулас: ҫӗнтерӳҫӗне тивӗҫмелли така тем сиснӗн салхуллӑн пӑхкаласа тӑчӗ.

Лапам йӗри-тавра ҫӗкленекен кӑвайт тӗтӗмӗ кунашкал савӑк кун шӳрпесӗр те шашлӑксӑр иртме пултарайманнине ҫирӗплетрӗ. Уява тӗрлӗ районтан килсе ҫитнӗ ӑстасен ал ӗҫне хаклама-туянма, апат-ҫимӗҫне ас тивме пултарчӗ савӑнма, пӗр-пӗринпе курса калаҫма пуҫтарӑннӑ халӑх.

«Шупашкара - 500 ҫул» ячӗллӗ паркра ирттернӗ кӑҫалхи Акатуй шучӗпе тӑваттӑмӗш хут ҫеҫ кӗрлерӗ пулин те ӑна тахҫанах, 10 ҫул каяллах ирттерме пуҫланӑ. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫисемпе пӗрле малтанласа 10-15 ҫын ҫеҫ хутшӑннӑ унта, тӗп тӗллевӗ вара Аслӑ юпа патӗнче чӳк ирттересси пулнӑ. Парк ӗшни тавралӑхӗпе тӑван республикӑн сӑн-сӑпатне аса илтернӗрен лапама чӑваш тӗнчин таса вырӑнӗ тӑвас шухӑш ҫуралнӑ конгресра, ҫакна тӗп хула администрацийӗ те ырланӑ.

Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче паркра ирттерекен Акатуйӑн пуласлӑхӗ мӑнаҫлӑ текен шухӑшпа саланчӗҫ пуҫтарӑннисем. Тепӗр ҫул район ентешлӗхӗсен пӗрлӗхне те курасчӗ текенсем те йышлӑн пулчӗҫ. Тутарстан чӑвашӗсенчен тӗслӗх илмелле, вӗсем яланах уява пӗр ҫемье пек пуҫтарӑнса ирттереҫҫӗ.

Акатуй халӑхӗ хӑйне питӗ йӗркеллӗ тытрӗ. Йӗрке хуралҫисен те уявра савӑнмалли ҫеҫ юлчӗ. Вӗт ура касси те хӑйне валли савӑнӑҫ тупрӗ.

 

Владимир СТЕПАНОВ.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика