Паян республикăн тĕп хулинче пысăк тепĕр уяв - Акатуй - иртет. Вăл «Шупашкар: 500 çул» паркра кăçал виççĕмĕш хут пулать. Чăвашсен ĕмĕртен ĕмĕре пыракан сумлă та пысăк çак уявне Чăваш наци конгресĕ Шупашкар хула администрацийĕпе пĕрле йĕркелет.
Чăвашсен тĕнчипе паллă çынни Геннадий Волков академик пурте пĕлекен тепĕр педагогпа Василий Сухомлинскипе туслă пулнă, унпа тачă çыхăну тытнă. Василий Александрович чăваш халăхĕн историйĕпе йăли-йĕркипе тĕплĕн паллашнă хыççăн Геннадий Никандрович патне çыру çырнă: «Тĕлĕнмелле пуян кăмăл-сипетлĕ, культурăллă халăх! Чăваш халăхĕнчен ыттисен вĕренмелли темĕн чухлех...»
Василий Сухомлинский тĕлĕ-нĕвне эпĕ Чăваш наци конгресĕнче Акатуй ирттересси çинчен чăваш халăх йăли-йĕркине тĕпчекен Евгений Ерагин мăчаварпа калаçнă чухне аса илтĕм. «Акатуй евĕрлĕ, ăна çывăхрах уявсем ытти халăхăн та пур, - терĕ вăл. - Анчах чăвашсенни пек хăйĕн шухăшĕпе, тĕллевĕпе тата курăмлăхĕпе чылай малта тăраканни çук». Ку чăнах та çапла. Кирек кам та чăваша хак панă чухне ĕçченнине палăртать. Пирĕн халăхăн ĕçченлĕхĕ ăçтан пулнă-ха? Кунта нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Çĕр! Чăваш çынни - çĕр ĕçченĕ. Çак пахалăх, çак туртăм, çак хаклав ĕмĕртен ĕмĕре пырать. Çĕр вара наяна юратмасть. Ĕçчен çын çеç çĕрпе туслашма пултарать, унсăрăн вăл нимĕн те çитĕнтереймест. Чăвашшăн çĕр çимĕç çитĕнтерекен тăпра çеç пулман, вăл ăна чĕрĕ çын, турă вырăнне хунă. Ăна хисепленĕ, юратнă. Ака ĕçĕ вара пуçламăшсен пуçламăшĕ пулнă. Чăвашсем уява малтан акана тухас умĕн ирттернĕ. Хире тухса чÿк тунă, çĕре пуç çапнă, унран тухăçлă тыр-пул, ырă пурнăç ыйтнă май тăпрана çăмарта хунă. Мĕншĕн? Кунта, Василий Сухомлинский калашле, чăваш халăхĕн иксĕлми кăмăл-сипет пуянлăхĕ «пытаннă». Вăрлăхран тырă çеç пулать, çăмартаран - чăх-чĕп... Хирти йăла-йĕркепе ирттернĕ хыççăн арçын тытнă суха пуçа ялти хĕрсем туртнă, ял йĕри-тавра çаврăннă. Пирĕн халăх акара хывакан вăрлăх пек вăрлăхлантăр, йышлантăр, ял пек аслă та сарлака пултăр тенĕ. Е тата пурте алла-аллăн тытăнса вăйă картине тăрса халăх юррисене хăватлăн янăраттарни, кашни килтен хитре тутăрсем пухса чи чаплă тĕрĕллине кĕрешÿçĕсен ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ паттăра парнелени... Çаксен пĕлтерĕшĕ, наци туйăмлăхĕн сĕмĕ, воспитани витĕмĕ епле пысăк пулнине нимпе те танлаштараяс çук. Акатуй йăли-йĕркиех, тен, чăвашсен йышне çултан-çул ÿстерсе пынă - вун-вун пинрен, çĕр-çĕр пинрен, миллионран ирттернĕ...
Шел, паян пачах урăхла - чăвашсен йышĕ çултан-çул чакать. Тен, Акатуй пек йăла-йĕркене, уявсене манса пынипе çыхăннă çакă? Ара, ĕлĕк çав уявсем кашни ялта çуллен иртнĕ-çке. Халĕ те ирттеретпĕр-ха. Анчах ытларах чухне район шайĕнче. Республика шайĕнче вара пачах та йĕркелеме пăрахнă. Çакна шута илсе Чăваш наци конгресĕ чăвашсен сумлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ çак уявне тепĕр хут çĕклеме йышăнчĕ. Кăçалхи Акатуя çĕнĕ сĕм кĕртсе ĕлĕкхилле ирттересшĕн: çĕре пуç çапса, суха пуçпа, юлан утпа, вăйă картипе...
Константин Портнов.