Çĕртме уйăхĕн 20-24-мĕшĕсенче Раççейĕн хальхи историйĕн патшалăх тĕп музейĕпе Чăваш наци музейĕ «Этем - Çемье - Тăван çĕр-шыв. Музей ĕçне интерпретацилессин çивĕч ыйтăвĕсем» ăслăлăх практика конференцийĕ ирттереççĕ. Ăна Республика кунне халалланă.
Чăваш Ене Раççейĕн хальхи историйĕн патшалăх тĕп музейĕн, Раççей политика историйĕн патшалăх музейĕн, Космонавтикăн асăну музейĕн специалисчĕсем, çавăн пекех Раççейĕн 16 регионĕнчи - Мускаври, Санкт-Петербургри, Челябинскри, Тюменьти тата ытти - музейсен представителĕсем килсе çитнĕ. Вĕсем музейсен ĕçĕ-хĕлĕнчи çивĕч ыйтусене сÿтсе яваççĕ, халăха историпе культура еткерне упрама, хаклама хăнăхтарасси çинчен, çĕр-шыв, регион, çемье, уйрăм çын историйĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннине музей урлă уçса парасси пирки калаçаççĕ.
Çак тапхăрта хăнасем тĕп хуламăрти В.И.Чапаев, Çĕнĕ Шупашкарти ÿнер, Улатăрти тавра пĕлÿ музейĕсенче, «Бичурин тата паянхи кун» музейре, СССР космонавт летчикĕн А.Г.Николаевăн асăну комплексĕнче пулса курĕç.
Конференци ытлари кун Чăваш наци музейĕнче уçăлчĕ. Унта ЧР культура министрĕ Роза Лизакова, Раççейĕн хальхи историйĕн патшалăх тĕп музейĕн директорĕн çумĕсем Надежда Царевăпа Тамара Казакова, Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова тата ыттисем хутшăнчĕç. Роза Лизакова пурне те мероприятие пухăннăшăн тав турĕ, ЧР Президенчĕн Михаил Игнатьевăн салам çырăвĕпе паллаштарчĕ. «Халăх культурине сыхласа хăварса ăна малашнехи ăрусем патне çитерессишĕн, тăван историе халăха явăçтарассишĕн музей ĕçченĕсем сахал мар тăрăшаççĕ. Вĕсене аваллăхпа паянхи пурнăçа çыхăнтаракан вăчăрапа танлаштарма пулать. Ку конференци кирлĕ те çивĕч ыйтусен хуравĕсене тупма пулăшасса шанас килет», - палăртнă Президент.
Паянхи музей тытăмĕнчи лару-тăрупа паллашас тĕллевпе Тамара Казаковăна «Хыпар» «тĕпелне» чĕнтĕмĕр.
- Çакăн йышши конференцисене мĕн тĕллевпе ирттереççĕ?
- XXI ĕмĕрти музейсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - историпе культура еткерне сыхласа хăварса ăна паянхи ăрăва хаклама хăнăхтарасси. Конференци вара шăпах çивĕч çак ыйтусене татса парса пĕтĕмлетÿ тума пулăшĕ. Ку мероприятие çулсерен тĕрлĕ регионта йĕркелетпĕр.
- Хальхи музейсен тĕп тивĕçне мĕнре куратăр?
- Темиçе çул каялла пире музей наци кун-çулĕн историйĕн управçи тесе вĕрентетчĕç, халĕ вăл çак тивĕçпе çеç çырлахмасть. Паян Раççейри музейсем çынсене тĕрлĕ халăх культурипе, йăли-йĕркипе, хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштараççĕ. Халăх тавра курăмне анлăлатма пулăшаççĕ.
Итали, Китай, Çĕнĕ Зеланди çĕр-шывĕсенче пулма тÿр килнĕччĕ. Унта музейсем ирхине 8 сехет те 30 минутра уçăлаççĕ. Мĕншĕн? Кунти музейсем ирех шкул ачисемпе тулаççĕ иккен. Китайри техника музейĕсенче вара ура пусма та вырăн çук.
- Музейсене çÿрекенсен йышĕ ÿсет теме пулать-и?
- Вăрттăнлăх мар, паян вĕсен «выçă» ларас мар тесен хăйсен ĕçлесе илме тивет. Ку тĕлĕшпе регионсенчи музейсене /халăх йышĕ пĕчĕк пулнăран/ - Мускаври, Санкт-Петербургрипе танлаштарсан - самай йывăр. Çынсене илĕртес тесен вара çĕнĕрен те çĕнĕ программа, проект хатĕрлемелле. Çакă музейсене çеç мар, нацин культура шайне те ÿстерме пулăшĕ.
Юлашки 20 çулта хăш-пĕр музее çÿрекенсен йышĕ ÿсни сисĕнет. Калăпăр, Мускаври А.С.Пушкин ячĕллĕ тата XIX ĕмĕр вĕçĕнчи ÿнерçĕсен музейĕсене лекес тесен черет тăмалла. Шел, пур çĕрте те апла мар.
- Раççейри культурăпа искусство çурчĕсем умĕнче çивĕч еплерех ыйтусем пур?
- Çак кунсенче Пензăра пулма тÿр килчĕ. Вăл - кĕпĕрне хули. Унти тĕп музей халĕ те кризисра. Анчах унăн фондĕнче - çав тери пуян коллекци. Самарта, Саратовра, Екатеринбургра та лару-тăру çакнашкал. Вĕсене пулăшас тĕллевпе çĕр-шывра конкурссем, фестивальсем йĕркелеççĕ. Музейсем тĕрлĕ проект хатĕрлесе Раççей Президенчĕн гранчĕсене çĕнсе илеççĕ.
Паянхи çивĕч ыйтусенчен пĕри - ведомство тытăмĕнчи музейсем хупăнни. Çавна пулах, сăмахран, Юрий Гагарин космонавтăн кун кĕнекисене, вăл çĕр çине аннă капсулăна ют çĕр-шывсене сутнă. Ку - калама çук пысăк çухату.
Телее, çĕнĕ музейсем те уçăлаççĕ. Пĕлтĕр вырăссен паллă поэчĕ Евгений Евтушенко хăйĕн картинисен коллекцийĕнчен, архивĕнчен тата ытти япалинчен музей йĕркелерĕ.
Муниципалитет музейĕсем хупăннă тĕслĕх те сахал мар. Çакă йăлтах - чиновниксем ăнланманнине пула.
Çивĕч тепĕр ыйту - экспонатсене упрама вырăн çукки. Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова сирĕн республикăри пур музей валли ятарлă çурт уйăрма палăртнине пĕлтерчĕ. Ку, паллах, пирĕншĕн те усăллă шухăш.
Хальхи ăру музейсене, культурăн ытти учрежденине çÿретĕр тесен вĕсем мĕнпе кăсăкланнине шута илмелле. Тĕслĕхрен, çывхарса килекен паллă пĕр-пĕр куна, пулăма халалласа музейре çеç мар, уçă сывлăшра та курав, экскурси йĕркелемелле. Вĕсене электрон мелĕпе хатĕрлесен те аван. Студент кирек хăш вăхăтра та музее килсе хăйне кирлĕ выставкăна курма, материалпа усă курма пултартăр. Чăваш наци музейĕпе унăн филиалĕсем çак тĕлĕшпе ыттисемшĕн - ырă тĕслĕх.
Татьяна Кротова.