Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.06.27 Эпир халăх мулне упратпăр (Хресчен сасси)

Чăваш Республики хăйĕн çуралнă кунне кĕрлесе те шавласа ирттерчĕ. Шупашкарти «Волжский 3» микрорайонта çĕнĕ ача сачĕ хута кайрĕ, Шупашкарта, Кÿкеçре, Ишлейре пурăнакансем çĕнĕ хваттер уççисене тивĕçрĕç, Кÿкеçре «Бизнес-центр» уçăлчĕ... Уяв мероприятийĕсене тĕп хулара çеç мар, республикăри ытти районта та йĕркелерĕç. Кăçал Шупашкар районĕнчи Кÿкеç уявăн «тĕп килĕ» пулчĕ.

Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕренÿ тытăмне аталантарма тата çĕнĕ оборудовани туянма Шупашкар район пуçлăхне Вячеслав Рафинова 29,5 млн тенкĕлĕх сертификат парса чысларĕ. Çавăн пекех «Земство тухтăрĕ» программăна хутшăнакансем те патшалăх пулăшăвĕн сертификачĕсене тивĕçрĕç.

 

Юрла, савăн, Чăваш Ен!

«Раççей çăл куçĕсем» фестиваль кăçал çирĕммĕш хут иртрĕ. Унта çĕршывăн хĕрĕхе яхăн регионĕнчен тата Беларуçран тĕрлĕ ушкăн хутшăнчĕ. «Фестивале çулсеренех чи пултаруллисем килеççĕ,– терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. – Эпир ĕçчен, çирĕп тĕллевлĕ çынсемпе пуян». Хăй савăнсах Çеçпĕл Мишшин вилĕмсĕр йĕркисене вуларĕ:

 

«Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,

Çĕршывăн хастар ачисем!

Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр,

Ан юлăр кун-çул уттинчен!»

 

Михаил Игнатьев çулăмлă поэт еткерĕсене Порфирий Афанасьевпа Валерий Туркай поэтсене «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе чысларĕ.

Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурс кăçал вунă çул тултарчĕ. Ăна Раççей историйĕн çулталăкне халалланă. Çавна май ăстаçăсем «Хамăр историпе мухтанатпăр, йăла-йĕркене чапа кăларатпăр» девизпа ăмăртрĕç. Конкурса Раççейри 18 регионтан 58 маçтăр хутшăнчĕ. Кашнийĕ хăйĕн енĕпе ĕçлерĕ: хăшĕ тĕрлерĕ, тепри пир тĕртрĕ, виççĕмĕшĕ хитре ÿкерчĕксем турĕ. Çăм арлакан та тупăнчĕ. Чи маттурри вара Чăваш Ен Пуçлăхĕн парнине – ноутбука – тивĕçрĕ. Вăл – Тамбов облаçĕнчен килнĕ Евгения Болдырева. Пултаруллăскер вĕтĕ шăрçаран мăй çыххи ăсталанă. Хăй каланă тăрăх çак ĕçпе пилĕк çул каялла кăсăкланма тытăннă вăл. Çавна май Раççейри чылай конкурсра лауреат ятне илнĕ. «Руç ăстисене» вара пĕрремĕш хут хутшăнать.

Самар тăрăхĕнчен килнĕ Надежда Голованова та Шупашкарта пирвайхи хут. Хальччен вăл хăйĕн ĕçĕсемпе чылай хулана çитсе курнине каларĕ. Анчах та Шупашкартан илемлине курман иккен. «Кунти тасалăх тÿрех куçа курăнать», – терĕ вăл. Надежда йывăçа сăрласа илемлетес енĕпе ĕçлет. Конкурсра вăл виççĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçрĕ.

Уяв программине малалла «Раççей çăл куçĕсем» фестивале хутшăнакансем тăсрĕç. Миçе чĕлхепе юрламарĕ-ши çак кун Чăваш Ен?! Хăнасем фестивале ырăпа çеç палăртрĕç. «Сирĕн халăха тĕлĕнмелле чаплă фестивальшĕн мухтатпăр, – терĕ Кабардин-Балкарири Баксан хула округĕн управлени пуçлăхĕ Елена Бархатова. – Эсир халăхăн чи хаклă мулне – юррине тата чунне – упратăр. Сирĕн патра хăнара пулнишĕн савăнатпăр. Фестиваль малашне те чечеклентĕр, сахалтан та тепĕр 200 çул пурăнтăр».

Брянскран килнĕ «Бабушкины внуки» ансамбль вара удмуртсен чапа тухнă «Бурановские бабушки» ушкăнпа пĕрле Лондонри Олимпиадăна хутшăнĕ. «Хăвăрăн тĕп уяв валли тĕрĕс мел тупнă эсир, – савăнăçне пытараймарĕ ушкăн ертÿçи Владимир Латенков. – Пур çĕрте те юрă янăрать, пурин те çĕкленÿллĕ кăмăл».

Тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче «Туслăх кăшăлĕ» фестиваль иртрĕ. Кунта 400 ытла çын хутшăнчĕ. Яланхи пекех куракансене ытти тăрăхран килнĕ хăнасем те, республикăри тĕрлĕ наци пĕрлĕхĕсем те хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

Чăваш чунлă çынсене çак кун Акатуй пĕрлештерчĕ. Вăл Чăваш наци конгресĕпе Шупашкар хула администрацийĕн пуçарăвĕпе кăçал тăваттăмĕш хут иртрĕ, йăхташсене пуçтарчĕ. Юрă-ташăсăр пуçне куракансене «хăна кил картийĕсем» килĕшрĕç. Тĕрлĕ районпа хулара пурăнакансем йĕркеленĕ вĕсене. Кунтах авалхи ĕç хатĕрĕсем, чăваш апат-çимĕçĕ. Кĕрешÿре вăй виçсе пăхаттирсем така çĕнсе илчĕç. Вăйă юрри вара пурне те пĕр картана йыхăрчĕ. «Эпĕ Вăрнар районĕнчи Хурапыр Юнтапа ялĕнче çуралса ÿснĕ, – терĕ Пушкăртстанран килнĕ Владимир Яковлев предприниматель уява хакласа. – Тăван тăрăха чун туртать яланах. Çавăнпа та Шупашкара савăнсах килетĕп, мăнаçланатăп унпа. Чăваш Ен манăн чун тĕпĕнче пурăнать. Вăл пурăнма, ĕçлеме вăй-хăват парса тăрать».

 

Ӳркенменнисемшĕн çул уçă

Республика кунне уявланă май Шупашкар районĕнчи «Чувашмаркет» хуçалăх уй-хирĕнче ял хуçалăх техникин «Уй-хир кунĕ» куравĕ иртрĕ.

 

Ăна 2006 çултанпа ирттереççĕ. Çулсерен хутшăнакансен йышĕ ÿссех пырать. Кăçал, акă, Украинăран, Беларуçрен тата ытти регионран 50 ытла дилер компанийĕ 130 ытла техника тăратнă. Чăваш Енри «Чувашагролизинг», «Чувашагрокомплект», «Агротехкомплект», «Агротрейдинг» предприятисем те хăйсен экспозицине йĕркеленĕ. Федерацин Атăлçи тăрăхне ял хуçалăх техникипе, оборудованийĕпе, вăрлăхпа, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсемпе тата минерал удобренийĕсемпе тивĕçтерекенсен таварне пухăннисем пур енлĕн пахаларĕç. Республикăра утçи хĕрсе пынипе-и, выльăх апачĕн техники уйрăмах кăсăклантарчĕ. Вĕсем вара суйламалăх та, туянмалăх та пур: курăк çулмалли, тавăрса пуçтармалли, вĕтетмелли... Çĕр улмипе ĕçлекенсене «иккĕмĕш çăкăра» туса илмелли техника илĕртрĕ.

Уяв ячĕпе тата клиенчĕсене хавхалантармалла «РенАвто» предприяти комбайн туянакана çăмăл машина парнелеме шантарчĕ. Çĕнĕлĕхпе усă куракансем, чаплă парне илес текенсем пулчĕç-ши – калама йывăр. Çапах комбайншăн самай пысăк укçа кăларса хумалла. Тепĕр тесен, хальхи вăхăтра ăна çăмăллатнă кредитпа та туянма пулать. Вырма та инçех мар. Мĕнрен япăх?

«Сирĕн ĕçĕр-хĕлĕр ялта пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма, тухăçлă технологие пурнăçа кĕртме хавхалантарать, ял çыннин шухăш-кăмăлне улăштарма пулăшать», – терĕ республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Енре агропромышленность комплексĕнчи предприятисене, фермерсене, хушма хуçалăхсене патшалăх сумлă пулăшу панине палăртрĕ Михаил Васильевич. Сăмахран, пирĕн республика хушма хуçалăха аталантарма çăмăллатнă кредит илессипе малтисен ретĕнче. Патшалăх пулăшăвĕ яла каять, паян унта пуçаруллисем валли çул уçă. Çĕр хăйне пăхнине кăмăллать. Унпа пĕлсе, тĕрĕс усă курсан пысăк тупăш илме, аталанма майсем пур.

Куравра производствăра малта пыракансене патшалăх наградисене парса чысларĕç. Шупашкар районĕнчи икĕ фермера «2012-2014-мĕш çулсенче фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшасси» программăпа килĕшÿллĕн грант сертификатне пачĕç. Владимир Сергеев – 1100 пин, Маргарита Прокопьева 990 пин тенке тивĕçрĕç. Курава тăратнă экспозицие курма кăна мар, туянма та пултарчĕç пухăннисем, малашне ĕçлеме килĕшÿсем турĕç. Шупашкар районĕн «Шинер», «Ентеш» пултарулăх ушкăнĕсем илемлĕ ташши-юррипе савăнтарчĕç.

 

Малти вырăнта – ĕç çынни

Шупашкарти 5-мĕш экономика форумĕнче «Паянхи условисенче ялăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарасси» темăпа «çавра сĕтел» иртрĕ.

Чăваш Енре пурăнакансен 42 проценчĕ ялта тĕпленнĕ. Çавăнпа яла аталантарасси тĕп вырăн-та. Агропромышленность комплексне аталантарма мĕнпур формăллă 7485 хуçалăх 3 миллиард та 246 миллион тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит илнĕ. Кăçалхи ултă уйăхра 88 çамрăк çемьепе специалист пурăнмалли çурт-йĕрне лайăхлатнă. Сăмах май, çурт-йĕре кредитпа туянсан республика процент ставкине саплаштарма пулăшать. Ялта ĕçлеме кăмăл тунă çамрăк тухтăрсене «Земство тухтăрĕ» программăпа миллион тенкĕ парса хавхалантараççĕ. Кăçал çак программа пулăшнипе пысăк квалификациллĕ 68 специалист ял больницине ĕçлеме кайнă.

Ял пурнăçне çĕнетсе улăштарассипе тунă ырă утăм сахал мар. Çапах çитменлĕхсем те пур-ха. Ял хуçалăх производствинче, продукцие тирпейленĕ çĕрте, суту-илÿре çĕнĕ, инновациллĕ, улшăнусем кирлĕ.

«Çавра сĕтеле» хутшăннă Михаил Игнатьев каланă тăрăх çĕршыв Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ май Раççей ял хуçалăх рынокĕнче конкуренци çивĕчленĕ. Хальхи тапхăрта вăл кирлех-ха, анчах ял хуçалăх таварне туса илекенсемшĕн йывăрлăх сиксе тухма пултарĕ. Чăваш Енри рынока ытти çĕртен турттаракан таварпа тултарнă май вырăнтисемшĕн суту-илÿ çулĕ хупăнма пултарасси хăратать. Чăн та, пĕр енчен туянакансемшĕн аван темелле, анчах конкурентсем рынокра çирĕпленме тĕрлĕ мелпе усă кураççĕ, час-часах ултавлă майпа та.

Çамрăксене ялта ĕçлесе пурăнма йĕркеллĕ условисем туса памасан, çĕр çыннин ĕçне тивĕçлипе хакламасан лару-тăрăва улăштарма йывăр. «Малти вырăнта ĕç çыннине хисеплесси пулмалла», – палăртрĕ республика пуçлăхĕ.

 

Валентина ПЕТРОВА,

Лариса НИКИТИНА.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика