Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Пучинке ялӗ республикӑри ял тӑрӑхӗсен командисен черетлӗ спартакиадине вырӑн пачӗ. Чӑваш ҫӗр-шывӗн вӑрманлӑ, юхан шывлӑ кӗтесне вырнаҫнӑ ял ҫывӑхӗнчи ем-ешӗл курӑкпа витӗннӗ улӑх хӑйне валли «Камай улӑхӗ» ят илнӗренпе вун тӑватӑ ҫул хыҫа юлчӗ.
Кунта кӑҫалхипе вун пиллӗкмӗш хут республикӑн тӗрлӗ районӗнчен килнӗ юлан утҫӑсем тупӑшӑва тухрӗҫ, ҫав хушӑрах пурне те шӑнӑҫтаракан «симӗс арена» ялсенчи чи вӑйлӑ командӑсене йышӑнчӗ.
«Камай уйне» килнисене саламлакан йышлӑ пулчӗ. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ - республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ С.Павлов, ЧР физкультурӑпа спорт тата туризм министрӗ А.Николаев спортсменсене, хӑнасене, куракансене уяв ячӗпе саламласа ырлӑх-сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн Спартакиадӑн тӗп судйи, ЧР физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ М.Мурзин сумлӑ ӑмӑртӑвӑн программипе паллаштарчӗ, унтан командӑсене старта тухма вӑхӑт ҫитни ҫинчен пӗлтерчӗ.
Ялсенчи, районсенчи тупӑшусенче палӑрнӑ атлетсем кире пуканӗ йӑтса, лапталла выляса, вӗрен туртса, хапха урлӑ кире пуканӗ ывӑтса, пӗрене ҫинче михӗпе «ҫапӑҫса», хӑйӑр миххисене хул пуҫҫи ҫине хурса, тулли тиевлӗ лава туртса, кӗвентепе шыв кӳрсе - пӗтӗмпе спортӑн 10 ытла енӗпе ӑмӑртрӗҫ. Кашни енрех хӑйӗн ҫӗнтерӳҫисем палӑрчӗҫ.
Судьясен ушкӑнӗ кӑтартусене пӗтӗмлетрӗ: Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ял тӑрӑхӗн команди пурне те хыҫа хӑварса пӗрремӗш вырӑна тухрӗ. Асӑннӑ команда пӗрре кӑна мар Спартакиада ҫӗнтерӳҫи пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта - Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ, виҫҫӗмӗшӗнче - Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял тӑрӑхӗн спортсменӗсем. Кашниех, мӗнле вырӑн йышӑннине кура, дипломсене тата хаклӑ парнесене тивӗҫрӗ.
Хресчен лашисен тупӑшӑвӗ яланхи пекех ҫивӗч те хӗрӳ иртрӗ. Ку енӗпе хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартма кӑмӑл тунисем кӑҫал уйрӑмах йышлӑ пулчӗҫ. Ҫилпе ӑмӑртмалла вӗҫтерекен урха-махсемпе старта тухнисем кӑна 25-ӗн пулнӑран 5 чупу йӗркелеме тиврӗ. Ку хутӗнче «Турнир ҫӗнтерӳҫи» хӗрлӗ хӑйӑва Пучинкесемпе куршӗллӗ Чӑваш Тимеш каччи Виталий Кошкин ҫӗнсе илчӗ. Ытти ҫул ҫак хисепе Патӑрьелпе Комсомольски тӑрӑхӗсен юлан утҫисем тивӗҫетчӗҫ. Сӑмах май, асӑннӑ районсенчен килнӗ Александр Пыркинпа /Каҫал тӑрӑхӗ, «Урожай» колхоз/ Геннадий Касьянов /Патӑрьел, «Исток» ООО/ лавҫӑсем пуринчен ытларах йывӑрӑш тиенӗ лашасене ӑста та пултаруллӑн тытса пырса финиша ӑнӑҫлӑ ҫитме вӑй-хал, чӑтӑмлӑх тупрӗҫ, йӗркелӳ комитечӗн пӗрремӗш степень Дипломне тивӗҫлӗ пулчӗҫ.
Улӑха каҫ «чаршавӗ» аничченех илӗртуллӗ таврапӑх савӑк юрӑ-кӗвӗпе, ҫӗр-ҫӗр ҫын сассипе янӑраса тӑчӗ. Шупашкартан килнӗ эстрада артисчӗ-семпе пӗрлех вырӑнти халӑх таланчӗсем те сцена ҫине тухрӗҫ.
Уява килнӗ мӗн пур халӑха, спонсорсене Йӗпреҫ район пуҫлӑхӗпе Александр Яковлевпа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Петров пӗтӗм кӑмӑлтан тав турӗҫ.
Геннадий КУЗНЕЦОВ.