Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.06.27 Акатуй! Сăваплă туй! (Хыпар)

Республика кунĕ - пĕтĕм тĕнчери йăхташăмăрсен кĕтнĕ уявĕ. Çавна май вĕсем кашни çулах хăйсен тĕп килне - Чăваш çĕр-шывне - пухăнаççĕ. Республика кунĕнче Акатуй ирттерме пуçлани вара пирĕ­н­­шĕн темрен паха. Ку уявра эпир чун каниччен чăн чăвашла юрлатпăр, ташлатпăр, пĕр кăкран тухнă тăванăмăрсемпе курса калаçатпăр.

Уяв умĕн, пĕр кун маларах, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта хускатнă тĕп ыйтусенчен пĕри, паллах, Акатуйпа çыхăннă.

- Акатуй пирĕн несĕ­лĕ­мĕр­­­семшĕн уяв çеç мар, хăйне майлă пĕтĕмлетÿ, пĕлтерĕшлĕ пулăм шутланнă. Ăна ирттернĕ хыççăн чăваш пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă тесен те юрать.

Ĕлĕк акана тухас умĕн ваттисем çĕр чавса çăмарта хунă. Çакă чăваш халăхĕ аталантăр, нумай ача çуралтăр тенипе çыхăннă, - палăртрĕ ЧНК ĕçтăвкомĕн ертÿçи Константин Портнов.

Паян пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, Акатуй еплерех пĕлтерĕшлĕ? Ăна тивĕçлипе хакласа кирлĕ шайра ирттереетпĕр-и-ха? Тем тесен те ку ĕç йĕркеленсе çитнĕ теме иртерех. Çакăн пирки те сахал мар калаçрĕç. Мероприятие ЧНК президенчĕ Геннадий Архипов ертсе пычĕ.

«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев республика шайĕ­нче Акатуй йĕркелесси пирки пĕрре мар ыйту хускатнине палăртрĕ.

- Эпир хальлĕхе ку уява Сабантуй шайĕнче ирттерме вăй çитереес çук. Тен, пирĕн тĕллевлĕ «Акатуй» фонд туса хумалла? Унăн çулталăк тăршшĕпех çак ыйтупа ĕçлемелле, укçа пухмалла. Хамăрăн этнографсене, фольклорçăсене тата ытти ăстана явăçтармалла. Фонд йĕркелени республикăмăрăн влаç тытăмĕсене Акатуй ирттерме пулăшĕччĕ, - терĕ Алексей Петрович.

Эдуард Бахмисов тавра пĕлÿçĕ пирĕн Республика кунне пухăнакан халăха ытларах хамăрăн йăла-йĕ­­ркепе, культурăпа паллаштармалли пирки сăмах хускатрĕ.

- «Раççей çăл куçĕсем» - кирлĕ фестиваль. Анчах шел, кунта килекенсенчен нумайăшĕ пирĕнне нимĕ­нех те илсе каймаççĕ. Хамăр та нимĕн те ыйтмастпăр. Чăваш Ене хапăл тăвакан халăхсен çи-пуçĕн музейне йĕркелеме май пур-çке. Мĕн тери пуян коллекци пулĕччĕ.

ЧНК пуçарăвĕпе, Шупашкар хула администрацийĕ пулăшнипе ĕнер тĕп хуламăрти «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче виççĕмĕш хут Акатуй иртрĕ. Унта çĕр-шывăмăрăн 18 регионĕнчен - Пушкăртстанран, Тутарстанран, Мурманскран, Эрĕнпуртан, Красноярскран, Чĕмпĕртен - çавăн пекех Беларуçран тата ытти çĕртен 600 ытла хăна хутшăнчĕ. Чăваш Енĕн тĕрлĕ районĕ те уява хапăл турĕ.

Чăн малтанах мăчавар /Евгений Ерагин/, Аттил патша /Алексей Иванов/, çавăн пекех ЧНК пĕрремĕш вице-президенчĕ Владимир Иванов чăваш халăхне халалласа лартнă Юпа умĕнче «Хура халăх çăкăр-тăвартан ан татăлтăр, чăвашсем йышлансах пыччăр» тесе Аслă Турăран ыйтрĕç, тав турĕç, ваттисене асăнчĕç, парне кÿчĕç.

Акатуй уçланкинче пурте пĕрле чăваш халăхĕн «Алран кайми» гимнне юрланă хыççăн вăйă картине тăчĕç. Акатуй ялавĕ вĕлкĕшме пуçларĕ. Республика Гимнĕ янăраса кайрĕ.

ЧНК президенчĕ Геннадий Архипов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Черкесов сцена çине хăпарчĕç. Геннадий Николаевич пурне те уяв ячĕпе саламланă май кашни çулах паянхи пек пĕрле пухăнасса шаннине палăртрĕ. Хула пуçлăхĕ Акатуй ирттерме 300 пин тенкĕ уйăрнине çирĕплетекен сертификат пачĕ.

Сцена çинче республика тулашĕнчен килнĕ ентешĕмĕрсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарма пуçларĕç, арсем кĕрешме, çамрăксемпе ачасем вăйă выляма пикенчĕç, каруççелпе ярăнчĕç. Пурне те кăпăклă сăрапа, шÿрпепе сăйларĕç. Хĕвеллĕ уçланкăра пĕр кăкран тухнă йăхташăмăрсем пĕрле пухăнни çитмĕл те çичĕ чечек пĕр харăссăн çурăлнăн пекех туйăнчĕ.

Акатуя пухăннă ентешĕмĕрсен шухăш-кăмăлне пĕлер-ха:

Николай Рыбаков, Эрĕнпур облаçĕнчи Грачев районĕнчи Чулçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Чăвашсем пĕрле пухăннине курсан чун савăнать. Эпир - «Нарспи» фольклор ушкăнĕ - Влас Иванов-Паймен çыравçăн тăван тăрăхĕ­­­нчен килнĕскерсем, паян ыттисене хамăрăн пултарулăхпа паллаштарасшăн. Кунти чăвашсемпе Акатуйра çеç мар, ахаль чухне те тĕл пулатпăр. Шупашкарти педколледжра, сăмахран, Эрĕнпур çамрăкĕсем çирĕмĕн ăс пухаççĕ. Ял шкулĕнчи ачасем валли учебниксем те илме килетпĕр. Шел, тăван чĕлхепе литературăна вĕсем факультативра çеç вĕренеççĕ. Апла пулин те ялта тăван чĕлхепе пуплеççĕ, облаçра «Чапай» чăваш ресторанĕ пур.

Елена Степанова, Пушкăртстанри Кармаскала районĕнчи Сихун ялĕнчи «Çеçпĕл» фольклор ушкăнĕн ертÿçи:

- Пирĕн коллектив «пиçсе» çитнĕ теме пулать. Вăтăр çул каялла йĕркеленнĕскер Акатуя виççĕмĕш хут килме тивĕçрĕ. «Тĕп» киле килсе йăхташăмăрсемпе курнăçни мĕне тăрать! Хамăрăн аваллăха манас марччĕ, малашне те пĕрле пухăнасчĕ.

Раиса Садакова, Мурманск хулинчи Чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи:

- Пирĕн хулара - 854 чăваш. Кировск тата Апатит хулисен хушшинче вара - 2 пин ытла. Ытларах - Хĕрлĕ Чутай районĕнчен куçса кайнисем. Ялсенче тăван чĕлхепе пуплетпĕр, чăваш шкулĕсем пур. Çулталăкра пĕрре халăх уявĕ ирттеретпĕр. Чăваш Енре чăвашлăх хĕлхемĕ нихăçан та ан сÿнтĕрччĕ. Кунтан аякра тĕпленнĕскерсене малашне те çунат хушма вăй-хăват парса пытăрччĕ.

Палăртса хăварар: çĕртме уйăхĕн 24-мĕ­шĕнче Акатуй уçланкинчен инçех мар кăçалхипе вуннăмĕш хут «Туслăх кăшăлĕ» фестиваль те иртрĕ. Унта Чăваш Енре пурăнакан вун икĕ халăхăн çирĕм ытла коллективĕ хутшăнчĕ.

Татьяна Кротова.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика