Шӑмат кун республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев тата «РусГидро» АО правленийӗн председателӗ Евгений Дод Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе ҫак общество хушшинчи Килӗшӗве алӑ пусрӗҫ.
Малтан АО филиалӗнче - Шупашкар ГЭСӗнче - тӗл пулса пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ. Михаил Игнатьев ларуран тухсанах Килӗшӗве ҫирӗп-летессине пӗлтерчӗ.
Енсем хӑйсен умне электроэнерги перекетлес, унӑн тухӑҫне ӳстерес, республикӑна ӗҫмелли паха шывпа тивӗҫтерес, ҫурт-йӗртен усӑ курнӑ шыва юхтарса кӑларас, энергоаудит тӗлӗшпе федераци, регион, ведомство программисене пурнӑҫласа социаллӑ ыйтусене татса пама, экономикӑна аталантарма тӗллев лартаҫҫӗ. Пӗрлехи проектсем пуҫласа, патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса энергетика, коммуналлӑ хуҫалӑх, социаллӑ тата шывпа тивӗҫтерекен инфратытӑм объекчӗсен проекчӗсене пӗрле тӑвӗҫ, вӗсене пурнӑҫа кӗртӗҫ. Килӗшӳре производство хӑвачӗсене ӳстерес, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелес тӗллевпе промышленноҫ саккасӗсем пурнӑҫлассине, Энерготухӑҫлӑх центрӗн майӗпе пӗрле усӑ курассине палӑртнӑ. Ӗҫе харпӑр хӑй укҫине тата кредитсене явӑҫтарса, общество специалисчӗсен паха опычӗпе усӑ курса нумай проекта, ҫав шутра коммуналлӑ хуҫалӑхӑн шыв инфратытӑмне ҫӗнетессине, ӗҫе кӗртесшӗн.
Михаил Игнатьев журналистсен ыйтӑвне хуравласа ҫапла каларӗ: «Ҫынсене ӗҫмелли паха шывпа тивӗҫтермелли программа республикӑра лайӑх пурнӑҫланать. Ҫакӑншӑн эпӗ Раҫҫей Президентне Владимир Путина тав тӑватӑп. Федерации бюджетӗнчен Чӑваш Ен хальлӗхе пурӗ 3 миллиард, ҫав шутра пӗлтӗр 467 миллион тенкӗ илнӗ. Кӑҫал республикӑна 270 миллион тенкӗ куҫарма документсем тӑратрӑмӑр. Патшалӑх корпорацийӗпе алла-аллӑн тытӑнса ӗҫлесе коммуналлӑ хуҫалӑх умӗнчи ыйтусене татса парӑпӑр, ҫак енӗпе ҫӗр-шывра питот проекта пурнӑҫа кӗртӗпӗр. Пӑрле тӑрӑшсан, утӑм хыҫҫӑн утӑм тусан йывӑр урапа малалла каясса шанатпӑр».
Юрий МИХАЙЛОВ.