«Руç ăстисем» конкурс Раççейри декораципе хушма искусство енĕпе ĕçлекен маçтăрсене пуçтарчĕ. Кăçалхинче, тăххăрмĕшĕнче, çĕнĕлĕхсем те пулчĕç.
Сăмахран, Дагестанран килнĕ Нахи Курбановăнах илер. Йывăçа касса эрець лес енĕпе ĕçлет вăл. Тĕлĕнмелле те, куравра йывăçа «парăнтарас» тĕлĕшпе тепĕр хĕрарăм та - Шупашкарта пурăнакан Вера Васильева - тупăшрĕ. Сăмах май, шăпах Вера Васильевна «Йывăçа касса эрешлес» номинацире пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Нахи Магомедалиевна та парнесĕр юлмарĕ - ăна наци йăли-йĕркине тытса пынăшăн ятарлă призпа чысларĕç.
Пушкăртстанри Кăрмăскал районĕнчи Суук Чишмаран килнĕ Светлана Матвеева умĕнче те чылай вăхăт тăтăм. Инçетри йăхташсен пурнăçĕпе паллашас тени те, унăн ĕçĕсен илемĕ те çапла тума хавхалантарчĕ. Светлана Семеновна, шкулта вун виçе çул математика, ĕç урокĕсем вĕрентнĕскер, хальхи вăхăтра асăннă ялта чăвашсен историпе культура центрне ертсе пырать. Çак центр - Пушкăртстанри вун тăватă халăхăн çавăн йышши организацийĕсенчен пĕри. Вăл тата ун пек хастарсем тăрăшнипе Суук Чишмара ачасемпе аслисем чаваш халăхĕн йăли-йĕркине чуна илсе пыраççĕ. Унти ал ĕç ăстисем пирки те мухтав сăмахĕ каламаллах. Светлана Матвеева хăйпе перле центра çурекен ăстасен ĕçĕсене те илсе килнĕ. Тĕрлĕ тĕспе илемлетнĕ тĕрĕсем куçа йăмăхтармалла ялкăшса çиçеççĕ. Хăй вара вĕтĕ шăрçаран тухья, хушпу, мăй çакки тума кăмăллать иккен.
Пир тĕртекенсенчен Нина Ермолаева чунне уçса калаçрĕ. Нина Михайловна самай çулланнă ĕнтĕ, анчах та вăл юратнă ĕçне - чун канăçне - алран яма васкамасть-ха. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варрисене аса илчĕ. Ун чухне республикăн халăх пултарулăхĕн наука методика центрĕнче Александра Ильбекова пир тĕртес енĕпе ертсе пыракан лабораторие ырăпа асăнчĕ. Чăваш тĕррипе те пурччĕ унашкал лаборатори. Унта пурте пĕлекен Мария Симакова тĕрĕ ăсти ĕçлетчĕ. «Вĕсен витĕмĕпе пуçăнтăм пир тĕртме. Валентина Минеева журналисткăпа, тĕрĕçпе, пир тĕртекенпе паллашрăм. Ăсталăх уссех пычĕ. Халĕ хам та мастер-классем ирттеретĕп», - тет Нина Михайловна. Анчах ăна Республикăн халăх пултарулăх çуртĕнче асăннă лабораторисене пĕтерни питĕ кулянтарать. «Семинарсем чухне пырса çÿрĕпĕр-ха эпир, - тет вăл. - Анчах ытти вăхăтра чăваш йăли-йĕрки пирки манатпăр вĕт».
Пирĕн ал ĕç ăстисем кирек мĕнле пулсан та хастар, тăрăшуллă. Çакна «Руç ăстисем» конкурсра та çирĕплетрĕç. ЧР Президенчĕн парнине те пирĕн çынах, пир тĕртекен Геннадий Степанов, илчĕ. Сăмах май, çак енĕпе конкурсра Шупашкарсемсĕр пуçне Коми Республикинчен килнĕ Валентина Сундукова çеç тупăшрĕ.
Ÿсен-тăран хатĕрĕсенчен /улăмран, тымартан тата ытти те/ ăсталас тĕлĕшпе ютрисене çитекен пулмарĕ ахăр. Сăмахран, Краснодар крайĕнчи Надежда Кожевникова улăмран космос карапĕ тунине курасчĕ сирен.
Хусантан килнĕ Андрей Махининăн чатăрĕ умĕнчен пăрăнса утма хал çитереймерĕм. Тăм пуканесем санпа чунне уçса калаçнăнах туйăнчĕç. Пĕри авă теменле вăрттăнлăх пĕлтересшĕн: илтнĕ хыпар ăна хăйне те тĕлĕнтернĕ, вăл ăна çăварне уçса, куç-пуçне чарсах итленĕ пуле. Тепри, кÿрши, шухăша кайнă, çапла тума сăлтав пулнах ĕнтĕ унăн. Миçе пукане, кĕлетке - çавăн чухлĕ кăмăл, çавăн чухлĕ туйăм. Андрей Махинин «Руç ăстисем» конкурса малтан та хутшăннăччĕ. Ун чухне çемье ыйтăвне тĕпе хурса ирттернĕ конкурсра тахçан вырăс чĕлхине вĕрентнĕ Андрей Юрьевич гран-прие - ЧР Президенчĕн парнине - тивĕçнĕччĕ. Хальхинче тăмпа ĕçлекенсен хушшинче пĕрремĕш пулчĕ.
Çак конкурспа çулленех кăсăкланатăп. Раççей ал ĕç астисен шайне хаклама пулăшать вăл, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май парать, ача-пăчана та хăй патне туртать, ăна иртнипе çывăхлатать.
Сăмахăма Андрей Махинин шухăшĕпе вĕçлени вырăнлă пуле тетĕп: «Кунта - Шупашкарта - аваллăх тымарĕ татăлман. Çаванпа та ăна чĕртме кирлĕ мар, ăна малалла аталантараççĕ, пуянлатаççĕ». Çапла пултăрччĕ темелли çеç юлать.