Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.06.24 Республика пуласлăхĕ - инновацие аталантарнинче (Хыпар)

Ĕнер Шупашкарти «МТВ-Центрта» Чăваш Республикин патшалăх уявне - Республика кунне - халалланă «Регионсем - пĕр-пĕринпе

килĕштерсе ĕçлесси» регионсен хушшинчи XVIII курав уçăлчĕ.

Производство предприятийĕсем, обществăсемпе ведомствăсем, хуçалăхсем, вĕренÿ заведенийĕсем, ыттисем те экспозицисем хатĕрленĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев кашни экспозиципе, делегатсен шухăш-кăмăлĕпе паллашрĕ, «Раççей экономики: ÿсĕм технологийĕсем» форум ĕçне хутшăнчĕ.

Куравра тата форумра Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ çулленех хастарлăхпа палăрать.

- Кунта мĕн пур производство куç умĕнче. Малашне усă курма тивĕçлĕ çĕнĕ технологисемпе паллашатăн, - терĕ Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Вячеслав Александров. - Эпир экономикăра пулса иртекен пур улшăнăва та тимлĕ сăнатпăр, ЧР Экономика министерствипе, предприятисемпе тачă çыхăнса, килĕштерсе ĕçлетпĕр. Республика экономики ÿсĕмлентĕр тесе клиентсен ыйтăвне вăхăтра тата туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр. Республика пуласлăхĕ инновацие аталантарнинчен килнине лайăх ăнланатпăр, вăл малалла кайма çул уçать. Клиентсем çулсерен хушăнса пыни пире савăнтарать.

Мероприяти «Чăвашавтоçул» АУОшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Форума пула республика тулашĕнче те çыхăну çирĕпленет, - пĕлтерчĕ унăн генеральнăй директорĕ Александр Волков. - Çул-йĕр юсама Ульяновск облаçне те пулăшатпăр. Çак кунсенче пирĕн рабочисем Саранскра вăй хураççĕ. Çĕнĕ партнерсем тупăнни кама ан савăнтартăр?»

Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ кăçалхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче 70 çул тултарнине паллă тума хатĕрленет. Хăнасене предприятипе çывăхрах паллаштарас тĕллевпе кунта ĕçлекенсем лайăх экспозици хатĕрленĕ. «Пирĕн тавара ытти регионта та хапăл туянччăр тетпĕр. Форума хутшăнакансем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлессине анлăрах сарччăр. Кунта «Экспо-Контур» курав комплексĕнчен хăтлăрах, илĕртÿллĕрех», - терĕ пĕрлешĕвĕн техника директорĕн çумĕ Владимир Тигаев.

12 лаптăкра пĕр харăсах «çавра сĕтелсем» ĕçлеме тытăнчĕç: «Чăваш Ен электротехники - ÿсĕм технологийĕ», «Ял хуçалăх культурисене çитĕнтерес ĕçри ресурс перекетлекен технологи тата техника. Мелиораци çĕрĕсен малашлăх аталанăвĕ»...

Республика ертÿçи «Теорирен практика патне - нанотехнологи сферинче инноваци бизнесне туса хурасси» темăна халалланă «çавра сĕтеле» хутшăнчĕ. Михаил Васильевич Санкт-Петербургра анчахрах Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕ иртни çинчен пĕлтерчĕ. Унта РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев çĕр-шыв экономикине аталантармалли çул-йĕрпе паллаштарнă, ĕç тухăçлăхне ÿстермелли майсем çинчен каланă. Ăна пула ĕç çыннин шалăвĕ хушăнĕ, пурнăçĕ лайăхланĕ.

-Пирĕн республика «Роснанотех» патшалăх корпорацийĕпе лайăх çыхăнусем йĕркелерĕ. Нанотехнологи продукцийĕ туса кăларас тĕлĕшпе проектсем пур, - палăртрĕ «çавра сĕтелре» сăмах каланă май Михаил Васильевич. - Эпир килĕшÿсене алă пусса çирĕплетрĕмĕр. Раççей Федерацийĕн хăш-пĕр проектне хамăр республика территорийĕнче пурнăçлатпăр. Ку, чи малтанах, хĕвел батарейисем туса кăларассине пырса тивет. Вĕсем 2012 çулта рынока тухмалла. Паянхи кун хĕрсех строительство пырать. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 20 млрд тенкĕ ытла. Предприятин проектпа пăхнă хăвачĕ - çулталăкра пĕр миллион хĕвел модулĕ. Энергипе тивĕçтермелли производство, Совет саманинчех тунăскер, юлса пырать. Анчах предприятисемпе организацисем хавхалантаракан хушма факторсене пула çивĕч ыйтусене татса пама вăй çитереççĕ.

Михаил Васильевич республика тĕп хули электротехника промышленноçĕн центрĕ пулнине кăмăллăн палăртрĕ. Хăш-пĕр предприяти 50 çул тултарнине кĕтсе илме хатĕрленет, теприсем - 70, апла пулин те продукци пахалăхĕпе конкуренцие тÿсĕмлĕ. Ĕçлесех текенсене политиксем те, влаç тытăмĕсем те витĕмлĕ пулăшу кÿреççĕ, ура çинче çирĕпрех тăма тивĕçлĕ условисем туса параççĕ.

Экономикăра лару-тăру çăмăлах мар пулсан та промышленноç пĕтĕмĕшле 14-15: ÿсĕмпе аталанать. 2011 çула лайăх вĕçлессе те шанать Президент.

Çурт-йĕр тăвассипе те эпир федерацин Атăлçи округĕнче чи лайăххисен шутĕнче. Чи ăнăçлă çулсенче пĕр млн тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр тунă. Ку республикăри кашни çын пуçне 0,62 тăваткал метр пырса тивет. Округра - чи лайăх кăтарту. Çурт-йĕрĕн мĕн пур калăпăшĕн 50 процентне ялсенче пурнăçлаççĕ.

Инфратытăм та лайăх аталанать. Республикăн кирек хăш кĕтесне те, чи аякри яла та транспорт палăртнă вăхăтра пырса çитет. «Ку енĕпе эпĕ сирĕнпе тавлашма пултаратăп», - терĕ зала пухăннисене Президент. Унтан кирек хăш регионпа та туслăн, килĕштерсе ĕçлеме хатĕррине палăртрĕ, форумра хушма килĕшÿсем татах пулассине пĕлтерчĕ. «Пĕр-пĕрин патне хăнана çÿрĕпĕр. Регионсенче экономика çирĕпленни çĕр-шыв хăватне малалла ÿстерĕ», - терĕ.

«Çавра сĕтелре» РФ Патшалăх Думин халăхсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев, «Роснано» АУО правленийĕн председателĕн çумĕ Андрей Свинаренко, ытти хăна тухса калаçрĕç, Шупашкар чăнласах та электротехника промышленноçĕн центрĕ пулса тăнине палăртрĕç, ытти регионăн Чăваш Енрен вĕренмелли, тĕслĕх илмелли сахал мар терĕç.

Экономика форумĕ паян малалла ĕçлет. «Биотехнологи - «çĕнĕ экономика» аталанăвĕн наци приоритечĕсем», Раççей Федерацийĕн Суту-илÿпе промышленноç палатин вице-президенчĕ А.Захаров хутшăннипе «Раççей Федерацийĕн регионĕсене инвестицисем явăçтарас задачăсемпе çивĕч ыйтусем çинчен», ытти темăпа «çавра сĕтелсем» иртĕç.

Валентин Григорьев.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика