Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.04.03 Мускаври тӗл пулусем (Хыпар)

Ӗнер Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Мускавра Раҫҫей регионсен аталанӑвӗн министрӗпе Виктор Басаргинпа тӗл пулнӑ. Тӗл пугӑва ҫавӑн пекех министр ҫумӗсем - Юрий Осинцев статс-секретарьпе Анатолий Попов, министерствӑн Пурӑнмалли ҫурт-йӗр политикин департаменчӗн директорӗ Герман Елянюшкин, Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Леонид Волков хутшӑннӑ.

Калаҫусен вӑхӑтӗнче республикӑна федерацин "Таса шыв" /2011-2017 ҫулсем валли/ программисемпе килӗшӳллӗн укҫа-тенкӗ уйӑрассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Республикӑра пурӑнакансене ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтерес ыйтӑва уйрӑмах тӗплӗн сутсе явнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре Патӑрьел, Шӑмӑршӑ районӗсенче тата Комсомольски районӗн кӑнтӑр пайӗнче пӗрлехи водовод тӑвас ӗҫ пырать, Ҫӗрпӳ хулинче юхса тухакан таса мар шыва биологи тӗлӗшӗнчен тасатмалли сооруженисен строительствине пуҫлама палӑртаҫҫӗ. Ҫак ӗҫсене ҫитес ҫулта вӗҫлемешкӗн Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ бюджетӗнче пӑхса хӑварнӑ укҫа-тенкӗсӗр пуҫне федераци центрӗн пулӑшӑвӗ кирлӗ.

Тӗл пулура регионӑн "Йӑлари хытӑ каяша тирпейлесси тата пытарасси" инвестици проектне пурнӑҫа кӗртессипе тата Чӑваш Енри Канаш монохулана пулӑшассипе, ҫавӑн пекех Шупашкарта иртекен "Стратеги новацийӗсен вӑхӑчӗ" черетлӗ V экономика форумӗ вӑхӑтӗнче Правительствӑсен хушшинчи комисси ларӑвне – Раҫҫей Федерацийӗпе Корея Халӑх Демократи Республики суту-илӳпе экономика енӗпе килӗштерсе ӗҫлесси тӗлӗшпе – ирттерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.

 

И. БЕЛОВА

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика