Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.06.23-29 Акатуй - наци уявĕ (Чăваш хĕрарăмĕ)

Хĕвел ура ярса ĕлкĕриччен çĕкленсе ĕлкĕрет чăваш... Çапла, çуркунне çитсен кашни кунпа мар, кашни самантпа усă курма тăрăшать вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ: “Çурхи кун çулталăк тăрантарать”, - каларăш сыхланса юлнă халăхра. Пуçланать вара... Мăнтарăн çĕр ĕçченĕн пуçне çĕклесе пăхмашкăн та вăхăчĕ çук. Ĕлĕкрех çамрăк кинсен ĕнси çинче тырă та шăтса кайнине калаççĕ çав... Ара, хальхи пек ваннăйне чăшт! кĕрсе вăш-ваш çăвăнса тухма майĕ пулман вĕт. Мунча хутма вара мĕн чухлĕ вăхăт иртет. Хуняçапа хунямана чалăш пăхтариччен тÿсет мăнтарăн хĕрарăмĕ. Ыттисем апат çиме ларсан та унăн ачи патне чупмалла, ăна тăрантарнă хушăра ыттисем каллех ĕç умне тăма ĕлкĕрнĕ авă - татах ана çине тухмалла. Кĕлетки вара тарлать, таçтан тырă пĕрчи лекет. Шăтсах тухать... Ĕнсе хыçĕнче курăнмасть тата... Ака-суха вĕçленсен тин лăштах сывласа ярать мăнтарăн. Акă мунчаран тĕтĕм йăсăрланма пуçлать, милĕк шăрши таçта çити сарăлса сăмсана кăтăклать. Чунĕ савăннипе юрласах ярать хайхи. Ун сасси çумне вăййа тухнă çамрăксем хутшăнса аякка сарăлать савăк та мăнаçлă кĕвĕ-çемĕ...

Унтанпа пурнăç, чăн та, самай улшăнчĕ. Ака ĕçне те хăватлă техника пурнăçлать. Çапах та çак уяв - Акатуй - чăваш юнĕнче, чăваш чунĕнче ĕмĕрлĕх тымар янă. Чăваш унсăрăн - чăваш та мар.

Мĕн ĕмĕртен пырать çак сумлă уяв - Акатуй. Чăваш Енре кăна мар, унăн тулашĕнче те уявлаççĕ ăна. Мĕнпе тыткăнлать-ха вăл çынсен чĕрине? Мĕншĕн туртăнать халăх унта? Мĕнле туйăм çуралать уявра çынсен чĕрисенче? Çакă тата ытти ыйтăва чăваш культурине аталантарас тĕлĕшпе вăй хуракан çынсене хуравлама ыйтрăмăр.

 

Евгений МАЙКОВ, “Раççей чи лайăх вĕрентекенĕ - 2010” конкурс лауреачĕ, тăван чĕлхе вĕрентекенсен Раççейри I конкурсĕн дипломанчĕ, Шупашкар районĕнчи Кăшавăш шкулĕн вĕрентекенĕ:

- Акатуй - наци уявĕ. Чăваша çак йăлана сыхласа хăварнăшăн мухтамалла кăна. Пур халăхăн та хăйĕн уявĕ упранса юлман вĕт. Анчах та Акатуя çитес ăрусемшĕн кино шайĕнче мар, чăваш тĕнче курăмĕ пек сыхласа хăвармалла пирĕн. Çакна палăртма кăмăллă: уява çынсем чăнласах чун туртăмĕпе çÿреççĕ, “çÿлтен” хистенипе мар. Кашнин хăйĕн тĕллевĕ тата. Пĕрремĕшĕнчен, чăн-чăн хутшăну пулса иртет, çынсем пĕр пĕринпе курса калаçассишĕнех туртăнаççĕ унта. Тепри, тен, ĕмĕрлĕх савнине унта тĕл пуласшăн. Акатуйра мĕн ĕмĕртен вăй виçесси йăлара пулнă - спорт ăмăртăвĕсене хутшăнмашкăн ятарласа уява пырать виççĕмĕшĕ. “Çынна курас, хама кăтартас” шухăшлисем те пур паллах. Юлашки вăхăтра çĕнĕ сĕм те кĕчĕ уява. Халĕ çынна ытла темĕнпех тĕлĕнтереймĕн, çапах та презентаци йĕркелесе кашни хăй çинчен ыттисене каласа кăтартасшăн. Йывăр ĕçе - çĕр ĕçне - вĕçленĕ хыççăн канма пухăнать халăх çак уява. Ĕнтĕ кăштах сăра сыпса пăхсан та пăсăк пулас çук. Тар кăларнисене тав тума та юрать. Шăпах Акатуйра кăштах та пулин сывлăш çавăрса илет хресчен - тепĕр тапхăр ĕç пуçланиччен: утă çи кĕтет ăна. Ачасене те кăсăклантарать çак уяв - мĕн тăваççĕ унта аслисем? Çулланнисем вара хăйсен çамрăклăхне таврăнса çав вăхăтрипе танлаштараççĕ.

Ман шухăшпа, Акатуя йĕркелекенсен чи пысăк пĕлтерĕшлĕ саманта манăçа кăларма юрамасть - уяв чăваш сĕмĕллĕ, тăван халăх сăн-пичĕллĕ пулмалла. Çавăн чухне кăна вăл наци шайĕнче иртĕ. Сăмахран, халăх вăййа тухса карталанса хĕвеле май çаврăнни хăех мĕне тăрать. Чĕмпĕр облаçĕнче акă çынсем çулсерен Карта йĕркелеççĕ. Экспедицисенче асăрхатăп çакна.

Эпир те уява хамăр пая хыврăмăр темелле - шкул ачисемпе Александр Рябковпа тата Александр Романовпа ятарласа Акатуй валли 6 метр тăршшĕ çатан карта тытрăмăр. Тăрăшса ĕçлерĕç ачасем, питĕ илемлĕ пулса тухрĕ.

 

Елена СОЛОВЬЕВА, ЧР тава тивĕçлĕ артистки, халăхсен хушшинчи конкурссен лауреачĕ:

- Чăваш Акатуйĕ - пысăк та çутă уяв. Вăл пĕтĕм халăха пĕрлештерсе тăрать: республикăра пурăнаканнисене те, ун тулашĕнче тымар янисене те. Мускавра та иртет халĕ Акатуй. Эпир, артистсем, çак уява çулталăк тăршшĕпех чăтайми кĕтетпĕр - халăхпа пĕрле савăнас, çынсене уяв кăмăлĕ парнелес килет. Çак уявра шăпах тăвансемпе, юлташсемпе, пĕлĕшсемпе курса калаçма питĕ меллĕ.

 

Ирина КУЗЬМИНА, Тутарстанра чăвашла тухса тăракан “Сувар” хаçат ĕçченĕ:

- Тутарстан чăвашĕсемшĕн Акатуй çĕнĕ уяв тесен те йăнăшмăп: ара, эпир Сабантуйра савăнма хăнăхнă вĕт. Кама леш енчи чăвашсен те çурхи ĕçпе юрă праçникĕ урăх ятлă - Уяв. Çапах та республикăн Атăл ку енчи Çĕпрел, Пăва районĕсенче юлашки 2-3 çулта чăвашăн чăн Акатуйне çĕнĕрен чĕртмешкĕн мехел çитерчĕç. Халăх ăна çулсерен ирттерет, кашни ял хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарма тăрăшать. Çĕпрел тăрăхĕнче, сăмахран, Акатуй ялтан яла куçакан уява çаврăнчĕ. Ытти çулсенче - Алешкин-Саплăк, Хулаçырми, кăçал Упи ялĕнче пулчĕ. Çитес çул вара черет манăн çуралнă яла Матака çитет. Чăн чăваш уявĕ районта кун пек шайра халĕччен пулманнипе-ши - чун ытла та савăнать. Чĕрене çывăх Акатуй. Тăван культура илемĕпе, юрри-кĕввипе, йăли-йĕркипе киленмешкĕн-мăнаçланмашкăн май парать вăл.

 

Зинаида ВОРОНОВА, ăстаçă, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

- Паллах, хăть те мĕнле пысăк уяв ирттернĕ чухне те авалхи йăла-йĕркене манмалла мар. Акатуя асатте-асанне пек ирттерме, сăмахран, ваттисенчен пил ыйтса юпа умне çăкăр-тăварпа пырса пуç таймалла. Ирĕк паччăр тесе кучченеç хумалла.

Паллах, Акатуй кирлех. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче юрăпа ташă уявĕ мĕнле чаплăн кĕрлесе иртнине ас тăватăп. Каярах вăл пĕтрĕ. Халĕ ăна çĕнĕрен чĕртме тăрăшаççĕ. Республика кунĕ - чăвашсене, ытти халăха пĕтĕм тĕнчерен пухакан уяв. Паллах, хăнасене хамăрăн культурăпа, йăла-йĕркепе паллаштармаллах. Çавăнпах Акатуя ĕлĕкхиллех туса ирттермелле. Çак уяв вăйланса пырать. Вăл малашне татах та чаплăланасса кашниех кĕтет.

 

Геннадий ИВАНОВ-ОРКОВ, искусствовед:

- Халĕ Акатуй официаллă уяв пулса тăчĕ. Ăна ял, район, регион шайĕнче ирттереççĕ. Унччен ăна халăх хăйĕн вăйĕпе ирттернĕ. Совет влаçĕ çирĕпленнĕ тапхăрта вĕсен тĕшши улшăнчĕ темелле. Вăхăт иртнĕ май йăла-йĕрке хăйне евĕрлĕхне çухатрĕ. Çакă идеологипе те çыхăннă-тăр. Акатуй тепĕр чухне йăла-йĕркепе килĕшÿллĕн иртмест пулин те вăл кирлех. Ара, кунта пур халăх пухăнса савăнать-çке. Авалтан килекен çак уяв халăх уявĕн шайĕнче паян. Чăвашсен праçникĕсем ыттисем те куç умĕнчех улшăнаççĕ, апла пулин те кашниех хаклă. Тĕне кĕмен чăвашсен уявĕсем улшăнни халăх православи тĕнне йышăннипе те çыхăннă. Чиркÿ çыннисем вĕсене хăйсем пек ирттерме тытăннă, урăх ятсем панă. Çапах халăх асĕнче малтанхи ятсем, унчченхи йăла-йĕрке упранать-ха. Чăн-чăн уяв ирттерес тесен чи малтан çынсен халăх тумĕпе тухмалла-тăр. Акатуй епле иртнине ас тăвакансене ирĕк памалла: йăла-йĕркене тĕппипе кăтартчăр. Паллах, чи тĕрĕс Акатуй - чÿк тунипе çыхăнни. Çав тапхăра чĕртмелле те. Çакă чăн чăвашла Акатуй ирттерни пулĕччĕ. 1992 çулта Етĕрне районĕнче пысăк Чÿк тунăччĕ. Сăмах май, Самар тăрăхĕнче халĕ те ирттереççĕ ăна. Пирĕн тĕллев культурăна упраса хăварасси пулмалла.

 

Светлана ЛАВРЕНТЬЕВА, ЧР Халăх пултарулăх çурчĕн пай пуçлăхĕ:

- Акатуй - мĕн авалтан килекен уяв. Асатте-асанне ăна икĕ пайпа ирттернĕ. Пĕрремĕшне - акана тухиччен. Сăра вĕретсе, чăкăт туса, çимĕç пĕçерсе тăвансем кĕрекене пухăннă. Ваттисене асăнса “Алран кайми” юрланă. Сывлăх çирĕп, тухăç пысăк пултăр, выльăх-чĕрлĕх аталантăр тесе ыйтнă. Иккĕмĕш пайне вара ака вĕçленсен ирттернĕ. Ку - савăнмалли вăхăт пулнă. Кĕрешнĕ, ăмăртнă, юрланă-ташланă. Паян Акатуя çурхи ĕçсем вĕçленсен ирттереççĕ. Çак праçник ытларах савăнассипе çыхăннă, юрлас-ташлас, тĕрлĕ ăмăртура кĕрешес йăла упранать. Паянхи хăть те хăш Акатуя та “Алран кайми” юрăпа пуçлани паха.

 

Рита АРТИ тата  Татьяна НАУМОВА хатĕрленĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика