Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.06.27 Саккун кăларакансем канашларĕç (Хыпар)

Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен патшалăх влаçĕн саккун кăларакан органĕсен /халăх суйланисен/ Ассоциацийĕн XXXI ларăвĕ иртрĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Ассоциаци координаторĕ Сергей Грачев, Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн аппарачĕн ĕçченĕсем, çак округри 13 субъектăн парламенчĕсен ертÿçисем, Федераци Канашĕн членĕсем, РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем хутшăнчĕç.

Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ Леонид Гильченко ларăва хутшăнакансем пурте пĕр команда пулнине, апла тăк умри тĕллевсене пĕрлехи вăйпа татса памаллине палăртрĕ, “Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем паянхи куншăн чăнласах та пысăк пĕлтерĕшлĕ”, - терĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăнасене Чăваш çĕрĕ çине кунти халăхăн тĕп уявĕсенчен пĕрин - Республика кунĕ - умĕн килнĕшĕн тав турĕ. Вăл Чăваш Енĕн макроэкономика кăтартăвĕсем лайăхланса пынине каларĕ. Ĕçсĕрлĕх шайĕ патшалăх федераци тата регион программисемпе килĕшÿллĕн пулăшу кÿнине пула чакса пынине палăртрĕ. “Ларăва хутшăнакансене ăнăçлă ĕçлеме сунатăп”, - терĕ Михаил Васильевич.

Леонид Гильченко “Партисен конкуренцине аталантарма май паракан саккунсене пурнăçа кĕртесси” темăпа доклад турĕ. “Политика тытăмне модернизацилессине Раççей Президенчĕпе премьер-министрĕ çывăх вăхăтри тĕп тĕллевсенчен пĕри тесе палăртрĕç”, - аса илтерчĕ Леонид Викторович. Вăл каланă тăрăх, политика тытăмне модернизацилесси 3 пайран тăрать:

1/ политика пĕрлешĕвĕсене регистрацилессин йĕркине тата условийĕсене улăштарасси - çакă вĕсен конкурентлăхне ÿстерме, апла тăк çĕр-шыври политика тытăмĕн ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне лайăхлатма май парĕ*

2/ регионсен ĕç тăвакан влаç органĕсене йĕркелессин условийĕсене улăштарасси, кунта сăмах чи малтан федераци субъекчĕсен ертÿçисене граждансем тÿрремĕнех суйласси пирки пырать*

3/ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç тухăçлăхне ÿстересси.

Леонид Гильченко пĕлтернĕ тăрăх - округра тĕпрен илсен регионсен чи аслă должноçри çыннин суйлавĕсем пирки калакан саккунсене улшăнусем кĕртес ĕç вĕçленнĕ. Федераци субъекчĕсен ертÿçисене каялла чĕнсе илесси çинчен калакан саккунсене вара пур çĕрте те хатĕрлесе йышăнайман-ха. Ку ĕçе те çывăх вăхăтрах - кăçалхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен - туса пĕтермелле. 2014 çулта регион пуçлăхĕсен пĕрремĕш суйлавĕсем иртмелле - Киров облаçĕпе Удмурт республикинче, 2015 çулта вара - 7 регионта, çав шутрах Чăваш Енре те.

Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи Олег Мельниченко Раççейри казаксен патшалăх политикин концепцийĕ - казаксен йăхĕн патшалăх тата ытти службине йĕркелессипе аталантарассин нормăпа право никĕсне лайăхлатас енĕпе - мĕнле пурнăçланни çинчен каласа пачĕ. Хальхи вăхăтра Атăлçире казаксен 151 обществи пур. Вĕсен общество йĕркелĕхне сыхлас, терроризмпа кĕрешес, экологи тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес, çамрăксене çарпа патриот воспитанийĕ парас, Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе таса чун-чĕререн пурнăçлассин тĕслĕхĕсене пропагандăлас ĕçе хастар хутшăнмалла. Шел, хăш-пĕр регионта влаç органĕсем казаксемпе - вĕсем йышлах пулманран - тачă çыхăну йĕркелемен. Оренбургпа Пенза облаçĕсенче вара казаксен обществисене пулăшассипе регион шайĕнче саккунсем те йышăннă. Ларăва килнисем çапла пĕтĕмлетрĕç: казаксен обществисен патшалăхăн пĕрлехи реестрне йĕркелемелле, вĕсене патшалăх тата ытти службăна хутшăнмашкăн кирлĕ услови туса памалла.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов республикири вĕрентÿ тытăмне комплекслă майпа модернизацилени пирки каласа пачĕ, çакă Атăлçи округĕнчи регионсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн приоритетлă çул-йĕрĕсенчен пĕри пулнине палăртрĕ.

Лару вăхăтĕнчех регионсен саккун кăларакан органĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси пирки калакан виçĕ Килĕшĕве алă пусрĕç, çав шутрах - Чăваш Ен тата Тутарстан Патшалăх Канашĕсем те. “Çакă вĕсен хутшăнăвĕсене çирĕплетĕ, ĕçре йăнăш тума памĕ”, - терĕ каярахпа журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Ассоциаци координаторĕ Оренбург облаçĕн Саккун кăларакан Пухăвĕн председателĕ Сергей Грачев. Вăл хăй Чăваш Енре темиçе хут та пулнине, çапах унпа киленме пăрахайманнине те пĕлтерчĕ: “Кунта хуçа алли пурри сисĕнет, чи кирли - республикăра йăла-йĕркене, чĕлхене сыхласа хăварнă. Кунта ĕçлеме ÿркенмен тата хăйсен тăрăхне юратакан çынсем пурăнаççĕ”.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика