Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.02.14 Леонид Якубович: «Кĕтменлĕхсене юратмастăп» (Хыпар)

 

"Раççей яланлăха!"

Шăпах çак ятпа нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре патриот акцийĕ иртрĕ. Çанталăк сивĕ тăнине пăхмасăр унта халăх йышлă – 5 пине яхăн çын – пухăнчĕ. Пурте пĕлетпĕр% 2012 çула РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Раççей историйĕн çулталăкĕ тесе палăртнă. Пирĕн çĕр-шывăн историйĕ анлă, нумай енлĕ те кăсăклă. "Раççей яланлăха!" акцие шăпах Раççей историйĕн çулталăкне халалланă.

Ку мероприятие Раççей Геройĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант "регион аталанăвĕн, халăхсен пĕр шухăшлăхĕн, республика ертÿлĕхĕ лартнă тĕллевсем пурнăçа кĕрессин никĕсĕн уявĕ" тесе палăртрĕ. Çĕр-шыв пуласлăхĕ хамăр алăра пулнине аса илтерчĕ. Сцена çине паллă телеертÿçĕ Леонид Якубович тухсан – вăл çак уява Николай Гаврилов чĕннипе ятарласа килнĕ – пухăннисем тăвăллăн алă çупрĕç. "Эпĕ Раççейпе чăнласах мухтанатăп. Аслă çĕр-шывăмăрăн историйĕ мăнаçлă. Эпир – вăйлă Раççейшĕн тата сывă пурнăç йĕркишĕн!" – терĕ Леонид Аркадьевич.

"Эпĕ те вăйлă Раççейшĕн, тăнăçлă çĕр-шывшăн! Пирĕн аталаннă экономика пултăр, социаллă ыйтусене вăхăтра татса паччăр, çĕнĕ çурт-йĕр тата спорт керменĕсем çĕкленччĕр тесе ĕмĕтленетĕп", – терĕ Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Анатолий Игумнов. Республикăри спорт аэробикипе фитнес федерацийĕн пĕрремĕш президенчĕ Оксана Вербина Чăваш Енре, Раççейре юлашки вунă çулта пурнăç пахалăхне лайăхлатас енĕпе чылай ĕç тунине палăртрĕ. Шкулсенче физкультура урокĕсен шутне ÿстерни ачасен сывлăхне ырă витĕм кÿнине каларĕ. "Чи кирли – сывă пурнăç йĕрки. Эпир – çутă та хитре, сывă пурнăçшăн!" – шухăшне пĕтĕмлетрĕ вăл.

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей тата Чăваш Ен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Аркадий Айдак ял хуçалăхĕн йывăрлăхĕсем çинче чарăнса тăчĕ, çапах та юлашки çулсенче лару-тăру ырă еннелле улшăнма пуçланине пĕлтерчĕ. "Маларахрипе танлаштарсан эпир паян чылай лайăхрах пурăнатпăр. Хăнасене сĕтел тулли апат-çимĕçпе кĕтсе илетпĕр, лавккасенче мĕн кирлине йăлтах туянма пулать. Çĕр-шыв тата республика ертÿлĕхĕ ял хуçалăхĕ аталантăр тесе тăрăшать. Эппин, Раççей тĕрĕс çул-йĕрпе пырать", – хавхаланса каларĕ Аркадий Павлович.

Пухăннисем резолюци йышăнчĕç% çĕр-шывăмăрта юлашки вунă çулта мĕн тунине сыхласа хăварма ăнтăлнине, нумай нациллĕ Раççей ырлăхĕшĕн ĕçлеме хатĕррине палăртрĕç.

Акцие килнисем Раççей тава тивĕçлĕ артисткин Алена Апинăн концертне курса савăнчĕç – эстрада çăлтăрĕпе пĕрле юрларĕç, ташларĕç. Çавăн пекех истори реконструкцийĕн клубĕсен% "Драконы морей", "Правъ", "Соколиный Яръ" – пултарулăхĕпе киленчĕç. Кăмăл пуррисем квадроциклпа, çунапа ярăнчĕç. "Вăрçă хирĕнчи кухньăра" салтак пăтти тÿлевсĕр çитерни, вĕри чей ĕçтерни пурин кăмăлне те çĕклерĕ.

 

Асран кайми тĕл пулу

Паллă телеертÿçĕ, Раççей халăх артисчĕ Леонид Якубович Чăваш Ене килессе пуринчен ытла Шупашкарта пурăнакан Надя Семенова кĕтнĕ ахăртнех. Саккăрти хĕр ача пĕлтĕр раштав уйăхĕнче Мускава, "Тĕлĕнтермĕшсен уйĕ" кăларăма, çыру янă-мĕн, хăйне велотренажер кирлине пĕлтернĕ. Ыйтнă парнене Çĕнĕ çул умĕн илнĕ сусăрскер. Халĕ ав Леонид Якубовича тав тăвас тесе Надя кукашшĕпе тата кукамăшĕпе пĕрле К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне – телеертÿçĕ нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче шăпах унта пресс-конференци ирттерчĕ – килчĕ. Леонид Аркадьевич хĕр ача пурнăçĕпе кăсăкланчĕ, велотренажерпа мĕнле ĕçленине ыйтса пĕлчĕ, унтан ăна ноутбук парнелерĕ.

Чылайăшĕ кăмăллакан "Тĕлĕнтермĕшсен уйĕ" телевăйă ертÿçи, актер, сценарист, продюсер Чăваш Енре пĕрремĕш хут мар. Çавăнпа та журналистсем унпа тахçантанпах пĕлекен çын пек хутшăнчĕç, тем тĕрлĕ ыйту та пачĕç. Паллах, Леонид Аркадьевич Чăваш Ене ку хутĕнче мĕн тĕллевпе килнипе те кăсăкланчĕç.

– Эпĕ сирĕн республикăна час-часах килме хатĕр! Пĕрремĕш хутĕнче кунта тăван чĕлхене мĕнле упранинчен тĕлĕннĕччĕ, савăннăччĕ. Уйрăмах – ялсенче. Ку – лайăх пулăм. Унсăр пуçне сирĕн республикăра чăн-чăн сăра вĕретме пĕлеççĕ. Ун пек тутлă шĕвек урăх ниçта та, чикĕ леш енче те, пĕçереймеççĕ, – терĕ Якубович.

– Кĕлетке хитрелĕхне сыхласа хăварма спорт пулăшать-и сире.

– Хама "формăра" тытма тăрăшатăп, çавна май эрнере виçĕ хут тренировкăна çÿретĕп. Тепĕр виçĕ çултан 70 тултаратăп-çке. Çак тапхăра хатĕрленмеллех.

– Эсир фильмсенче те ÿкерĕнетĕр. Мĕнле ĕлкĕретĕр.

– Эпĕ пурнăç тăршшĕпех хама мĕн килĕшет – çавăнпа аппаланатăп. Ку вăл – телей. Тĕслĕхрен, "Русские амазонки" телесериал пирки калас тăк, эпĕ ун чухне аэродромра "пурăнаттăм", çав вăхăтрах ÿкерĕнеттĕм те.

– Кăçал – Раççей истори çулталăкĕ. Историе юрататăр-и тата унăн хăш тапхăрĕ сирĕншĕн уйрăмах кăсăклă.

– Историе мĕнле вырăс çынни юратмĕ? Вăл чăнласах та кăсăклă. Мана çĕр-шыва Аслă Екатерина ертсе пынă тапхăр питĕ килĕшет. Ун чухне патшалăх хăвачĕ пысăк пулнă. "Эпĕ сире йăлтах каçаратăп, Раççее çĕр парăр çеç", – тенĕ императрица. Акă вăл – çĕр-шывшăн тăрăшни.

– Эсир нумаях пулмасть Раççей премьер-министрĕпе Владимир Путинпа тĕл пултăр. Мĕнлерех туйăмсем?

– Эпĕ вăл мĕн тери нумай информаци пĕлнинчен тĕлĕнетĕп. Владимир Владимирович кирек мĕнле темăна илсен те пĕтĕм цифрăна пĕлет, унăн ас туса юласлăхĕ питĕ лайăх. Тăватă сехете тăсăлнă тĕл пулура вăл хут листи çине пĕрре те пăхмарĕ. Путин пин-пин ыйту татса парать, çакăн пек пысăк яваплăха кашниех чăтаймасть.

– Эсир "Тĕлĕнтермĕшсен уйĕ" кăларăма ертсе пынă май çынсене савăнăç парнелетĕр. Шупашкарта пурăнакансене ку хутĕнче кĕтмен мĕнле парнепе тĕлĕнтересшĕн?

– "Тĕлĕнтермĕшсен уйĕ" кăларăма пăхса çынсем канаççĕ% эрне кун ĕçрен ывăнса килеççĕ те телевизор яраççĕ. Ку телевăйăра нимĕнле политика та çук. Манăн шухăшăмпа – кĕтмен парне ŸсюрпризŸ питĕ сайра пулмалла. Эпĕ хам кĕтменлĕхсене юратмастăп. Лăпкă пурнăç тата ыран мĕн пулассине пĕлни мана ытларах килĕшет.

– Эсир халĕ хăвăр вĕрентекенĕрпе Николай Гаврилов генерал-лейтенантпа юнашар. Пирĕн ентеш, сирĕнтен кĕçĕнскер, епле майпа сирĕн учитель пулма пултарчĕ-ха.

– 1994 çулта пĕрремĕш хут аэродрома лекрĕм. Тĕрĕссипе, эпĕ нихăçан та летчик пулма ĕмĕтленмен. 1995 çулта хам тĕллĕн пĕрремĕш хут самолетпа вĕçрĕм. Пуçланса кайрĕ вара... 2005 çулта Калугăри авиаци училищине пĕтертĕм. Николай Федоровичпа паллашсан вара вертолета юратма пуçларăм. Турă мана çавăн пек учительпе тĕл пултарчĕ-çке! Çын темиçе тоннăллă машинăпа мĕн-мĕн тума пултарнине эпĕ маларах тĕлленмен те. Вертолет уншăн тетте тейĕн. Сирĕн ентеш мана мĕн хыççăн мĕн тумаллине ăнлантарчĕ, теори тĕлĕшĕнчен çĕр-çĕр урок ирттерчĕ. Тĕлĕнмелле çын вăл! Унăн чĕнÿ сигналĕ мĕнлине пĕлетĕр-и-ха. – "Маэстро". Нумай тоннăллă машинăна тÿпере çÿретнĕ чухне мĕнле туйăмсем çуралнине каласа кăтартмашкăн сăмах та çитмест. Вертолет вăл чĕрĕ чун пекех.

– Тÿпере чухне тĕрлĕ пăтăрмаха лекни пулман-и?

– Çук. Пĕлетĕр-и, пуйăспа ăçта та пулин каясси самолетпа вĕçнинчен хăрушăрах. Эпĕ халĕ те час-часах вĕçетĕп. Сывлăшра çынсем пурте пĕрешкел. Экипаж – питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, тĕрĕссипе вăл – философи, ун пекки çĕр çинче çукпа пĕрех. Экипажра ют çын тытăнса тăраймасть. Ĕçĕрте çакăн пек ушкăн йĕркелемешкĕн турă пулăштăр сире.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика