Ӑслӑлӑхпа ҫырулӑх яланах пӗр тӗвӗре ӗҫленӗ, анчах тӗрлӗ сӑлтава пула чылай чухне вӗсен хушшинче пӗтӗҫӳлӗх палӑрман. Чӑваш Республикин Культура министерстви ҫак «шӑйрӑка» пӗтерме Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсемпе пӗрле пичет кӑларӑмӗсенче Раҫҫейпе Чӑваш Ен историйӗсене тӗрӗс ҫутатас тӗллевпе «ҫавра сӗтел» йӗркеленӗ. Ана Раҫҫей историйӗн ҫулталӑкне халалланӑ.
Уҫӑ калаҫӑва республикӑри тата районсенчи, ҫавӑн пекех хула хаҫачӗсен редакторӗсем, журналистсем, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑсчахӗсем, аслӑ шкулсен преподавателӗсем, тавра пӗлӳҫӗсем хутшӑнчӗҫ.
«Ҫавра сӗтеле» культура министрӗ Роза Лизакова уҫрӗ. Роза Михайловна журналистсемпе ӑсчахсен пӗрлехи тӗл пулӑвне пуҫласа ирттернине, вӑл малашнехи ӗҫре пысӑк усӑ парасса, тӗллевлӗ тунӑ тата асӑрханмасӑр кайнӑ йӑнӑшсенчен хӑтӑлма пулӑшасса шаннине пӗлтерчӗ. Хальлӗхе чылай пичет тата электрон кӑларӑмӗсенче ҫӗр-шывпа хамӑр республика историйӗнчи нумай пулӑма урӑхлатса кӑтартнӑ тӗслӗхсем ҫинче те пайӑррӑн чарӑнса тӑчӗ. «Тарӑн тӗпчевсемсӗр уҫӑмсӑрлӑхпа тӗрӗс марлӑх хаҫат-журнал страницисенчен каймӗ, - палӑртрӗ министр, - ҫавӑнпа та тӗпчев ӗҫне анлӑлатмалла, чӑнлӑха хисеплеме вӗренмелле, ӑна хак памалла. Чӑваш Енпе Раҫҫей историйӗсене халӑх чӑнлӑхпа тур килнине йышӑнтӑр...»
Ҫак тӗлӗшпе юлашки ҫулсенче гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ мӗн тунипе институт директорӗн ҫумӗ Геннадий Николаев тӗплӗ паллаштарчӗ. Истори пайӗн пуҫлӑхӗ Юрий Гусаров тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑх-несӗлӗн наукӑпа никӗсленмен историйӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ, ӑслӑлӑхпа ҫыхӑнман гипотезӑпа версисем чӑнлӑха уҫса парайманнине палӑртрӗ. Шупашкарти политехника институчӗн /МГОУ филиалӗн/ философи кафедрин доценчӗ Ольга Сергеева Улатӑрта ҫуралса ӳснӗ, Михаил Кутузов главнокомандующи ҫарӗн штабӗн офицерӗн, Петр Кикин генерал-майорӑн пурнӑҫӗнчи халӗччен паллӑ пулман пулӑмсене уҫӑмлатрӗ. 1812 ҫулхи вӑрҫа ҫӗнтерӳпе вӗҫлениеен ячӗпе Мускавра Ҫӑлавҫӑ Христос храмне ҫӗклеме пирӗн ентеш пуҫару тунӑ иккен.
«Ҫавра сӗтелӗн» иккӗмӗш пайӗнче ҫӗкленӗ ыйтусем ытларах массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе ҫыхӑннӑ. Гуманитӑри институчӗн ӑслӑлӑх тӗп сотрудникӗ Василий Димитриев журналистсене патшалӑх историйӗнчи чылай пулӑмпа факта тӗрлӗ ҫӑл куҫпа тӗрӗслемесӗр усӑ курассинчен асӑрханма сӗнчӗ, истори пайӗн ертсе пыракан специалисчӗ Валентина Харитонова истори темин хаҫат-журналти актуаллӑхӗпе кирлӗлӗхӗ, чӑваш энциклопедийӗн пайӗн ертӳҫи Иван Бойко районсен энциклопедийӗсенче истори темине мӗнле ҫутатни ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ, тӗслӗхсемпе ҫирӗплетрӗҫ, хак пачӗҫ. «Ҫавра сӗтеле» хутшӑннисем кун пек тӗл пулусем усӑ панине палӑртса журналистсемпе ӑсчахсем тӑтӑш курнӑҫма калаҫса татӑлчӗҫ.
Юрий СТЕПНОВ.