Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.03.24 Тӗп уява мӗнле хатӗрленетпӗр? (Хыпар)

Правительство ҫуртӗнче Республика кунне хатӗрленессипе ӗҫлекен Йӗркелу комитечӗн ларӑвӗ иртрӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ - Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администраци ертуҫи Александр Иванов уявра йӗркелекен лару-канашлупа, ӗҫлӗ тӗл пулусемпе, кану программипе паллаштарчӗ.

Вӗсен проекчӗсене хатӗрленĕ пулин те вице-премьер мероприятисене пуянлатасси ҫинчен тепӗр хут асӑрхаттарчĕ.

ЧР экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗ Алексей Табаков ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче уҫӑлакан "Стратегилле ҫӗнӗлӗхсен тапхӑрĕ" экономика форумне мӗнлерех хатӗрленни ҫинчен пӗлтерчӗ. Кӑҫал унта пиллӗкмӗш хут пухӑнӗҫ. Республикӑри тата ун тулашĕнчи предприятисем хӑйсен продукцине кӑтартӗҫ, ĕҫ опычӗпе паллаштарӗҫ. Йӗркелӳ комитечӗ унта хутшӑнакансем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ĕҫлесси ҫинчен вун-вун килӗшӳ тӑвасса шанать. Форум "Контур" обществӑн курав керменӗнче иртет.

Ларӑва ертсе пынӑ Иван Моторин премьер-министр предприятисене, бизнес пӗрлешӗвӗсене хутшӑнтарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене ҫывӑх вӑхӑтрах татса пама хушрӗ.

Шупашкарта пурӑнакансем тата унӑн хӑнисем ҫӗртмен 22-23-мӗшӗсенче Атӑл хӗрринче фейерверк фестивальне хутшӑнма пултарӗҫ. Унта ҫутӑ вылявӗпе савӑнтарма Раҫҫейӗн темиҫе хулинчен килеҫҫӗ.

Уяв кунӗсенче Халӑх пултарулӑхӗн "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем" фестивалӗ, Декораципе хушма искусство ӑстисен пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗ иртӗ. Вӗсене еплерех хатӗрленни ҫинчен ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикин тата архив ĕҫӗн министрӗ Роза Лизакова каласа пачӗ. Ҫак мероприятисене йӗркелеме ятарлӑ ушкӑн ҫирӗплетнӗ, ĕҫ планне палӑртнӑ. Фестивальте хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма ҫӗр-шывра лайӑх пӗлекен коллективсем, ҫав шутра Венгрипе Италирен те килĕҫ. Тӗп хулана Раҫҫей регионӗсенчен - 800, республикӑран 3,5 пин ҫын килсе ҫитмелле. Самар, Саратов, Ульяновск, Тюмень облаҫӗсенчи тата ытти регионти чӑвашсен пултарулӑх ушкӑнӗсем пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем хӑйсен юрри-ташшине "Шупашкар: 500 ҫул" паркра, хула урамӗсенче кӑтартӗҫ.

Кӑҫалхи уяв тĕп хулапа Шупашкар районӗнче иртет. Кӳкеҫре хатӗрленӳ мӗнлерех пыни ҫинчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивĕҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Мустаев пӗлтерчĕ. Райцентрта, Ишлейре ҫуртсен строительствине вĕҫлеме, 2,54 ҫухрӑм ҫул тума ӗмĕтленеҫҫĕ. Чӑн та, ыйтусене татса пама районӑн укҫа-тенкӗ ҫитмест-мӗн. Иван Моторин ӑна Хула тӑвас ӗҫ тата общество инфратытӑмӗн министерствипе пӗрле пӑхса тухма хушрӗ.

 

Юрий СЕРГЕЕВ.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика