Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.07.02 Чăваш сăри кăпăклă, хуçи ырă кăмăллă (ЧĂВАШ ХĔРАРĂМĔ)

Мария РОМАНСКАЯ.


 

Республика кунĕнче Шупашкарта тата Çĕрпÿ районĕнче тĕрлĕ мероприяти йĕркеленине палăртнăччĕ. Хаçатăн иртнĕ номерĕнче уяври ĕç-пуçа сăнларăмăр. Çапах курăмлă хăш-пĕр самант патне тепре таврăнар-ха.

Акатуй

“Шупашкар: 500 çул” ячĕллĕ культурăпа кану паркĕнче виççĕмĕш хут Акатуй иртнĕ. Унта Раççейĕн 18 регионĕнчен тата чикĕ леш енчен 600 ытла хăна килсе çитнĕ.

Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине тĕпе хурса мăчавар /Евгений Ерагин/, Аттил патша /Алексей Иванов/, ЧНК пĕрремĕш вице-президенчĕ Владимир Иванов Юпа умĕнче Пÿлĕхçĕрен пил ыйтнă, ваттисене асăннă, парне панă.

Уява пуçтарăннисем “Алран кайми” гимн юрланă хыççăн вăйă картине тăнă.

Сцена ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнланă, маттур арсем тĕрлĕ ăмăртура вăй виçнĕ, ачасем вăйă вылянă.

Чăваш мĕн авалтан хăнасене кăпăклă сăрапа кĕтсе илет, сĕтел хушшине лартса вĕри шÿрпе антарса парать. Акатуя хутшăнакансене те йăлана кĕнĕ апат-çимĕçпе сăйланă.

Мăн асатте-асанне, кукаçи-кукамай йăли-йĕркине тытса пыни тĕрлĕ çĕрте тĕпленнĕ чăвашсене пушшех çывăхлатать.

Çĕрпÿсем хăнасене хапăл

Çĕрпÿсем республика çыннисене, аякран килнĕ хăнасене хапăлласа йышăннă. Михаил Игнатьев Президент “Уй кунĕ” курава уçнă май çак вырăн пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма тата ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме пулăшнине палăртнă. Форума Раççейĕн 15 регионĕн специалисчĕсем, ял хуçалăх техникипе тата оборудованийĕпе тивĕçтерекенсем килсе çитнĕ. Куравра халăх 100 ытла хальхи машинăпа паллашнă. “Пирĕн ял хуçалăх предприятийĕсен çак техникăна туянмалла. Çапах чăн хуçа пĕтĕм япалана алăпа тытса пăхма тăрăшать. Çакăнти машинăсене шăпах курса тĕрĕслеме май пур”, - çирĕплетнĕ Михаил Васильевич. Унтан Президент Раççейре тата Германире кăларнă комбайнсен штурвалĕ умне хăй ларнă. Контракт йĕрки те, машина хакĕ те кăсăклантарнă ăна.

Çак кун тĕлне Çĕрпÿри ял хуçалăх пасарĕнче çĕнĕ павильонсем уçăлнă. Михаил Игнатьев суту-илÿ речĕсемпе паллашнă май хăйсен пахча çимĕçне сĕнекенсемпе калаçу пуçарнă, вĕсен шухăш-тĕллевне ыйтса пĕлнĕ.

Йăлана кĕнĕ Тихвин ярмăрккинче Республика кунĕпе çыхăннă ытти мероприяти йĕркеленĕ. “Раççей çăл куçĕсем” фестивале хутшăнакансен театрализациленĕ концерчĕ куракансен асĕнче нумайлăха юлни иккĕлентермест. Çи-пуç, юрă-кĕвĕ, ташă илемĕ урлă тĕрлĕ халăх культурипе, йăли-йĕркипе, наци пуянлăхĕпе паллашма май пулнă-çке.

“Манăн Республика кунĕ” фотокурав хăйне евĕрлĕхĕпе тыткăнланă. “Этнографи ялĕ” патĕнчен те халăх чарăнмасăр иртмен. Кунта районти ял тăрăхĕсен экспозицийĕсене кăтартнă. Уява килнисем ытти куравпа та хапăлласах паллашнă.

Михаил Игнатьев Президент Çĕрпÿ тăрăхĕнчи хисепе тивĕçнисене патшалăх наградисемпе чысланă. Нумай ачаллă Никифоровсен, Ершовсен, Кузьминсен çемйисене çурт хăпартма тÿлевсĕр çĕр уйăрни çинчен свидетельствăсем панă. Николай Кадикин тата Инна Иванова çамрăк специалистсене федерацин “Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” тĕллевлĕ программин йĕркипе çурт-йĕр çавăрма укçа-тенкĕпе пулăшĕç.

“Тихвин ярмăркки Чăваш Республикинче пурăнакансене кăна мар, пĕтĕм Раççейри халăха илĕртет. Çакă экономика çыхăнăвне аталантарма май парать”, - ун пĕлтерĕшне пĕчĕкренех асра тытнине çирĕплетет Михаил Васильевич.

Ярмăрккăна пуçтарăннисем чăваш апат-çимĕçне ас тивнĕ, асăнмалăх тавар туяннă, юрă-кĕвĕ итлесе киленнĕ.

Малтанлăха палăртнă тăрăх - тăватă кунра Тихвин ярмăрккинче 15 млн тенкĕлĕх тавар сутăннă. Кунта 20 пин çын ытла çитсе курнă.

Ташăпа тыткăнлакансем

Республика шайĕнче иртекен “Ай, ташлар-и?” конкурс йăлана кĕнĕ. Чăваш наци ташшин фестивалĕ аваллăха упрама тата хальхи çĕнĕлĕхе сарма пулăшать.

Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра Чăваш Енри 65 ташă ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем умлă-хыçлă тухнă сцена çине. Чи ăста ташлакана палăртма та çăмăл пулман паллах. Тÿрех 19 ушкăн çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.

Ăна вулакансем пĕлеççĕ

Республика кунĕнче каçхине Шупашкарти тĕп лапамра халăх йышлă пуçтарăннă. Гала-концерт пуçланиччен Михаил Игнатьев Президент нумай ачаллă Васильевсен тата Ларионовсен çемйисене çурт хăпартма тÿлевсĕр çĕр уйăрни çинчен свидетельство панă.

Декораципе хушма искусствăн Пĕтĕм Раççейри “Руç ăстисем” конкурс çĕнтерÿçине ноутбук тивĕçессе малтанах палăртнăччĕ. Çак тупăшăва çĕр-шывăн 18 регионĕнчи 49 ăста хутшăннă. Пирĕн ентешĕн Геннадий Степановăн ĕçне пысăка хурса хаклани уйрăмах кăмăллă. Вăл гран-прие тата Президент парнине тивĕçнĕ. Сăмах май, пир тĕртекен çак ăстапа хăй вăхăтĕнче хамăрăн вулакансене те паллаштарнăччĕ. Геннадий Афанасьевич Элĕк районĕнче çуралнă, халĕ Шупашкарта пурăнать, пир-авăр комбинатĕнче ĕçлет. Пĕчĕкренех çыхма, тĕртме, тĕрлеме, çĕлеме пĕлнĕ вăл. Халăх фольклорĕн “Уяв” ансамблĕн йышне кĕнĕренпе те 20 çул ытла иртнĕ. Сцена ăстисен çи-пуçне те арçын хăех ăсталать.

Конкурс вăхăтĕнче Геннадий Степанов шурă ал шăлли тĕртнĕ, ăна несĕлĕмĕрсен çĕр çинчи, аялти, çÿлти пурнăçне кăтартакан эрешсемпе илемлетнĕ. Çав вăхăтрах композицин виçĕ пайне чăваш çĕрĕ çитĕнтернĕ космонавтсене халалланă. Варринчи эреш Андриян Николаевăн пурнăç çулне сăнлать. Айккинчи икĕ йĕре Муса Манаровпа тата Николай Бударнинпа çыхăнтарнă.

Уяв - савăнма кăна мар

Республика кунĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарас килет. ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин палăртнă тăрăх - “Регионсем - пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси” курава Раççейри 28 регион тата чикĕ леш енчи 10 çĕр-шыв представителĕ хутшăннă. Кунта 300-е яхăн экспозици тăратнă. Курав вăхăтĕнче килĕшÿсене алă пусса çирĕплетнĕ. Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ, тĕслĕхрен - 5 млн тенкĕлĕх, “Агромашхолдинг” АУО 7 млн тенкĕлĕх контракт тунă. Пĕтĕмшле илсен çакăнта 750 млн тенкĕлĕх продукци тăратма, 1,5 млрд тенкĕлĕх малашнехи ĕçсем пурнăçлама килĕшÿсем тунă.

“Шупашкарти экономика IV форумĕ 40 млрд ытла тенкĕлĕх тупăш кÿчĕ”, - çирĕплетнĕ Иван Моторин.

Республика кунне уявланă вăхăтра Шупашкарта тата районсенче çĕнĕ объектсем уçăлнă. Комсомольски районĕнче, тĕслĕхрен, “Кĕтне” физкультурăпа спорт комплексĕ ĕçлеме пуçланă. Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел салинче пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕ хута кайнă. Вăрмарти Порфирьев урамĕнче 24 хваттерлĕ çурт туса пĕтернĕ. Çĕрпÿре 120 хваттерлĕ çуртăн 6 подьездĕнчен 3-шне ĕçе кĕртнĕ. “Органика” суту-илÿ вырăнĕсен республикăри сечĕн пĕрремĕш лавкки ĕçлеме тытăннă. Чылай тăрăхра автомобиль çулĕсене юсаса çĕнетнĕ.

Унсăр пуçне Шупашкарта “Метро” суту-илÿ комплексĕн никĕсне хывнă. Муркаш районĕнчи “Путь Ильича” хуçалăхра 1000 ĕне вырнаçтармалăх комплекс хăпартма пуçланă.

Çĕрпÿри “Уй кунĕ” курав-демонстраци вăхăтĕнче 156 млн тенкĕлĕх контракта алă пуснă.

Çĕртме уйăхĕн 23-24 мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен IV фестивалĕ халăха илемĕпе тыткăнланă. Уява Беларуçри, Казахстанри, Питĕрти, Челябинскри, Шупашкарти пиротехника предприятийĕсем хутшăннă. Дзержинскри “Кальвин” ООО команди гран-прие тивĕçнĕ.


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика