Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.06.28 Авиастроени валли - паха тавар (Хыпар)

ЧР Президенчӗ Михаил Игнатьев «Пӗрлештернӗ авиастроени корпорацийӗн АУО /ПАК/ президенчӗпе Михаил Погосянпа Мускавра ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ӗҫлӗ капаҫусем ирттерни, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарта тӗл пуласси пирки эпир пӗлтернӗччӗ.

Сумлӑ хӑнасем нумай кӗттермерӗҫ - иртнӗ шӑмат кун республика тӗп хулине килсе ҫитрӗҫ. «Г.А.Ильенко ячӗллӗ «Элара» наука-производство комплексӗ» АУО генеральнӑй директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Андрей Углов вӗсене курав залӗ, производство цехӗсем тӑрӑх кӑтартса ҫӳрерӗ. Мускавсем килӗшӗве алӑ пусиччен завод хӑйсене мӗнлерех таварсем сӗнме пултарасса туйса, вӗсем пысӑк усӑ курессине ӗненсе ҫывӑх паллашрӗҫ.

- Шупашкарта эпӗ пӗрремӗш хут. Хулара та, «Элара» предприятире те йӑлтах кӑмӑла кайрӗ. Продукци пахалӑхӗ лайӑх, кунта кал-кал ӗҫлекен шанчӑклӑ тытӑм йӗркеленӗ, - «экскурси» хыҫҫӑнхи шухӑш-кӑмӑлне палӑртрӗ Михаил Асланович. - Предприяти хӑй умӗнчи тӗллевсене комплекслӑ ҫул-йӗрпе пурнӑҫлани савӑнтарчӗ. Паян мӗн курни ҫакна ӗнентерчӗ: «Элара» АУО пирӗн чи лайӑх наставник ҫеҫ мар, эпир мӗн ыйтнине пур енӗпе те туллин тивӗҫтерекен те.

Эпир производство калӑпӑшне ӳстерес, тӗпрен илсен авиастроенире, транспорт самолечӗсене модернизацилес тӗлӗшпе патшалӑх программине пурнӑҫлатпӑр.

Правительство ҫуртӗнче республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев тата «ПАК» АУО президенчӗ Михаил Погосян 2013 ҫулччен пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен меморандума алӑ пуснӑ.

Михаил Асланович шухӑшӗпе - дипломати докуменчӗ «ПАК» тата «Элара» уҫӑ обществӑсен виҫӗ ҫуллӑха пыракан пӗрлехи ӗҫ планӗсене палӑртать, завода производство калӑпӑшӗсене тӑтӑшах ӳстерсе пыма хистет.

Михаил Игнатьев виҫӗ ҫуллӑха тӗп тӗллевсене палӑртнӑ: авиастроени корпорацине тивӗҫтерекен хакпа паха таварсем парса тӑмалла. «Ӗҫлӗ ҫыхӑнусем сыхланса юлаҫҫӗ ҫеҫ мар - ҫирӗпленеҫҫӗ те», - тенӗ Михаил Васильевич.

«Элара» обществӑн производство калӑпӑшӗ ҫулталӑкра 10% усет. Ҫар техники валли хушма саккассем тупӑнсан кӑтарту татах хушӑнмалла.

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика