Шупашкарта Чӑваш Республикинчи Министрсен Кабинечӗ, Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышлен-ноҫ палатисем /СПП/ хушшинче инвестиципе инновацие аталанма пулӑшас тӗллевпе 3 енлӗ килӗшӳ тунӑ, ҫакна Олег Макаров, Александр Захаров, Игорь Кустарин алӑ пуеса ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ документ тӗллевӗ - ку чухнехи инноваци инфратытӑмне, инвестицисене явӑҫтарма республикӑра лайӑх условисем туса хурасси, инвестици процесӗсене аталакгарас ӗҫе йӗркелесе тӑрасси, экономикӑна аталантарма хавхалакгарасси. Ку тӗллевпе инвестици проекчӗсене хак парас тата суйласа илес енӗпе ятарлӑ ушкӑн йӗркеленӗ.
ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Олег Макаров палӑртнӑ тӑрӑх - паян республикӑра инвестицин ҫӗнӗ проек-чӗсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ: «МЕТРО Кэш энд кэрри» суту-илӳ комплексӗн строительствине пӗрремӗш чул хывнӑ, Муркаш районӗнче тӗнче шайӗнчи выльӑх-чӗрлӗх ферми тума тытӑннӑ, ҫӗр груши тирпейлекен завод пулмалла, ун валли «Россельхозбанк» АУОра 2,1 млрд тенкӗлӗх кредит линийӗ уҫӑлнӑ. «Ку пӗтӗмпех, - палӑртнӑ премьер, - инвесторсем пирӗн региона килсе патшалӑх пулӑ-шӑвне илни».
РФ СПП вице-президенчӗ Александр Захаров ЧР СПП правленийӗн членӗсене тата бизнес-пӗрлӗх представителӗсене пӗчӗк тата вӑтам бизнес атапанӑвӗ валли килӗшӗве алӑ пуснин сӑлтавӗсем тата пайти пирки капаса панӑ. Вырӑнти СПП, РФ СПП ют ҫӗр-шыв представительствисен тытӑмӗ урлӑ проектсене пурнӑҫа кӗртме инвесторсем шырасси ансатланать. «Бизнес-план - банк валли хатӗрленӗ тата федит памалли документ мар, чи малтанах предпринимателе пӗтӗм яваплӑха хӑйӗн ҫине илессине сирме, асӑрханарах вӑй хума май парать», - тенӗ премьер-министр.
- Инвестицие явӑҫтарас тӗлӗшпе харӑсах темиҫе ӗҫ пурнӑҫламалла: ЖКХ, энерги перекетлес, каяша вырнаҫтарас, технопарксем туса хурас енӗпе те, - тенӗ РФ СПП вице-президенчӗ.
Иван Моторин вице-премьер республика Правительстви инвестицие хутшӑнтарас енӗпе тӗллевлӗн ӗҫленине, администраци чӑрмавӗсене сиресси пурнӑҫа кӗнине палӑртнӑ.
Иван Петров