Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.06.22 Туслăх пырĕ ĕмĕре (Хресчен сасси)

Июнӗн 19-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам тӑрӑхӗнчеРаҫҫейре иккӗмӗш хут ял Сабантуйӗ иртрӗ. Ҫак кун «Хӗвеллӗ» уҫланкăна Раҫҫейри 30 ытла регионтан 25 пине яхӑн ҫын пуҫтарӑнчӗ.

Сабантуй театрализациленӗ «Аслӑ йывӑҫӑн тымарӗсем» прологпа пуҫланчӗ. Икӗ республика артисчӗсем Тутарстанпа Чӑваш Ен халӑхӗсен туслӑхӗ ҫирӗпленнине палӑртса юрларӗҫ, ташларӗҫ.

ЧР Президенчӗ Михаил Итатьев Сабантуя хутшӑннисене саламланӑ май ҫак уява

ахальтен мар Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче йӗркеленине палӑртрӗ. Халӑх йышӗпе тутарсем пирӗн республикӑра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах чӑвашсем те Тутарстанра - виҫҫӗмӗш вырӑнта. «Сабантуй халӑхсен хушшинчи килӗшӳпе социаллӑ тӗреклӗхе ҫирӗплетме пулӑшать», - терӗ президент.

«Паян Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче килӗшӳ, тарават ҫӑл куҫӗсем тапса тӑраҫҫӗ. Шӑнкӑртамра пурӑнакан ентешсемпе мухтанатпӑр эпир. Хӑйсен ӗҫченлӗхӗпе, тӗн тата культура йӑли-йӗркине упрас тӗлӗшпе палӑрса тӑраҫҫӗ вӗсем», - терӗ Тутарстан Патшалӑх Канашӗн председателӗ Фарид Мухаметшин.

Сабантуйӑн чи пӗлтерӗшлӗ спорт саманчӗсем вара лаша ӑмӑртӑвӗпе «курэш» кӗрешӳ пулчӗҫ.

Уяв уҫланкинче кунӗпех чӑвашпа тутар юрри-сӑвви шӑранчӗ. Суту-илӳ речӗсем халӑх ӑстисен хатӗр-хӗтӗрӗпе савӑнтарчӗҫ. Апат-ҫимӗҫпе вара Тутарстанпа Чӑваш Енӗн обществӑлла апатлану предприятийӗсем тиввҫтврчĕҫ.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика