Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.07.02 «Эсир паян – пурте çĕнтерÿçĕсем…» (Хыпар)

image #1892Ачасемпе çамрăксене патриот воспитанийĕ парас тĕлĕшпе пирĕн республикăра нумай ĕçлеççĕ: юлашки вăхăтра кăна тĕрлĕ шайра  500 ытла мероприяти, çар темипе конкурссем, пултарулăх фестивалĕсем тăтăш иртрĕç.

Уйрăмах çамрăк армеецсемпе çамрăк космонавтсен юхăмĕсем вăй илчĕç. Мĕншĕнни паллă: Чăваш çĕрĕ Совет Союзĕпе Раççейĕн вун-вун Паттăрне çуратса ÿстернĕ, виçĕ космонавта тĕнче уçлăхне ăсатнă. «Зарницăпа» «Орленок» вăййисене кăçал 43-мĕш хут ирттерни те çакна ĕненмелле çирĕплетет. Çитĕ­некен ăру питĕ кăмăллакан вăйăн финалĕ унччен Комсомольски, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне, Муркаш тата ытти районпа Çĕмĕрле хулинче иртнĕ, кăçалхи Канаш районĕнчи А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ лагерь çывăхĕнче, вăрман ĕшнинче пулчĕ. Унта районсемпе хуласен тапхăрĕнче çĕнтернĕ 74 команда е 1200 арçын ачапа хĕр ача мала тухассишĕн тупăшрĕ. Вĕсем - республикăри шкулсен пĕрлештернĕ командисем, çарпа патриот клубĕсем, пуçламăш професси пĕлĕвĕ паракан училищĕсем, кадет класĕсем. Çар çыннин йĕркипе ачасем ултă кун пурăннă. Паллах, аслисем асăрхаса, сăнаса, пулăшса тăнă. Кашни кун - тупăшу, ăмăрту, ăс-хакăл турнирĕ, чăтăмлăх тĕрĕслевĕ. Кунта стройпа утасси те, алă вĕççĕн çапăçăвăн мелĕсене кăтартасси те, йывăр лару-тăруран тухасси те кĕнĕ. Программăн пысăк пайне Космонавтика çулталăкне тата 2014 çулти хĕллехи Олимп вăййисене халалланă. Кашни финалист кăçал уйрăм экзамен тытнă: кăмăл-туйăм çирĕ­п­­лĕхне кăтартнă. Кĕскен каласан - «вутра та çунман, шывра та путман».

Республикăри çамрăк армеецсен «Зарницăпа» «Орленок» вăййисен 43-мĕш финалне хупма Çавал хĕрринчи лапама Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, республикăри çар комиссарĕ Александр Мокрушин полковник, Канаш район пуçлăхĕ Иван Ивановпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, ытти яваплă çынсем çитрĕç. Плацра - çамрăк армеецсен отделенийĕсем. Пурте - ку е вăл çивĕч тупăшура тата пĕтĕмĕшле кăтартусемпе мала тухнисем. Чыслав пуçланиччен республика ертÿçи палаткăсен хулипе, унта 6 кун пурăннисемпе паллашрĕ, кăмăл-туйăмпа кăсăкланчĕ. Палăртнă вăхăтра çар команди янăраса кайнă хыççăн шăпланса тăнă строй умне Михаил Игнатьев Президент тухрĕ: «Эсир паян - пурте çĕнтерÿçĕсем: кашниех хăйне хăй çĕнтерчĕ. Кам - наянлăхне, кам - «паян мар тăк ыран та юрĕ-ха» текен ăнлава, кам - шиклĕхне. Эсир пурте çамрăк салтак курсне тивĕçлипе вĕçлерĕр, юлташлăх, туслăх туйăмне çирĕплетрĕр. Çакăнта иртнĕ 6 кун хушшинче эсир çирĕпленнĕ, вăйланнă, хастарланнă, çĕнĕ туйăмсемпе киле таврăнатăр. Вăл сире малашнехи тĕллевсем патне çирĕппĕн утăмлама хавхалантарĕ. Эпир вара сире татах ÿсме, аталанма мĕн пур май туса парăпăр...»

«Зарницăпа» «Орленок» - патриот воспитанийĕн чăн-чăн шкулĕ. Шупашкарта пурăнакан Владислав Бондаренко та хăй вăхăтĕнче çак вăйăсене хастар хутшăннă, каярахпа, çĕр-шыв умне хăрушлăх тухса тăрсан, Чернобыльти АЭС синкерне сирме хастар хутшăннă. Хăюлăхпа хастарлăхшăн ăна Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн «Паттăрлăхшăн» орденпа чысланă. Михаил Васильевич асăннă наградăна Владислав Владимировича пачĕ. Кайран финалта мала тухнисене чысларĕç. Чăваш Ен Президенчĕн Кубокне Канаш хулинчи 6-мĕш вăтам шкулăн çамрăк армеецсен отделенийĕ теори конкурсĕ­нче çĕнтернĕшĕн тивĕçрĕ. «Зарница» тата «Орленок» вăйăсенче малти виçĕ вырăна тухнисене Михаил Игнатьев Президент Кубок, диплом тата медальсем пачĕ. Палăртма кăмăллă: «Зарница» ушкăнра Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн çамрăк армеецĕсем çĕнтерчĕç.

Вĕсем Екатеринбургра иртекен спортăн çар тата техника енĕсен тупăшăвĕнче тăван республикăн чысне хÿтĕлĕç. Тата - çитес çулхи вĕренÿ çулĕнче Пĕтĕм Раççейри ачасен «Орленок» центрĕнче канма путевкăсемлĕ пулса тăчĕç.

Финалта мала тухнисен йышĕнче: «Орленок» ушкăнра - Канаш хулинчи 6-мĕш вăтам шкулăн çамрăк армеецсен отделенийĕ /иккĕмĕш çĕнтерĕвĕ/, «Çарпа патриот клубĕсенчен» - Шупашкарти «Каскад» çарпа патриот пĕрлешĕвĕ, «Кадетсем» ушкăнра - Канаш районĕнчи Янкăлчри Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ вăтам шкулти «Çĕнтерÿ» кадет класĕ, «Професси училищисем» ушкăнра - Сĕнтĕрвăрринчи 28-мĕш професси училищин çамрăк армеецĕсем. Вĕсемех «Зарница» тата «Орленок» финал вăййисене хупрĕç.

Юрий СТЕПАНОВ



 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика