Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.06.28 Уявӑн малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсем (Хыпар)

Ӗнер ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Олег Макаров Министрсен Кабинечӗн членӗсемпе тата федераци ведомствисен территори органӗсен ертуҫисемпе канашлу ирттернӗ.

Республика кунне еплерех ирттернине экономика аталанӑвӗн министерствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин малтанлӑха пӗтӗмлетнӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 22-26-мӗшӗсенче Чӑваш Енре пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем иртнӗ. Регионсен хушшинчи «Регионсем - пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесси» XVIII курава Раҫҫейри 28 регион тата чикӗ леш енчи 10 ҫӗр-шыв представителӗ хутшӑннӑ. Федерацин 13 субъекчӗ - пӗтӗмпе 300-е яхӑн эксггонент - хӑйсен экспозицийӗсене тӑратнӑ. Пӗтӗмӗшле курав лапамӗ 3764 тӑваткал метрпа танлашнӑ. Курав вӑхӑтӗнче килӗшӳсене алӑ пусса ҫирӗплетнӗ, малтанлӑха килӗшсе татӑлнӑ. Уйрӑммӑм илсен Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗ 5 млн тенкӗлӗх контракт тунӑ, «Агромашхолдинг» АУО - 7 млн тенкӗлӗх.

Шупашкарти IV экономика форумӗ вӑхӑтӗнче 12 «ҫавра сӗтел», 6 сесси, 2 конференци, 2 секци, ҫамрӑксен форумӗ тата семинар иртнӗ. Пысӑк инвестици проекчӗсене пурнӑҫлас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Ҫӗнӗ инвестор «Сувар» хӑна ҫуртне вӗҫлемелли проекта тӑратнӑ. Ҫавӑн пекех форум вӑхӑтӗнче Шупашкарта Пӑр кермен тӑвас тавра калаҫнӑ. Республика кунне уявланӑ тапхӑрта «РЖД» АУО делегацийӗ килнӗ. Калаҫусем вӑхӑтӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗпе «Раҫҫей чукун ҫулӗсем» компани хушшинче 2011-2013 ҫулсене Килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетесси ҫинчен татӑлнӑ. Виҫӗ ҫулта 20 млрд тенкӗлӗх продукци тӑратма палӑртнӑ. «IV экономика форумӗ экономика тӗлӗшӗнчен турремӗнех 40 млрд тенкӗ ытла тупӑш кӗчӗ», - палӑртнӑ Иван Моторин.

ЧР Правительствин Председателӗ Олег Макаров ҫитес ҫулта форума ирттермелли спецификӑна кӑштах улӑштарма кирлине палӑртнӑ.

Республика кунӗ иртнӗ вӑхӑтра ҫӗнӗ объектсем уҫӑлнӑ, «СВАРКА» предприятире доматура производствине ӗҫе кӗртнӗ. Шупашкарта «МЕТРО» суту-илу комплексӗн ҫурчӗн никӗсне хывнӑ. Муркаш районӗнчи «Путь Ильича» ОООра 1000 ӗне вырнаҫмалах комплекс никӗсне капсула хунӑ. Ҫӗрпӳре ял хуҫалӑх кооператив пасарӗ уҫӑлнӑ; Шупашкарта Тракгор тӑвакансен проспектӗнче - республикӑри «Органика» лавккасен сечӗн пӗрремӗш лавкки.

Республика кунӗнчи культура мероприятийӗсем ҫинчен культура министрӗ Роза Лизакова пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» фестивале ҫӗр-шывӑн 27 регионӗнчи тата чикӗ леш енчи 2 ҫӗр-шыври пултарулӑх коллективӗсем хутшӑннӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӑстасен Руҫӗ» IX конкурс Раҫҫейӗн 19 регионӗнчи, ҫав шутра Чӑваш Енри те, 49 ӑстана пухнӑ. Пир тӗртес енӗпе Шупашкарти Геннадий Степанов ӑстаҫӑ гран-прие тата Чӑваш Республикин Президенчӗн тӗп призне ҫӗнсе илнӗ.

Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министрӗ Венера Муллина республикӑра табак туртнипе кӗрешес политикӑна мӗнле пурнӑҫласа пыни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Сывлӑх сыхлавӗн министерствин, Социаллӑ тата культура программисене ҫул паракан фонд ыйтӑмӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Чӑваш Енре арҫынсен 46,6 проценчӗ тата хӗрарӑмсен 9,2 проценчӗ сигарет туртать. Ҫӗмӗрлере, Ҫӗнӗ Шупашкар-та, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри тата Вӑрмар районӗсенче туртакан ытларах. Табак туртакансен йышне чакарма республикӑра саккун шайӗнче тӗрлӗ мера вӑйра тӑрать. Сигарет туртнин сиенӗ ҫинчен халӑха пӗлтерсех тӑраҫҫӗ. Венера Муллина каланӑ тӑрӑх ҫаксем пӗтӗмпех ырӑ витӗм кӳнӗ. 2009 ҫулхи пӗрремӗш кварталта Чӑваш Енре табак тур-тасси 36,4 процент пулнӑ, кӑҫал - 27,3 процент.

Канашлура Шупашкара анӑҫран кӗмелли ҫула ҫутатмалла тӑвас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. «Чулхула - Ёпхӳ» автомобиль ҫулӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Николай Кочков каланӑ тӑрӑх проект экспертиза витӗр тухнӑ, ӑна пурнӑҫлама ку эрнерех укҫатенкӗ уйӑрӗҫ. Кӑҫал Ҫӗрпӳрен пуҫласа Ульяновск облаҫне ҫитичченхи А-151 автоҫул хӗрринчи пӗтӗм яла ҫутатмалла тӑвӗҫ. Ҫавӑн пекех 2011 ҫулта «Вятка» трасса ҫинче Ҫӗнӗ Шупашкар еннелле ҫуран ҫӳрекенсене каҫма 2 вырӑн тӑвӗҫ. «Ҫак ӗҫсем ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха ырӑ витӗм кӳрессе шанатӑп», - пӗтӗмлетнӗ Олег Макаров премьер-министр.

 

А.ЛЬВОВА

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика