Ҫак кунсенче Чӑваш наци библиотекин курав залӗнче «Тӑван ҫӗр-шывӑн 1812 ҫулхи вӑрҫи: вырӑс историйӗн паттӑрлӑх страницисем» кӗнекепе иллюстраци куравӗ ӗҫлет. Ӑна асӑннӑ вӑрҫӑра Раҫҫей ҫӗнтернӗренпе 200 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Кӗнекесене пайсем тӑрӑх вырнаҫтарнӑ. Пӗрремӗшӗ, «Хаяр тапхӑрта» ятлӑскер, ҫак кӑларӑмсене пӗр йыша пуҫтарнӑ: «Нашествие Наполеона на Россию. 1812 год» /Е.Тарле/, «Разведка и планы сторон в 1812 году» /М.Безотосный/, «Энергия власти. Александр I и Наполеон» /В.Лобов/, ыттисем те.
Бородино ҫывӑхӗнчи хаяр ҫапӑҫу пирки иккӗмӗш пайри ӗҫсем паллаштараҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен «Бородино. 1812», «1812. Бородинская битва» кӗнекесенче тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ.
Виҫҫӗмӗшне чаплӑ ҫар пуҫлӑхне тата патшалӑх ӗҫченне Михаил Кутузова халалланӑ. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Тӑван ҫӗр-шыв ҫӑлавҫин ятне тивӗҫнӗ. Кунтах ытти паттӑрпа та паллашма пулать. Вӗсем пирки, сӑмахран, «Исторические портреты: Петр Багратион, Михаил Барклай де Толли, Николай Раевский» кӗнекере вуласа пӗлме пулать.
Вӑрҫӑ ахрӑмӗ илемлӗ литературӑра, паллӑ ӳнерҫӗсен картинисенче малалла тӑсӑлать. Вӗсене «Тӑван ҫӗр-шывӑн 1812 ҫулхи вӑрҫи литературӑра тата искусствӑра» пайра вырнаҫтарнӑ. Кунта - Л.Толстойӑн «Война и мир» романӗ, Д.Давыдов, М.Лермонтов, А.Пушкин, В.Жуковский, ыттисен сӑввисем, В.Верещагин, С.Герасимов, П.Гесс картинисен иллюстрацийӗсем.
Н.СМИРНОВА.