Иртнӗ эрне кун халӑх пултарулӑхӗн «Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» фестивальне хутшӑннисем - хамӑр республикӑри тата ҫӗр-шывӑн 24 регионӗнчен, чикӗ леш енчи икӗ патшалӑхран килсе ҫитнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем - тӗп хулари «Шупашкар: 500 ҫул», «Лакрей вӑрманӗ», А.Г.Николаев ячӗллӗ ачасен культурӑпа кану паркӗсенче, «Салют» культура керменӗ, «Мега Молл», «МТВ-Центр», «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче, Атӑл леш енче тата, паллах, Хӗрлӗ лапамра тӗнчери халӑхсен культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарчӗҫ. Юрӑҫсемпе ташӑ ӑстисен пысӑк ушкӑнӗ Ҫӗрпӗве те ҫитсе килчӗ.
Каҫхине 18 сехетре Шупашкарти тӗп лапам каллех хӑнасене пуҫтарчӗ. Гала-концерта ЧР Президенчӗ Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Михаил Михайловский, федерацин Чӑваш Республикинчи тӗп инспекторӗ Руслан Тихонов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов хутшӑнчӗҫ.
Сцена ҫинче юрӑ-кӗвӗ хуҫаланма пуҫличчен Михаил Игнатьев нафадӑсем пачӗ. Хальхинче «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята Ульяновск облаҫӗнчи чӑваш культура центрӗн пай пуҫлӑхӗ Ираида Гаврилова тата Канашри культура керменӗн хормейстерӗ Иван Кириллов тивӗҫрӗҫ.
Михаил Васильевич ҫавӑн пекех Шупашкарти нумай ачаллӑ Васильевсен тата Ларионовсен ҫемйисене ҫурт лартма тӳлевсӗр ҫӗр уйӑрса пани пирки свидетельство пачӗ.
Президентӑн сцена ҫинчи миссийӗ ҫакӑнпа вӗҫленмерӗ-ха. Вӑл декораципе хушма искусствӑн Пӗтӗм Раҫҫейри «Руҫ ӑстисем» IX конкурсӑн ҫӗнтерӳҫине - гран-прие тивӗҫнӗскере - ноутбук парнелерӗ. Ҫак сума пирӗн ентеш Геннадий Степанов тивӗҫрӗ. Аса илтерер: конкурса ҫӗр-шы-вӑн 18 регионӗнчи 49 ӑста хутшӑннӑ. Ӑна 9 номинаципе хакланӑ.
Геннадий Степанов Шупашкарта ӗҫлесе пурӑнать. Вӑл пир тӗртес енӗпе палӑрнӑ. Конкурс вӑхӑтӗнче шурӑ ал шӑлли тӗртнӗ, ӑна халӑхӑн авалхи эрешӗсемпе илемлетнӗ. Ҫак элемсем тӗнчен ҫӗр ҫинчи, аялти тата ҫӳлти пурнӑҫне палӑртаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах компо-зицин виҫӗ пайне чӑваш ҫӗрӗ пӑхса ҫитӗнтернӗ виҫӗ паттӑра тӗнче уҫлӑхне парӑнтарнӑ Андриян Николаев чӑваша, лак халӑхӗн ывӑлне Муса Манарова тата Николай Бударин вырӑса халалланӑ.
Гала-концерта хутшӑннӑ кашни ушкӑн пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Улӑхри тӗрлӗ чечек пекех, анчах ҫаксене пӗрле пуҫтарсан илемлӗ кӑшӑл пулать. Шел, пӗр статьяра пӗтӗм шухӑш-кӑмӑла шӑ-нӑҫтарма ҫук.
Уяв хӑнисен шухӑшне те пӗлес килчӗ. Республика кунне, «Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» фестивале, ытти пулӑма мӗнлерех хаклаҫҫӗ-ха вӗсем?
Евгения Зосимова, Раҫҫей искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, «Карагод» фольклор ансамблӗн /Мускав/ ертӳҫи:
- Чӑваш Республикин чи пысӑк наградине - Хисеп грамотине - тивӗҫни маншӑн кӗтменлӗх пулчӗ. Чӑваш патшалӑх культура институтӗнче, Шупашкарти музыка училищинчи фольклор уйрӑмӗнче, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн музыка факультетӗнче пӗр хут ҫеҫ мар мастер-классем ирттернӗшӗн тав туни пек хаклатӑп ҫакна.
Коллективпа вара иккӗмӗш хут Шупашкарта. Хула Раҫ-ҫейӗн чи меллӗ вырӑнӗнче вырнаҫнӑ. Килсе кайма та кансӗр мар, лару-тӑру та лӑпкӑ.
Кунашкал фестиваль кирлӗ мар теме никам та пултараймӗ. Пӑхӑр-ха: Иранран, Дагестанран, Капмӑкран килнӗ артистсем пӗрле сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ, хутшӑнаҫҫӗ, хӑйсен юрри-ташшипе мӑнаҫланаҫҫӗ. Килӗсене таврӑнсан Чӑваш Ен пирки ӑшшӑн аса илӗҫ, унӑн ятне ҫӗклӗҫ.
Манӑн шухӑшӑмпа - юрӑ: ҫӗр-ҫӗр ҫулпа ҫӳрекен тӗрлӗ халӑх ҫыннисене тӗл пултаракан, туслаияаракан, ҫыхӑнтаракан чи меллӗ, лайӑх хатӗр.
Эбрахим Саламабади, «Сахра» халӑх ансамблӗн ер-тӳҫи /Иран/:
- Чи малтанах фестивапь йӗркелӳҫисен ячӗпе тав сӑ-махӗ каласшӑн. Вӗсем уява чӗнсе пире те, хӑйсене те пуянлатрӗҫ, пирӗн культурӑпа ҫывӑхланчӗҫ.
Перс фольклорӗ иран литературинчи чи сахал тӗпченӗ пай шутланать. Юлашки вӑхӑтра ҫеҫ ку енӗпе татӑклӑ утӑмсем тунӑ темелле. Ҫакна халӑхӑн хӑй ӑнланулӑхӗ ӳснипе ҫыхӑнтармалла.
«Сахра» /чӑвашла уй-хир/ халӑх ташшисене тӗпчет, ҫут тӗнчерен ҫухалма памасть. Шупашкарта чӑваш ташшисене, хусканӑвӗсене кӑсӑклансах пӑхрӑмӑр, ӳкерсе илтӗмӗр. Тӑван ҫӗр-шыва таврӑнсан Чӑваш Ен, унта пурӑнакансем, фестиваль пирки тӗплӗн каласа кӑтартӑпӑр.
Абдусалам Абдусала-мов, «Унцукуль» фольклор ансамблӗн солисчӗ /Дагес-тан/:
- Коллектив тӗрлӗ конкурспа фестивале хутшӑннӑ, ют ҫӗр-шывра та пулнӑ, Раҫҫей тӑрӑх та ҫӳренӗ. Ҫакна калатӑп: Шупашкар пек хитре, тирпейлӗ, лӑпкӑ хула курман. Питӗ килӗштертӗмӗр Чӑваш Ен тӗп хулине.
«Унцукуль» район центрӗнче вырнаҫнӑ. Унта ташлакансем профессионалсем мар. Эпӗ хам - шӑл техникӗ. Бухгалтерсем те, вӗрентекенсем те пур, анчах та эпир ача чухне пурте вырӑнти искусство шкулне ҫӳренӗ. Ҫак юрату халӗ те сунмен.
Людмила Ефимова, Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Куславкка районӗнчи Хурамалти фольклор ҫурчӗн «Эткер» халӑх ансамблӗн ертӳҫи:
-Уявсем питӗ кирлӗ. Вӗсенче ҫеҫ тӗл пулатпӑрҫке коллективсемпе. Ытти вӑхӑтра хамӑр тӗллӗн ӗҫлетпӗр.
Акӑ ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Чӗмпӗрти Акатуя хутшӑннӑччӗ. Халӗ унтан килнӗ «Шуҫӑм» ансамбль юрӑҫисемпе тахҫан пӗлекен тусюлташсем пек тӗл пултӑмӑр.
Виҫӗм ҫул Ижевскри, пӗлтӗр Воронежри фестивальсенче пултӑмӑр, хамӑрӑн йӑла уявӗсемпе паллаштартӑмӑр.
Халӗ республикӑри фольклор коллективӗсен «Чӑваш ахах-мерченӗ» концертне хутшӑнтӑмӑр. «Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» фестивале килнисен гала-концерчӗпе паллашнӑшӑн чун-чӗререн савӑнатӑп.
Надежда Смирнова