Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.06.20 Тивӗҫлипе хакласан (Хресчен сасси)

Республика кунне уявланӑ май Вӑрнар районӗнчи «Янторчино» хуҫалӑхра ӗнене машинӑпа сӑвакан ӑстасен тата искусствӑлла майпа пӗтӗлентерекен техниксен республикӑри конкурсӗ иртрӗ.

«АПК аталанӑвӗ» наци проекчӗ хута кайнӑранпа выльӑх-чӗрлӗх фермисене юсаса ҫӗнетме тата ҫӗнӗрен тума сакӑр ҫулта 4,3 млрд тенкӗ (112 обьект) хывнӑ. 2011 ҫулта республикӑри хуҫалӑхсенче пӗр ӗнерен сӗт сӑвасси 4094 килограма ҫитнӗ. Ӑратлӑ выльӑх ӗрчетекен хуҫалӑхсенчи кӑтарту 5573 килотрамм. Пӗлтӗр сӗт сӑвассипе Валентина Макарова (Муркаш районӗ, Суворов ячӗллӗ хуҫалӑх, 7351 кг), Анна Константиновӑпа ЕленаПортнова (Елчӗк районӗнчи «Победа» хуҫалӑх, 7077кг) дояркӑсем мала тухнӑ. Республикӑра ӗнене машинӑпа сӑвакан 997оператор.

Ҫак конкурс выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансемшӗн уяв, вӗсен ӗҫне тивӗҫлипе хаклани. Унта ҫамрӑксем те хутшӑнни паха. Акӑ Канаш районӗнчи «Канаш» хуҫалӑх доярки Ирина Иванова унччен хулара вӑй хунӑ, секретарь-референт профессине алла илнӗ. Таса пӳлӗме, хут ӗҫне пӑрахсах фермӑна ӗҫлеме вырнаҫнӑ. «Ӗҫӗ юнашар, укҫине те вӑхӑтра тӳлеҫҫӗ, уйӑхне 8 пин тенкӗ ӳкет. Чӑн та, хальлӗхе ӗнесене аппарата сӑватпӑр, анчах ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн фермӑна та сӗт пӑрӑхӗ ҫитмелле», - пӗлтерчӗ вӑл.

Вӑрнар районӗнчи «Янгорчино» хуҫалӑхӑн ферминче те ҫамрӑксем чылай: АлевтинаТарасова, Наталья Гриторьева, НадеждаСергеева тата ыттисем. Н.Сергеева оссеменатор, акӑ, иртнӗ ҫул республикӑри конкурсра ҫӗнтерме пултарнӑ.

- Пирӗн пата хаваспах ӗҫлеме килеҫҫӗ, - терӗ Елизавета Ваганина тӗп зоотехник. - Ӗҫлеме йӗркеллӗ условисем туса пама тарӑшатпӑр. Сӑвӑма кура шалӑвӗ те ӳсет.

Ҫутӑ, таса, типтерлӗ витере, паплах, ӗҫлеме те кӑмӑллӑ. 100 ӗне тӑмалӑхскерне иртнӗ ҫул хута янӑ. Сӗт пӑрӑхӗ вырнаҫтарнӑ, ӗҫе механизациленӗ. Палӑртнине пурнӑҫа кӗртме Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗнчен 12,7 млн тенкӗ кредит илнӗ. Ферма территорийӗнче ешерсе ларакан чечексем куҫа илӗртеҫҫӗ. Ытти витере те условисем аван. Ӗнесем ҫуллахи лагерьте иккен. Ешӗл курӑк ҫинче ҫӳреквн 300 пуҫа электрокӗтӳҫ хураллать. Пысӑк лаптӑка йӗри-тавралла пӑралук кӑкарса вӑйсӑр ток янӑ. Ӑна куллен ҫӗнӗ вырӑна куҫараҫҫӗ. «Куллен ҫитерме 0,70 гектар каять. Капла латттӑка таптаса пӗтермеҫҫӗ, курӑк та тепӗр хут хӑвӑрт вӑй илет. Ҫу каҫма 100 гектар ҫителӗклех», - каласа парать хуҫалӑх ертӳҫи Геннадий Романов. Ҫамрӑк пӑрусем те ҫӑвӗпех уҫӑ сывлӑшра.

Ӑратлӑхпа ӗҫлекен хуҫалӑхра апат хатӗрлесси - тӗп вырӑнта. Халӗ кунта хӗрсех утҫи пырать.Ҫанталӑк типӗ тӑнӑ май малтан утӑ тума тӑрӑшаҫҫӗ. Силос, сенаж хывма палӑртнӑ. «Кашни выльӑх пуҫне 30 центнертан кая мар апат пулӗ», - пӗлтерчӗ ертӳҫӗ.

Икӗ куна пынӑ конкурс хӗрӳ те ҫивӗч иртрӗ. Ыйтусем ҫине хуравланипе пӗрлех сӗт аппаратне санитарии йӗрки ыйтнӑ пек сӳтсе пуҫтарчӗҫ дояркӑсем. Осеменатор-техниксен те самай пӑлханма тиврӗ. Ара, кунта чи пултаруллисем пуҫтарӑннӑ мар-им? Ӗнтӗ ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма та вӑхӑт. Камсем вӗсем чи хастаррисем, пултаруллисем? Ӗнене машинӑпа сӑвакан мастерсем хушшинче малти вырӑна Наталья Гриторьева (Вӑрнар районӗ, «Янгорчино» хуҫалӑх) йышӑнчӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсенче - Марина Янковӑпа (Комсомольски районӗ, «Восток») Вера Николаева (Шупашкар районӗ, «Приволжское»). Арҫынсенчен Сергей Стрелков (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), ҫамрӑксенчен Наталья Павлова (Етӗрне), ветерансенчен Светлана Гриторьева (Елчӗк) палӑрчӗҫ. Осеменатор-техниксенчен Надежда Сергеева (Вӑрнар районӗ, «Янгорчино»), Наталья Садовникова (Етӗрне районӗ, «Ленинская искра»), Алина Юсупова (Грачов фермер хуҫалӑхӗ) малта. Ҫавӑн пекех комисси Петр Зверев (Комсомольски районӗ), Анна Филипповӑпа (Шупашкар районӗ) Надежда Носовӑна та (Елчӗк) лайӑххисен шутне кӗртрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ парнесемпе дипломсем парса хавхалантарчӗҫ.

 

ЛарисаНИКИШНА.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика