Республикӑри «Агро-Инновацисем» хысна унитари предприятийӗ ял хуҫалӑх организацийӗсен ертӳҫисемпе пӗрле Чӑваш Енри чи лайӑх хуҫалӑхсен «Агро-100» клуб презентацине ирттернӗ. Унта 2010 ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх республ икӑри агропромышленноҫ комплексӗнчи чи лайӑх 100 предприятиепалӑртнӑ.
Иртнӗ ҫул хуҫалӑхсен ҫирӗплӗхӗпе вӑй-халне, пуҫарулӑхне хытӑ тӗрӗслерӗ. Пӗрешкел ҫанталӑкрах чылай ял хуҫалӑх организацийӗ Раҫҫей тата Чӑваш Ен правительствисем вӑхӑтра пулӑшнине пула ҫулталӑка тупӑшлӑ вӗҫлерӗ.
- Чӑваш Енре ял хуҫалӑх продукцийӗн 75 процентне «Агро-100» клуб» рейтингра палӑртнӑ АПК предприятийӗсенче туса илеҫҫӗ, - тенӗ «Агро-Инновацисем» ХУП директорӗ Николай Васильев.
Ҫӗрпу районӗнчи «Авангард» Цивильский Бекон» ОООна чи лайӑх хуҫалӑх тесе йышӑннӑ, «Агро-100» клубӑн пӗрремӗш номерлӗ билетне панӑ. Рейтингра мапалли вырӑнсене республикӑра ҫеҫ мар, ҫӗр-шывӗпех паллӑ «Ольдеевская» агрофирма» АХОпа «Вӑрнарти аш-какай комби-начӗ» АУО йышӑннӑ.
«Агро-100» клубӑн членӗсем ытларах ҫак районсенче:
Елчӗкре - 11 предприяти;
Патӑрьел, Муркаш, Комсомольски тӑрӑхӗсен-че - 10-шар;
Канашпа Шупашкар районӗсенче - 9-шар;
Вӑрнарта - 8;
Пӑрачкавра - 7; ,
Ҫӗрпӳре - 4;
Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Шӑмӑршӑ тата Етӗрне районӗсенче - 3-шер;
Улатӑр, Элӗк, Йӗпреҫ, Тӑвай тӑрӑхӗсенче -2-шер;
Куславккапа Вӑрмар районӗсенче - пӗрер. Ҫав вӑхӑтрах Сӗнтӗрвӑррисемпе Ҫӗмӗрлесен «Агро-100» клубра пӗр ял хуҫалӑх предприятийӗ те ҫук.
Василий Гришин