Чăваш Ен тĕп хули Пĕтĕм Раççейри декораципе хушма искусство енĕпе иртекен «Руç ăстисем» конкурса тăххăрмĕш хут йышăнчĕ. Вăл ĕнер Чăваш наци музейĕн картишĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ.
Çĕр-шывăн 18 регионĕнчен тата хамăр республикăран килсе çитнĕ 60 ытла ăстана ăнăçу сунса ЧР культура министрĕ Роза Лизакова, конкурсăн жюри председателĕ - декораципе хушма тата халăх искусствин Пĕтĕм Раççей музейĕн ÿнер искусствин пай пуçлăхĕ Светлана Исраэлова, ыттисем саламларĕç. «Уяв», «Эревет», «Сипет», «Çĕньял», «Родные просторы» фольклор коллективĕсем тата ача-пăча «Эревет» кăтартуллă ансамблĕ, «Суварята» ташă ушкăнĕ чăваш, вырăс юррисемпе, ташшисемпе савăнтарчĕç.
Конкурса кăçал Космонавтика çулталăкне халалланă. Çĕр-шыври паллă ăстасем - тăм теттепе пусма пукане тăвакансем, йывăç касса илемлетекенсем, пир тĕртекенсем, наци тĕррине «чун» паракансем, ыттисем - ятарласа палăртнă вăхăтра - сакăр сехет хушшинче - çав енĕпе ĕçлерĕç. Çĕнтерÿçĕсен ячĕсене паян асăнĕç, ЧР Президенчĕн Михаил Игнатьевăн парнине - ноутбука - халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕн гала-концертĕнче парĕç.
Хăнасемпе, конкурса хутшăнакансемпе вулаканăмăрсене çывăх паллаштарас килет. Пытармастăп: пурте тивĕçлĕ çак чыса. Кашнин ĕçĕ - аваллăхăн упранса юлнă тĕрĕ тĕслĕхĕ е хальхи вăхăтра вăй илнĕ сцена тумĕ, е тата ытти илем - пурте хăй патне туртать.
«Волгоград облаçĕ» тенĕ паллăран иртсе кайма хăю çитереймерĕм. Çак чатăр хуçи - Ирина Шикова. Пусма çине вырăс çĕввисене «чун» кĕртет, вĕсемпе пуканесене илемлетет. Ирина Владимировна çакăнпа çеç лăпланса пурăнмасть. Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсене, космонавтикăпа çыхăннă халап-юмаха тĕрĕ мелĕпе ĕмĕрлетме тĕв тытнă. Çав пуянлăха ятарлă кĕнекене вырнаçтарнă. Вулаканăм, эрешленĕ сас паллисенчен çуралнă çак кăларăма хамăн алăпа тытса куртăм! Ирина Владимировнăран çакна пĕлтĕм: вăл Шупашкар пирки мухтаса калаçнине тахçанах илтнĕ иккен, çавăнпа хăй куçĕпе курса ĕненес тенĕ. «Питĕ килĕшет, - терĕ вăл йăл кулса. - Залив уйрăмах илĕртÿллĕ».
Çак сăмахсене Дагестан Республикинчи Унцукуль ялĕнчи Нахи Курбановăран та илтрĕм. Сăмах май, асăннă конкурса Кавказ тăрăхĕнчи ал ĕç ăстисем пуçласа хутшăнчĕç. Çавна май Нахирен унти маçтăрсем пирки каласа кăтартма ыйтрăм.
- Халăх ремеслипе пĕчĕк ушкăнсемпе - çемье йышĕпе - ĕçлетпĕр. Хамăрăн вăрттăнлăха ыттисен хушшинче сармастпăр, йăхран-йăха вĕрентсе пыратпăр. Пирĕн йăхра, сăмахран, манăн çывăх тăван Магомед Магомедалиев уйрăмах пултаруллă, конкурсра унăн хутшăнмаллаччĕ. Халĕ Турцири куравра пулнăран манăн килме тиврĕ. Эпĕ çакăншăн хĕпĕртетĕп кăна. Шупашкара тата та килсе курас кăмăл пур, - терĕ Нахи Курбанова.
Акă унăн ĕçĕсем çине /вĕсене пурне те йывăçран касса кăларнă/ пăхатăп та тĕлĕнетĕп: епле мăнаçлă вĕсем, çак хатĕрсем - кăкшăмсем, куркасем, хĕçсем, çĕçĕсем... Çыннисенчи мăнаçлăх, çирĕплĕх ĕçĕсене те куçнă тейĕн. Нахирен тата çакна та пĕлтĕм: Дагестанра ачасене 4-5-мĕш классенчех халăх ремеслипе паллаштарма пуçлаççĕ. Хăй вара ку енĕпе пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнă Гамзат Газимагомедов вĕрентекене халĕ те чун-чĕререн тав тăвать.
Инçетри хăнасен шутĕнче - Бурят Республикинчен килнĕ Наталья Нестеренко. Çук, бурят пики мар вăл. Кивĕ йăласене пăхăнса пурăнакан йăхран. Ун çинчи тум та вĕсенех-мĕн. Мана вара çав çи-пуç темшĕн чăваш хĕрарăмĕн тумне аса илтерчĕ.
Калмăк Республикинчи Валентина Басанговăпа Наталья Леджанова наци çĕввипе - «зег» ятлăскерпе - усă курса авалхи тĕрĕ ĕмĕрне малалла тăсаççĕ. Çак ăстасем пĕлтернĕ тăрăх - «зег» калмăксен вырăнтан вырăна куçса çÿренĕ пурнăçĕ, çеçен хирти курăкпа чечек, тÿпери хĕвелпе çăлтăр, ытти пирки те «вуласа» пĕлме пулăшнă.
Çак «çырулăх» чăваш тĕрринчен уйрăлса тăрать пулин те - маншăн та хаклă. Унта - тĕнче цивилизацийĕн ахах-мерченĕ-çке.
Юнашарти чатăрсенче - чăваш ĕçĕсем: сурпансем, кĕскесем, сарăсем... Шулам, еккĕн, хăнтăсла, ытти çĕвĕпе «чунлă» пулнă тĕрĕсем. Вĕсен хуçисем - Анастасия Андреева, Татьяна Шаркова, Светлана Матвеева... Нина Ермолаева вара эрешлесе пир тĕртет. Çак ĕçе ăна Валентина Минеевăпа Александра Ильбекова вĕрентнĕ. Халĕ хăй мастер-классем ирттерет.
Ĕнер Шупашкарта халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕ те уçăлчĕ. Паян унăн гала-концерчĕ иртĕ.
Надежда Смирнова.