Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.06.26 Пӗчӗккисене - парне (Хыпар)

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тӗп хулан «Волжский-З» микрорайонӗнче пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ В.Соколов урамӗнче туса лартнӑ ҫӗнӗ ача сачӗн картишӗнче пуҫтарӑнчӗ. Ăна уҫма асламӑшӗ-кукамӑшӗ те пынӑ. Кунтах - ҫурта хӑпартнӑ строительсем те. Уява хутшӑннисем республика Пуҫлӑхне Михаил Игнатьева, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутатне Алена Аршиновӑна, федерацин тӗп инспекторне Геннадий Федорова ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ.

200-мӗш номерлӗ «Эрудит» ача садне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма республика Пуҫлӑхне Михаил Игнатьева сӑмах пачӗҫ.

«Эпир паян Шупашкарта куллен 215 ача йышӑнакан, хӑтлӑхӗпе ашшӗ-амӑшӗ ыйтнине тивӗҫтерекен ача садне ӗҫе кӗртетпӗр, - терӗ вӑл. - Шкул ҫулне ҫитменнисене пӗчӗккисен учрежденийӗпе тивӗҫтерессипе малашне те ӗҫлӗпӗр. Виҫӗ ҫулта ашшӗ-амӑшӗн пур ыйтӑвне те татса парӑпӑр».

Михаил Игнатьевпа Алена Аршинова садике ҫӳреме пуҫлакансене парне пачӗҫ. Хӗрлӗ хӑйӑва кассан хӑнасем шала кӗрсе строительсен ӗҫне пахаларӗҫ. Кунта бассейн та пур. Кашни ачана ишме вӗрентӗҫ. Шӑпӑрлансем ҫӑвӑнса тасалмалли пӳлӗмсемпе усӑ курӗҫ. Ҫывӑрмалли пӳлӗмсенче ҫӗнӗ краватьсем лартнӑ. Минтер-утиялпа, сӗтел-пуканпа тивӗҫтернӗ. Ачасене ӑс пама, выляма, сывлӑха ҫирӗплетме мӗн кирли пурте хатӗр.

Строительсем кунти ачапчана аван парнепе савӑнтарнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтрах республикӑра ҫакӑн йышши темиҫе садик уҫма палӑртнӑ.

 

Сергей СЕРЕГИН.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика