Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурс Шупашкарта кăçалхипе вуннăмĕш хут иртрĕ. Вăл Чăваш наци музейĕн картишĕнче çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче кăнтăрла савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Ун умĕн ăстасем патне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата сумлă хăнасем кĕрсе тухрĕç, уявпа саламларĕç, конкурсра ăнăçу сунчĕç.
Раççейĕн 17 регионĕнчен 30 ытла ăста, çавăн пекех хамăр республикăран 24 çын хутшăнчĕ унта. Вĕсем - тĕрĕçĕсем, йывăç касса эрешлекенсем, капăр çи-пуç хатĕрлекенсем, тăм тетте тăвакансем, пусма татăкĕнчен тĕрлĕ япала ăсталакансем...
Маçтăрсене ăнăçу сунса Чăваш Ен культура министрĕ Вадим Ефимов, Раççей халăх пултарулăх çурчĕн пай пуçлăхĕ Юлия Иванова, республика халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ Виктор Бондарев, жюри членĕ, Иваново облаçĕн культурăпа пултарулăх центрĕн пай пуçлăхĕ Юрий Беккер саламларĕç. Кăçалхи конкурс темине Раççей истори çулталăкне халалланă - «Хамăрăн кун-çулăмăрпа мăнаçланатпăр, йăла-йĕркепе мухтанатпăр».
Çĕр-шывăмăрăн ылтăн-ахах мерченĕсемпе çывăхрах паллашрăмăр.
Белгород облаçĕнчи Грайворон хулинчи ремесла çурчĕн директорĕ Наталья Вакуленко икĕ çул каялла «Белгород облаçĕнчи халăх ăсти» ята тивĕçнĕ. Хĕреслĕ тĕрлеме ăна асламăшĕ вĕрентнĕ. Халĕ çав ăсталăха Наталья Егоровна малалла аталантарса пырать, шкул ачисене явăçтарать. Вăл ертсе пыракан ремесла çурчĕ Грайворон районĕнчи ал ĕç ăстисен 11 çуртне, «Агушенька» пултарулăх мастерскойне, «Обережек» клуба пĕрлештерсе тăрать. Иртнĕ кĕркунне ремесла çурчĕн никĕсĕ çинче декораципе хушма искусство енĕпе йĕркеленĕ курава Владимир Путин çитсе курнă, ун чухне Раççей премьер-министрĕ асăннă хулара ял интеллигенцийĕн Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш форумне хутшăннă пулнă.
Шупашкара Наталья Вакуленко вырăс тĕррин авалхи майĕсемпе пурнăçланă ĕçĕсене илсе килнĕ.
Белгород облаçĕнчен çавăн пекех тепĕр ăста - Наталья Никушина та - пулчĕ. Ăна палласа илтĕм, Наташа икĕ çул каялла «Руç ăстисем» конкурса хутшăннăччĕ. «Тăм теттесем» номинацире виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Хальхинче пусма татăкĕсемпе арăслан кĕлеткиллĕ хĕрарăм ăсталама тĕв тунă. Çак шухăш пирĕн Чăваш патшалăх ÿнер музейĕ умĕнчи кĕлеткесене курсан çуралнă-мĕн. Наталья Николаевна хальхинче те Шупашкара килĕштерни пирки каларĕ. «Мускав-Шупашкар» пуйăса ларсанах чăвашсен тараватлăхне, ырă кăмăлне туйса илтĕм. Юратса пăрахрăм сирĕн хулана. Татах килес килет», - терĕ вăл.
Шупашкарти Ирина Ильина конкурса çулленех хутшăнать. Çĕнтерÿçĕ те пулнă. Раççей истори çулталăкĕнче вăл несĕлсене асра тытса Пурнăç йывăçĕ ăсталас тенĕ. «Йывăçăн» кашни турачĕ чăваш йăли-йĕркипе паллаштарать. Ирина Виссарионовнăна хавхаланса, хăпартланса ĕçлеме çакă та май пачĕ пулĕ: Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев унăн «йывăçĕн» никĕсĕ çине алă пусрĕ.
Конкурс Шупашкар çыннисене кăсăклантарнине палăртмалла. Ал ĕç ăстисем çеç мар, наци интеллигенцийĕ те, чăвашлăх хастарĕсем те пулса курчĕç унта. Манăн паллă чĕлхеçĕпе, филологи ăслăлăхĕсен докторĕпе Николай Егоровпа сăмахласа илме май килчĕ. Николай Ивановичран ăна мĕн килĕшни пирки ыйтса пĕлтĕм. «Иваново облаçĕнчи Анатолий Тимофеев эрешлесе касса кăларнă чÿречерен кунĕпе пăхса ларма хатĕр», - терĕ. Ăсчах çавăн пекех Удмурт Республикинчен килнĕ ăстасен ĕçĕ чăвашсенне аса илтернине палăртрĕ.
Смоленск облаçĕнчи Ярцево хулинчи Вера Шашкова та Шупашкарти конкурса иккĕмĕш хут килнĕ. Вера Николаевна кантра явмалли авалхи меслетпе паллаштарас тĕлĕшпе мастер-класс ирттерчĕ. Тирек мамăкĕпе усă курса хатĕрленĕ портречĕсем куравçăсене чăннипех тĕлĕнтерчĕç.
Иртнĕ çул Чăваш Ен Пуçлăхĕн парнине тивĕçнĕ Геннадий Степановпа та калаçса илтĕмĕр. Пир тĕртекен станок хушшинче арçын ларнине тата хăçан курăн? Тĕртет çеç мар, тĕрлет те Геннадий Афанасьевич. Пирĕ тикĕс, илемлĕ пулса тухнă. Ун ĕçĕпе республикăри çеç мар, Атăлçи тăрăхĕнчи паллă Дадиани дизайнер та кăсăкланчĕ. Эпĕ Геннадий Степанов умĕнче тăнă вăхăтра «Уяв» ансамбль сцена çине тухрĕ. «Эпĕ те унта юрламаллаччĕ, паян хутшăнаймарăм ĕнтĕ, - терĕ вăл. - 22 çул çÿретĕп вĕт «Уява».
Конкурсçăсен кăмăлне çĕклеме çавăн пекех «Укăлча», «Юрай» «Телей», «Эревет» ансамбльсем, ытти коллектив хутшăнчĕç.
Жюри членĕсем - Юлия Иванова /председатель/, Юрий Беккер, Татьяна Синельникова /Раççей халăх çурчĕн методисчĕ/, Геннадий Иванов-Орков /Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн пай пуçлăхĕ/, Светлана Надвигина /Чăваш наци музейĕн пай пуçлăхĕ/ тата Светлана Романова /республика халăх пултарулăх çурчĕн методисчĕ/ кăçалхи çĕнтерÿçе палăртнă чух, иккĕленместĕп, самай пуç ватрĕç. Çак ята тивĕçлисем пайтахчĕ, çапах та чи-чи лайăххи - гран-прие тивĕçни - пĕрре. Вăл - Тамбов облаçĕнчи Евгения Болдырева.
Надежда Смирнова.