Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.06.22 Кăçалхи Акатуй анлăрах иртĕ (Ҫамрӑксен хаҫачӗ)

Акатуй – чăвашсен чи пысăк уявĕ. Сумлă çак уявра халăх çулсерен ĕлĕкех савăннă. Çапла майпа чăвашсем çĕр ĕçне хисепленине, çĕнĕ вăрлăх акнине, çĕнĕ пурнăç пуçланине палăртнă.

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче – Республика кунĕнче – тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» паркра пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ кĕрлĕ. Уяв Чăваш наци конгресĕпе Шупашкар хула администрацийĕн пуçарăвĕпе тăваттăмĕш хут иртĕ, республикăри тата диаспорăри йăхташсене пуçтарĕ.

– Кăçал Акатуйра çĕнĕлĕхсем пулĕç. Уяв анлăрах иртĕ: 4-5 пин çын килессе кĕтетпĕр. Беларуçран, Самар, Эрĕнпур, Пенза облаçĕсенчен, Тутар Республикинчен хăнасем çитĕç. Районсем те Акатуя хутшăнĕç. Уява илемлĕрех ирттерме тăрăшăпăр. Чăвашсен çурт-йĕрĕн куравĕ вăйлăрах пулĕ. Турисем – хăйне евĕр, анатрисем вара вăрман çывăхнерех вырнаçнă май пуянрах пурăнаççĕ. Вĕсем тĕрлеме те ытларах юратаççĕ, – терĕ Чăваш наци конгресĕн президиумĕн членĕ Валерий Лукьянов.

Акатуй яланхи пекех чăвашсен авалхи йăли-йĕркипе – Чÿкпе – уçăлĕ. Унтан вăйă картине тăрĕç, чăваш халăх юрри «Алран кайми аки-сухи» янăрĕ. Уява фольклор ушкăнĕсем хутшăнĕç, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç. Унсăр пуçне Акатуя çитнисем спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçĕç: кире пуканĕ йăтĕç, волейболла вылĕç... Спортсменсем наци кĕрешĕвĕнче те тупăшĕç. Уяв программине мини футбол та кĕртнĕ.

Пĕчĕккисем паркра чуччупа ярăнĕç, батут çинче сикĕç. Уявра наци апат-çимĕçне тутанса пăхма май пулĕ. Ку кăна мар, пирĕн республикăра пурăнакан ытти халăх пĕрлешĕвĕсен представителĕсем хăйсен кухнипе паллаштарĕç. Вĕсем янтăланă тутлă апат-çимĕçпе те сăйланма май килĕ.

– Акатуй хăнасен, куракансен кăмăлне каясса, вăл çулран-çул аталанасса шанас килет, – терĕ Валерий Лукьянов.

Уяв 11 сехетре пуçланать. Пурне те ăшă кăмăлпа кĕтеççĕ.

 

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика