Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.06.23-29 Ялта та, хулара та (Чăваш хĕрарăмĕ)

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшне - Республика кунне - çулсерен сумлăн уявлатпăр. Кăçал та палăртнă мероприятисен программи питех те анлă. “Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх” регионсен хушшинчи курава уçăлнă кун çитме ĕлкĕрейменнисен кулянма кирлĕ мар, паян та вăл улттăчченех хăнасене йышăнать. Саккăрта “Атăлçи тăрăхĕн мисĕ” конкурс та “Контур” умнех йыхравлать. Ун хыççăн куракансене Раççей эстрада çăлтăрĕсем Вера Брежневăпа Алексей Чумаков саламлĕç.

Паянпа ыран кунĕпех Шупашкарти Чăваш наци музейĕн картишĕнче тĕрлĕ регионтан пухăннă алă ăстисемпе паллашма, вĕсен ĕçĕсене курса киленме май пур. Декораципе прикладной искусствăн “Руç ăстисем” конкурсĕ кунта кăçал вуннăмĕш хут иртет.

Икĕ кун харăс фейерверксен фестивальне хаклăпăр. Тÿпене вĕçсе хăпаракан тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа ялкăшакан салюта курас текенсене çĕртмен 23-24-мĕшĕсенче каçхи 11 сехетре Шупашкар кÿлмекĕн çыранне чĕнеççĕ.

Ыранхи кун та мероприятисемпе пуян. Чи пĕлтерĕшли - Пĕтĕм чăвашăн Акатуйĕ. Унта пыма кăмăл тăвакансене 11 сехетре “Шупашкар: 500 çул” культурăпа кану паркĕнче хапăл тăваççĕ. Кунтах чăваш наци кĕрешĕвĕ енĕпе ирттерекен ăмăрту, “Туслăх кăшăлĕ” фестиваль иртĕ. 12 сехетре Лакрей вăрманĕнче, Андриян Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче, Петĕр Хусанкай ячĕллĕ, “Салют” тата “Кăнтăр” культура керменĕсен умĕнчи лапамсенче, “Шупашкар” тата Мега Молл” суту-илÿ комплексĕсен умĕнчи тÿремсенче концерт курса савăнма май пур. “Раççей çăл куçĕсем” фестивалĕн гала-концертне вырсарни кун Хĕрлĕ тÿремре улттă çурăран кăтартма пуçлĕç.

Республика кунне тĕп хуламăрта çеç мар, районсенче те паллă тăваççĕ. Тĕп мероприятисене ирттерме кăçал Шупашкар районне суйланине пĕлтернĕччĕ. Кунта йĕркелекен программа пуян. Вырсарни кун Кÿкеçри “Хĕвеллĕ ачалăх” ача-пăча лапамĕ тăххăртах йыхравлать. Кунта кĕçĕннисем валли илĕртÿллĕ программа хатĕрленĕ, аслисем вара “Район ахах-мерченĕсем” гала-концерт курса киленĕç. “Улăп” спортпа сывлăх центрĕн стадионĕнче тăххăртах спорт мероприятийĕсем пуçланĕç. Спорт комплексĕ умĕнчи лапамра вара кунĕпех илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрĕ, тĕрлĕ коллектив хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарĕ, чăваш эстрада çăлтăрĕсем те савăнтарĕç.

Шупашкара çитейменнисем çĕртмен 24-мĕшĕнче уяв салючĕпе Кÿкеçре киленĕç. Вăл “Улăп” спортпа сывлăх центрĕн лапамне чĕнет. Ун хыççăнах кунта 80-мĕш çулсенчи дискотека ташлама юратакансене йыхравлать.

 

Татьяна НАУМОВА.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика