Республика кунĕ - Чăваш Енĕн сумлă, пĕлтерĕшлĕ уявĕ. Вăл пирĕн тĕкĕр тенĕ те пулăттăм. Чăнласах çапла мар-и-ха? Хамăрăн мĕн пуррине - лайăххипе начаррине, мухтанмаллипе кулянмаллине - тăван халăхпа унăн хăнисене пĕр пытармасăр кăтартмалли, пĕлтермелли чи меллĕ вăхăт.
Çак самант çитиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Хатĕр-и эпир çĕнĕ тĕрĕслеве? Кирлĕ-и пире кунашкал уяв? Тивĕçтерет-и пире, чăвашсене, ăна мĕнле ирттерни? Мĕнлерех курасшăн хамăрăн тĕп куна?
Чи малтанах çакна калам: питĕ кирлĕ пире çак уяв. Тăван республикăра тĕпленнĕ 889 пин йăхташшăн çеç мар, ун тулашĕнчи 740 пин ытла чăвашшăн та. Вĕсем тĕрлĕ вырăнта тымарланнă пулсан та чăваш пулма пăрахман, чунĕпе, юнĕпе пĕчĕк тăван çĕрĕ-шывĕнчех. Республика кунне вĕсем те тем пекех кĕтеççĕ, çĕр-çĕр, пин-пин çухрăма хыçа хăварса Шурă Шупашкаралла васкаççĕ. Республика хатĕр-и вĕсене йышăнма? Сăвăç калашле, чăвашшăн чăваш - юлташ, хурăнташ-çке. Çапах та кулянтаракан самантсем те сиксе тухаççĕ. Акă иртнĕ эрнере Республика кунне халалланă культура мероприятийĕсем пирки пресс-конференци ирттерчĕç. Халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» XIX фестивалĕ те, декораципе хушма искусствăн «Руç ăстисем» конкурс та, Чăваш Республикинчи культура пĕрлешĕвĕсен «Туслăх кăшăлĕ» пултарулăх фестивалĕ те, ытти те пурччĕ уяв программинче. Йĕркелÿçĕсем «Раççей çăл куçĕсем» фестивале 30 ытла коллектив хутшăнасса пĕлтерчĕç. Çав шутра чăвашсен коллективĕсем виççĕ çеç-мĕн. Пĕри - Беларуçри йăхташсен «Хамăр ял» коллективĕ, тепри - Пушкăртстанри «Нарспи» ансамбль. Виççĕмĕшĕ - Чĕмпĕрсен. Савăнатăп вĕсемшĕн. Ытти хутлăхри тăванăмăрсем те вĕсен вырăнĕнче пулма ĕмĕтленнине шанатăп тата ĕненетĕп. Сăмахран, 126 пин чăваш тата 101 пин йăхташ тĕпленнĕ Тутарстанпа Самар облаçĕнче те пулнах ĕнтĕ çак тивĕçе юрăхлисем.
Çапах та, вулаканăм, пĕлтерем: Самар, Тутар, Сарă ту /пурĕ 15 регионтан/ чăвашĕсем хутшăнĕç пирĕн уява. Вĕсене несĕлĕмĕрсен йăхран йăха куçса пыракан аслă уявне - Акатуя - йыхравлаканĕ - общество йĕркипе ĕçлекен Чăваш наци конгресĕ. Пулăшаканĕ - Шупашкар хула администрацийĕ. «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче иртĕ Акатуй. Вун-вун коллектив вăйă картине тăрса чуна тивмелле юрăсем шăрантарĕ, маттур каччăсем вăй виçĕç, ал ĕç, апат-çимĕç ăстисем хăйсен тĕрри-çĕввипе паллаштарĕç, техĕмлĕ апачĕпе сăйлĕç. Шел, çак пулăмпа пĕтĕм халăх паллашаймĕ, çав вăхăтра хулан темиçе лапамĕнче ытти мероприяти иртĕ. Хăнасем, ютран килнĕ коллективсем, республика ертÿçисем Çĕрпÿ районне çул тытĕç.
Республика кунĕпе çыхăннă мероприятисем пире пурте кирлĕ. Вĕсем пирĕнпех юлаççĕ. Авă маларахри уявсенех илер. Шăмăршă та, Елчĕк те, Муркаш та, Вăрнар та, Вăрмар та, Канаш та тата ытти те тĕпрен çĕнелчĕç, илемленчĕç вĕт. Çĕрпÿпе те çаплах пулĕ.
Экономика тĕлĕшĕпе йĕркелекен мероприятисем пирки те çавнах каламалла. Хăналанас тĕллевпе мар, çыхăнусем йĕркелеме килĕç ĕçлĕ çынсем, инвестицисем те çитĕç республикăна.
Манăн вара Чăваш Ене, тăван халăха тата телейлĕрех, пуянрах курас килет. Мул енчен çеç мар, чун, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен те. Тахçантанпах калаçатпăр, çыратпăр ĕнтĕ ун пирки. Сăмахран, Акатуях илер. Мĕншĕн-ха пирĕн чаплă уявăн Республика кунĕн илемĕ, тĕп шăнăрĕ пулмалла мар? ЧНК пуçарăвĕпе тунă Акатуя сивлеместĕп, ăна вăйлатма сĕнетĕп. Пирĕн тĕнчерен пытармалли çук, мухтанмалли - пур. Çĕр пин юррăмăр-кĕввĕмĕрпе, çĕр пин тĕррĕмĕр-çĕввĕмĕрпе... Кăтартма çеç пĕлмелле тата кăтартма пулăшмалла.
Районсенче çеç мар, республика тулашĕнчи йăхташсем патĕнче çеç мар, Чăваш Енĕн чăн чĕринче - Шупашкарта - пĕтĕм халăха пĕрле пуçтарма, пĕтĕçтерме пултаракан чăн-чăн Акатуй кĕрленине пăхса савăнас килет. Чăвашсем çеç мар, тутарсем те, çармăссем те, вырăссем те, ытти халăх çыннисем те курччăр ăна, хĕпĕртеччĕр, ăмсанччăр. Акатуйра - чăваш чунĕ, пурнăçĕ, шăпи. Акатуйпа Республика кунĕ пĕр çыхăнура, тĕвĕре пулмалла.
Надежда Смирнова.