Шупашкарти «Контур» АУОн курав лапамĕнче Республика кунне халалласа виçĕм кун «Регионсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси» регионсен хушшинчи XIX курав уçăлчĕ. Чăваш Енĕн курăмлă аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕ те вăл, паллаштарăвĕ те. Кунта Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти çеç мар, республикăн ытти район-хулинчи организаци-предприяти, вĕренÿ учрежденийĕ - тĕрлĕ тытăмри коллективсем пуян экспозици хатĕрленĕ.
Уява республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ, пухăннисене пысăк пĕлтерĕшлĕ курав уçăлнă ятпа саламларĕ. Вăл йăлана кĕнине, Республика кунĕпе пĕр килнĕрен çулленех иртнине палăртрĕ. Экспозицисен умĕпе иртнĕ май чарăна-чарăна тăрса çывăх паллашрĕ. Кашнин представителĕ Михаил Васильевича производство çĕнĕлĕхĕ çинчен кĕскен те пулин каласа кăтартма тăрăшрĕ, тутлă çимĕçпе сăйланма сĕнчĕ. Чăвашпотребсоюз тытăмне кĕрекен предприятисен таварĕ мухтанмалăхах иккен.
Кăçал Раççей историйĕн çулталăкĕ пулнăран отрасльсем хăйсен аталану кун-çулне кăтартма тăрăшнă. Вĕренÿ министерстви Аслă Патриархăмăр И.Я.Яковлев чăваш букварьне епле хатĕрленинчен пуçласа пĕлÿ тĕнчи паян хăш шая çĕкленнине сăнланă.
- Республика промышленноçĕ сулмаклăн аталанать, тавар калăпăшĕ кăçалхи 5 уйăхра пĕлтĕрхи çак тапхăртин 117,3 проценчĕпе танлашать. Тирпейлекен производствăн кăтартăвĕ тата та пысăкрах - 120 процент. Курав усламçăсене пĕр-пĕринпе çывăхрах туслашма, килĕшÿсем туса бизнеса аталантарма май парать, - терĕ Михаил Игнатьев.
Кĕçех Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕрет. Ун пирки халăхра тĕрлĕ калаçу: пĕрисем - килĕшеççĕ, теприсем - хирĕç. Пирĕн çĕр-шыв уйра çитĕнекен тăлăх йывăç пек тĕнче аталанăвĕнчен айккинче тăрса юлаймĕ, хăй тĕллĕн çеç пурăнаймĕ. Кризиса, йывăрлăха пĕрле çĕнтерме çăмăлрах. Организацие кĕни хамăртан çирĕпрех ыйтма, тавар пахалăхне лайăхлатма хистет. Тупăшу çивĕчленесси пуриншĕн те паллă. Курав пĕлтерĕшĕ пысăк - партнерсемшĕн тавара тупăшлăрах вырнаçтарма çул уçăлĕ.
Михаил Васильевич килĕшÿсем ытларах пуласса шаннине палăртрĕ.
Валентин ГРИГОРЬЕВ.