Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.06.26 Республика кунне уявланине пӗтӗмлетнӗ (Хыпар)

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн членӗсемпе, федераци ведомствисен территори органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе кашни эрнере йӑлана кӗнӗ йӗркепе канашлу ирттернӗ.

 

Кун йӗркинчи тӗп ыйту - Республика кунне уявланине пӗтӗмлетесси. Тӗп докладсене ЧР экономика аталанӑвӗн, промышленноҫпа суту-илӳ министрӗ Алексей Табаков, ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Вадим Ефимов тунӑ.

Алексей Табаков Шупашкарти V экономика форумӗн /ҫӗртме уйӑхӗн 21-24-мӗшӗсенче иртнӗ/ ӗҫне 1000 ҫын ытла хутшӑннине пӗлтернӗ. Ҫав шутра - Раҫҫей Экономика аталанӑвӗн министерствин, Федерацин ӑс-хакӑл харпӑрлӑхӗ енӗпе ӗҫлекен службин представителӗсем, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем, Раҫҫей Федерацийӗн 19 субъекчӗн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе организацийӗсен, ҫавӑн пекех ют 9 патшалӑх /Япони, Швейцари, Итали, Германи, Аслӑ Британи, Иран, Венгри, Беларуҫ, Латви/ представителӗсем. Ҫӗртме уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче «Контур» суту-илӳпе курав комплексӗнче регионсен хушшинчи :«Регионсем:    чикӗсӗр   ӗҫтешлӗх» курав иртнӗ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн 13 субъекчӗпе Италири 228 организаци хутшӑннӑ, куравра республикӑра пурӑнакан тата кунта хӑнана килнӗ 60 пин ытла ҫын пулнӑ.      

Форум пӗтӗмлетӗвӗсенчен пӗри - Шупашкарта Технологисемпе инновацисене пулӑшакан центр уҫасси ҫинчен йышӑну кӑларни. Хальлӗхе Раҫҫейре кунашкал пӗр центр ҫеҫ-ха - Санкт-Петербургра.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе «РусГидро» АУО хушшинче форум ӗҫленӗ вӑхӑтра 2012-2016 ҫулсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тытасси тата туслӑ ӗҫлесси ҫинчен калакан йышӑнӑва алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫак вӑхӑтра Шупашкар  ГЭСне юсама тата ҫӗнетсе  улӑштарма 1 млрд та 30 млн тенкӗ явӑҫтарма палӑртаҫҫӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗпе «ЛУКОЙЛ-Волганефтепродукт» ООО та килӗшӳ тунӑ. Ҫавӑн пекех Шупашкар хулинчи Б. Хмельницкий урамӗнчи микрорайона ҫӗнетмешкӗн 2 млрд тенкӗ кредита явӑҫтарма  «СУОР» компанисен ушкӑнӗпе тата Перекет банкӗпе килӗшӳ тунӑ. Алексей Табаков каланӑ тӑрӑх –  Пӗтӗм  тӗнчери  фейерверксен фестивальне  Францирен килнӗ команда Чапаев ячӗллӗ завод продукцийӗпе кӑсӑкланнӑ.

Куравпа форум пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 3,5 млрд тенкӗлӗх килӗшӳсем тунӑ. ЧР Пуҫлӑхӗ министерствӑсене хуҫалӑх тытакан субъектсем тӑрӑх анлӑ информаци пухма, йышӑннӑ обязательствӑсене мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслеме чӗнсе каланӑ. «Чӑваш Республики яланах ырӑ ятлӑ пулнӑ, малашне те ҫавнашкалах пултӑр», - тенӗ Михаил Игнатьев.

Республика кунӗн культура программи яланхи пекех пуян. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн «Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» XX фестивапӗ, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн призне ҫӗнсе илессишӗн Пӗтӗм  Раҫҫейри декораципе  прикладной искусство ӑстисен «Ăстасен Руҫӗ» X фестивалӗ, Чӑваш Республикин наци-культура пӗрлешӗвӗсен пултарулӑх коллективӗсен «Туслӑх кӑшӑлӗ» XI фестивалӗ, «Сӑрпа Ҫавал кӗввисем» фольклор фестивалӗн гала-концерчӗсем, «Ҫӗр пин юрӑпа ташӑ ҫӗр-шывӗнче» юрӑпа ташӑ ансамблӗсен конкурсӗ, «Чӑваш Ен кӗввисем - Ҫӗнӗ Юхӑм» эстрада юрӑҫисен конкурсӗ, республикӑри художество пултарулӑх коллективӗсен тата чӗннӗ ҫӑлтӑрсен концерчӗсем иртнӗ.

Пӗтӗм Раҫҫейри чи сумлӑ фестивальсенчен пӗрне -«Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» фестивале - Раҫҫей Федерацийӗнчи 38 регионти 42 пултарулӑх коллективӗ, Беларуҫ Республикинчи 2 коллектив - республика хӑнисем ҫеҫ 1000-е яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Кунсӑр пуҫне уяв мероприятийӗсене Чӑваш Енри 200 ытла коллектив /4 пине яхӑн юрӑҫ/ хутшӑннӑ.

ЧР шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Семенов палӑртнӑ тӑрӑх - общество йӗркине ҫӳллӗ шайра сыхланӑ, уяв мероприятийӗсем ирттернӗ вырӑнсенче общество йӗркине пӑсни пулман.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ яваплӑха туйнӑшӑн, лайӑх кӑтартусемпе ӗҫленешӗн мероприятисем ирттерме хутшӑннисене, Чӑваш Енре пурӑнакансене пурне те тав тунӑ.

Планеркӑра ҫавӑн пекех патшалӑх тата муниципалитет пулӑшу ӗҫӗсем панӑ чухне ведомствӑсен хушшинчи электрон ҫыхӑнӑвӑн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ. Чӑваш Ен Федерацин «Патшалӑх тата муниципалитет пулӑшу ӗҫӗсем парассине йӗркелесси ҫинчен» саккунне пурнӑҫлама хатӗр пулни ҫинчен ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Валентина Андреева пӗлтернӗ. Ҫак документпа килӗшӳллӗн 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем граждансене вӗсенчен справкӑсемпе документсем ыйтмасӑр пулӑшу ӗҫӗсем пама тивӗҫлӗ.

Паянхи кун тӗлне ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем патшалӑхӑн 195 тӗрлӗ пулӑшу ӗҫӗпе тивӗҫтереҫҫӗ. Халӗ патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн 19 тӗрлӗ пулӑшу ӗҫне электрон мелпе параҫҫӗ. Ҫак тата федераци пулӑшу ӗҫӗсене республикӑра пурӑнакансем Патшалӑхпа муниципалитет пулӑшу ӗҫӗсен /функцийӗсен/ пӗрлехи порталӗнче /www.21.gosuslugi.ru/ илме пултараҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫак порталта республикӑра пурӑнакан 9 пине яхӑн ҫынна регистрациленӗ.

Ведомствӑсен хушшинче электрон ҫыхӑну йӗркелес енӗпе ӗҫсене вӗҫлеме 42 млн тенкӗ кирлӗ. Палӑртнӑ мероприятисене вӑхӑтра пурнӑҫлани республикӑна федерацин Атӑлҫи округӗсен регионӗсен хушшинче информаци обществисен аталанӑвӗн шайӗпе хатӗррисен рейтингӗнче тата ҫӳлерех ҫӗкленме май парать. 2012 ҫулхи I кварталта Чӑваш Ен ҫак рейтингра 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев министрсене, муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене пулӑшу ӗҫӗсене электрон мелӗпе парас йӗрке ҫине куҫмашкӑн ытларах тӑрӑшма чӗнсе каланӑ.

 

В. Васильев.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика