Сĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Республика куне уявларĕ. Мероприятисен программи анлă пулчĕ.
Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри "Раççей çăл куçĕсем" фестивале - Республика кунĕн тĕп саманчĕсенчен пĕри. Юрăпа ташă уявне çĕр-шывăн 24 регионĕнчен 27 коллектив тата Беларуçпа Иранран виçĕ ушкăн килчĕç. Вĕсем тĕп хулари тĕрлĕ вырăнта тĕнчери халăхсен культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарчĕç. Гала-концерта ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе уçрĕ. Чăваш Ен ертÿçи юрă-ташă ăсти-сене наградăсем пачĕ. "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята Ульяновск облаçĕнчи чăваш культура центрĕн пай пуçлăхĕ Ираида Гаврилова тата Канашри культура керменĕн хормейстере Иван Кириллов тивĕçрĕç.
"Раççей ăстисем" конкурса çĕршыван 18 регионĕнчен 49 ăста хутшăнчĕ. Маçтăрсен ĕçне 9 номинацире хакларĕç. Сĕнтерÿçĕсене "Раççей çăл куçĕсем" фестиваль гала-концертĕнче чысларĕç. Михаил Игнатьев Президент гран-прие тивĕçнĕ Геннадий Степанова ноутбук парнелерĕ. Ăста тĕп хуламăрта ĕçлесе пурăнать. Вăл пир тĕртес енĕпе палăрчĕ.
Республика кунĕ - пĕтĕм тĕнчери йăхташăмăрсен кĕтнĕ уявĕ. "Шупашкар: 500 çул" культурăпа кану паркĕнче иртнĕ Акатуя çĕршывăмăрăн 18 регионĕнчен 600 ытла хăна хутшăнчĕ. Уяв "Алран кайми" юрапа пуçланчĕ. Ун хыççăн пурте вăйа картине тăчĕç. Сцена çинче республика тулашĕнчен килнĕ хăнасем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, хĕр-упраçпа яшкĕрĕм тĕрлĕ вăййа хутшăнчĕ, ача-пăча каруççелпе ярăнчĕ.
IV экономика форуме те тухăçла ĕçлерĕ. "Инноваци бизнесне нанотехнологи тытăмĕнче йĕркелесси - теорирен практика таран" "çавра сĕтеле" Михаил Игнатьев Президент та хутшăнчĕ. Тел пулура нанотехнологи тата инноваци бизнесĕпе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç.
Çерпÿ районĕнче Республика кунĕ ячĕпе çуллен "Уй кунĕ" курав ирттереççĕ. Аграрин кăçалхи форумне Раççейĕн 15 регионĕн специалисчĕсем пуçтарăнчĕç. Курава Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Вăл Раççейре тата Германире кăларнă комбайнсене хакларĕ. Çĕрпÿре ял хуçалăх пасарĕ те уçăлчĕ. Президент тĕп уява çак районта ирттерни вĕсем социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çитĕнĕвĕсене кура тивĕçнине пĕлтерчĕ, ял хуçалăх ĕçченĕсене, Чернобыль АЭСĕн аварине пĕтерме хутшăннисене патшалăх наградисем пачĕ. Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тулевсĕр усă курма май паракан сертификатпа чысларĕ. Çавăн пекех хăнасем Тихвин ярмăрккинче пулчĕç.
Уяв кунĕсенче тĕп хуламăрта Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен IV фестивале иртрĕ. Кăçал унта Челябинск, Питĕр, Казахстан, Беларуç тата Шупашкар ушкăнĕсем тупăшрĕç. Гран-прие Беларуç Республикин команди тивĕçрĕ. Ытти ушкăн та тĕрлĕ номинацире çĕнтерчĕ.
Йĕпреç районĕнчи Пучинкере республикăри ял тăрăхĕсен командисен черетлĕ спартакиади иртрĕ. Хастарсем спортăн 10 ытла енĕпе ăмăртрĕç. Судьясен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх - Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн команди пĕрремĕш вырăнта. Иккĕмĕш вырăнта - Вăрмар районĕнчи Арапуç, виççĕмĕшĕнче - Йĕпреç районĕнчи Пучинке ял тăрăхĕн спортсменĕсем. "Камай уйĕ - 2011" хресчен лашисен ăмăртăвĕ те хĕру иртрĕ. Юлан утçăсен тупăшăвĕнче Чăваш Тимеш каччи Виталий Кошкин çĕнтерчĕ.
Республика кунне халалланă мероприятисем Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче йĕркеленчĕç. Вĕсем малашне те аталанса пырасса, халăхсен туслăхне çирĕплетессе шанас килет.
Любовь Зубова, Дмитрий Моисеев, Регина Кубайкина тата Интернетри cap.ru сайтран илнĕ сăн ÿкерчĕксем.