Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.06.26 Акатуй халăхăмăра пĕрлештерет (Хыпар)

ЧНК пуçарăвĕпе, Шупашкар хула администрацийĕ пулăшнипе çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче - Республика кунĕнче - тĕп хуламăрти «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче 4-мĕш хут пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртрĕ. Унта çĕр-шывăмăрăн тăхăр регионĕнчен /Эрĕнпур, Самар, Тутарстан, Чĕмпĕр, Пушкăртстан, Беларуç, Эстони т.ыт./ килсе çитнĕ хăнасем хутшăнчĕç. Хальхинче уява Чăваш Енĕн нумай районĕ те хапăл турĕ.

Хамăрăн тĕп уявăмăра ирттерме пухăннă ентешĕмĕрсем чăваш халăхне халалласа лартнă Юпа умне пухăнчĕç. Мăчавăр /Евгений Ерагин/, Аттил патша /Алексей Иванов/, ЧНК пĕрремĕш вице-президенчĕ Владимир Иванов, СССР халăх артистки Вера Кузьмина «Ваттисене манмăпăр, тăван чĕлхене, йăла-йĕркене упрăпăр, ĕмĕрех пĕрле пурăнăпăр. Халăхăмăр йышлансах пытăр, çăкăр-тăвартан ан татăлтăр», - тесе турăран пил ыйтрĕç, тав турĕç, хамăр халăхăмăршăн юн юхтарнă йăхташăмăрсене асăнчĕç, парне кÿчĕç. Çапла Юпа патне çăмарта, çăкăр хуçса хучĕç. Юлнă çимĕçе халăха пайласа пачĕç.

Чăвашлăхпа хавхаланнă халăхăмăр алăран тытса, юрă шăрантарса уяв уçланкине утрĕ. Пурте пĕрле тăван халăхăмăрăн гимнне «Алран кайми» юрланă хыççăн вăйă картине тăчĕç. Хĕр юлан утçă илсе килнĕ Акатуй ялавĕ вĕлкĕшме пуçларĕ. Республика Гимнĕ янăраса кайрĕ.

ЧНК президенчĕ Геннадий Архипов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Максим Семенов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, комитет председателĕ Петр Краснов тата ыттисем сцена çине хăпарчĕç. Геннадий Николаевич пурне те уяв ячĕпе саламланă май вунă çул каялла Акатуя 60-70 çын çеç килнине аса илчĕ.

- Кăçал куç алчăраса каймалăх та пур. Çитес çул уява тата анлăрах ирттересчĕ, - терĕ вăл. Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕн директорне Валерий Сапожникова, Виталий Иванов профессора, ЧР Культура министерствин ĕçтешне Сергей Андреева Хисеп грамотипе тата чаплă парнепе чысларĕ. Геннадий Николаевич сĕннипе халăх уяв уçланкине малашне «Акатуй лапамĕ» тесе калама йышăнчĕ.

Сцена çинче республика тулашĕнчен, тĕрлĕ районтан килнĕ ентешĕмĕрсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма пуçларĕç, паттăрсем вăй виçме, кĕрешме тытăнчĕç. Пĕчĕккисем сикрĕç, кулчĕç, каруççельпе ярăнчĕç. Виталий Адюков чăваш халăх инструменчĕпе каларĕ, унсăр пуçне ал арманĕ мĕнлерех ĕçленине, уйран епле юхтарнине, пир тĕртнине, çăм арланине курма май пулчĕ. Чăваш халăх апат-çимĕçне тутанса пăхас текенсем валли хуранта какай, пулă шÿрпи... Пичкесенче техĕмлĕ сăри кăпăкланса хăнасене илĕртрĕ. Юрларĕç, ташларĕç йăхташăмăрсем тата ытти халăх çыннисем Акатуйра. Пĕр-пĕрне тахçантанпах курман çывăх çынсем пек чун каниччен калаçрĕç.

Акатуя пуххăннă ентешĕмĕрсен шухăш-кăмăлне пĕлер-ха.

Александр Мельников, Самар облаçĕнчи Клевлĕ районĕнчи Кивĕ Эрсеп ялĕнчи «Шурăм пуç» ансамбль ертÿçи:

- Пирĕн ушкăнра - пилĕк çул каялла йĕркеленнĕскерте - 8 хĕрарăм тата 8 арçын. Эпĕ купăс калатăп. Чăваш Енре пиллĕкмĕш хут ĕнтĕ. Савăнсах, хавхалансах килетпĕр кунта. Çулĕ инçе пулни те хăратмасть, темĕнле асамлă вăй туртать тейĕн. Чăвашлăх йыхравлать пире çакăнта. Шăмат кун ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов ирттернĕ «çавра сĕтеле» хутшăнма тÿр килчĕ. Малашне уява анлăлатасси, Чăваш Енре пĕтĕм тĕнчери чăвашсен Акатуйне ирттересси пирки калаçрăмăр. Чăвашсен тĕп уявне çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, «Раççей çăл куçĕсем» фестивале вара маларах йĕркелесси çинчен те сăмах хускатрăмăр.

Геннадий Александров, Беларуçри чăвашсен «Атăл» общество пĕрлешĕвĕн председателĕ:

- Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнчех çитнĕ эпир кунта. Манăн аттепе анне Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне эпĕ хам та каникулсене çакăнта ирттернĕ. Çулсем иртсех пыраççĕ, апла пулин те Чăваш Ене тăтăшах килсе çÿреме тăрăшатăп. Савăнатпăр паян, тăван тăрăха килме май пурришĕн хĕпĕртетпĕр. Малалла хавхаланса ĕçлеме вăй пухса каятпăр тесен те юрать.

Раиса Максимова, Эрĕнпур облаçĕнчи Грачевка районĕнчи Чулçырма ялĕнчи «Нарспи» фольклор ушкăнĕн илемлĕх ертÿçи:

- Эх, чăвашсем пĕрле пухăннине курсан чун савăнать. Паян ĕлĕкхи вăхăта лекнĕнех туйăнать мана. Ара, пурте халăх çи-пуçĕпе-çке, тăван чĕлхепе юрлатпăр, ташлатпăр. Малашне те ырă çак йăла манăçа ан тухтăрччĕ. Пирĕн хыççăнхи ăрусен те çапла килĕштерсе, пĕр-пĕринпе хутшăнса пурăнмалла пултăрччĕ. Эпир - «Нарспи» халăх ансамблĕ - Влас Иванов-Паймен çыравçăн тăван тăрăхĕнчен килнĕскерсем, ыттисене хамăрăн пултарулăхпа паллаштарасшăн. Пирĕн ял чăн чăваш ялĕ пулин те тăван чĕлхепе литературăна шкулта ачасем факультативра çеç вĕренни кулянтарать. Çапах пурте чăвашла калаçма тăрăшни савăнтарать.

Галина Рыбалко, Эстонири чăвашсен пĕрлĕхĕн ертÿçи:

- Аса илнĕ чух тÿрех калам-ха: Республика кунĕнче Акатуя тĕп уяв туса хумалли пирки калаçнине илтрĕм. Çакă - тĕрĕс шухăш. Тен, «Раççей çăл куçĕсем» фестивале çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче ирттермелле? Çапла туни Раççей кунне чăн-чăн уяв шайне çĕклесси иккĕлентермест.

Куславккара кун çути курнă эпĕ. Атте-анне пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа чылай вăхăт иртрĕ. Пичче Чул хулара пурăнать. Çуралса ÿснĕ кил-çуртăм та çук пулин те мана Чăваш Ен кĕтет. Çавăнпа та эпĕ ку уява кашни çулах килетĕп. Эсир, тăван чăваш çĕрĕ çинче пурăнакансем, чăннипех телейлĕ. Куллен, кирек ăçта та чăвашла калаçма май пурри - хăй пысăк телей. Хисеплесчĕ пĕр-пĕрне, мĕн пуррине упрама вĕренесчĕ. Чăваш Енре чăвашлăх хĕлхемĕ нихăçан та ан сÿнтĕрччĕ. Аякри «ачисене» çунат хушма вăй-хăват парса пытăрччĕ.

Палăртса хăварар: Республика кунĕнче Акатуй лапамĕнчен инçех мар «Туслăх кăшăлĕ» фестиваль иртрĕ. Унта Чăваш Енри 11 наци культура пĕрлешĕвĕ, çавăн пекех - Пушкăртстанран, Тутарстанран, Чĕмпĕрпе Самар енрен тата ытти çĕртен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç.

 

Татьяна КРОТОВА.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика